Пур хыпар та
Ял пурнăçĕ
3 Октябрӗн 2025, 11:00

Йăмран ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă

Çак кунсенче Кармаскалă тăрăхĕнчи Йăмран, Карламанбаш тата Нижний Тюкунь ялĕсенче паянхи саманана тивĕçтерекен фельдшерпа акушер пункчĕсене чаплă лару-тăрура уçнă.

Йăмран ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
Йăмран ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă

Объектсене «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн витĕмĕпе хăпартнă. Проектăн тĕллевĕ – пĕрремĕш медицина пулăшăвне аталантарасси, медицина пулăшăвĕ памалли условисене лайăхлатасси тата çынсен пурнăçĕн пахалăхне ÿстересси. ФАПсене пĕтĕм коммуникацисемпе çыхăнтарас ĕçе район бюджечĕн укçи-тенкипе пурнăçланă.
Ялсенче пурăнакансене Кармаскалă район администраци пуçлăхĕ Альфир Сабиров, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Юлия Краснова тата Ĕпхÿри 21№ хулари клиника больницин тĕп тухтăрĕн çумĕ Ольга Усатова саламланă.
– Паян эпир медицина çурчĕсем кăна мар, ял çыннисемшĕн килпе юнашарах медицина пулăшăвĕ илмелли майсене уçатпăр. ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров пулăшнипе тата наци проекчĕсем пурнăçа кĕнипе ялсенчи сывлăх сыхлавĕ вăйлă аталанать, – тенĕ Альфир Фархатович.
Юлия Владимировна проектăн ялсене социаллă пулăшу парассипе çыхăннă пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăнă:
– Медицина пулăшăвĕпе усă курма май пурри – пурнăç пахалăхĕн тĕп факторĕсенчен пĕри. Асăннă ФАПсем ялта пурăнакан кашни çынна тимлĕх уйăрнине çирĕплетеççĕ, – палăртнă ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ.
Мероприяти вăхăтĕнче вырăнсенче тăрăшакан медицина ĕçченĕсене, фельдшерсене, тивĕçлĕ наградăсемпе чысланă. Çапла Йăмран ялĕнчи Марина Степанова фельдшер (сăн ÿкерчĕкре) ПР Сывлăх сыхлав министерствин Тав çырăвне илме тивĕçнĕ.
– Сирĕн пек медицина ĕçченĕсем сывлăх сыхлав системин чăн-чăн никĕсĕ шутланаççĕ. Эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр, хастарлăхшăн тата профессионализмшăн тав тăватпăр, – наградăсене панă май алă тытса тав тунă Ольга Сергеевна.
ФАПсенче çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă, вĕсем пĕрремĕш медицинăпа санитари пулăшăвĕ памалли стандартсене туллин тивĕçтереççĕ. Кунта диспансеризаци иртме, консультаци тата васкавлă пулăшу илме пулать.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.

Йăмран ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
Йăмран ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
Йăмран ялĕнче çĕнĕ ФАП уçăлнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас