Çав шутра – Дюртюли районĕнчи Венеция (яла час-часах шыв илсе каять) тата Пелепей тăрăхĕнчи Русская Швейцария (дипломати харкашăвне лекнĕ, тавлашăва татса панă, ял ятне сыхласа хăварнă). Пушкăртстанра Париж та (Киги районĕ) пур. «Парижа» та «Швейцари» пекех 1812 çулта вăрçăран таврăннисем илсе килнĕ. Татăшлă тăрăхĕ Ташкент ялĕпе паллă. Ял ячĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн «çуралнă».
Совет влаçĕ йĕркеленнĕ вăхăтра чылай ял никĕсленнĕ е пуррисене çĕнĕ ятсем панă. Халĕ вĕсен ячĕсем самях кивелнĕ: Культура (Авăркас районĕ), Заветы Ильича (Иглин), Труженик (Благовещенск), Политотдел, Дружба тата Вперед (Давлекан), Родина (Гафури), Красный Муравей (Иглин тата Белокатай тăрăхĕсем), Радио (Салават), Юность (Шаран), Верный (Иглин районĕ).
Хăш-пĕр ялсен ячĕсене вара фольклор кĕнекисенчен илнĕ тейĕн. Çапла Бакалă районĕнче Пальчиково ялĕ пур, Пелепейĕнче – Кум-Косяк тата Мочилки, Балтачра – Чипчиково. Унсăр пуçне Туймазă тăрăхĕ – Киска-Елга, Белорецк – Реветь, Бирск тăрăхĕ Лежебоково ялĕсемпе паллă. Веселовка ятлă ялсене Авăркаспа Федоровка районĕсенче тупма пулать. Çавăн пекех Пушкăртстанра Веселая Поляна, Новые Усы, Пенькозавода (Бакалă районĕ), Крепостной Зилаир (Баймак), Нижняя Майка (Кугарчă), Пчелка (Куюргазă), Нижний и Верхний чат (Янаул районĕ) ялĕсем вырнаçнă.
Республикăра хăй вăхăтĕнче Марс ятлă икĕ ял та никĕсленни паллă – Авăркаспа Кушнаренково районĕсенче.