Борис Семенович 64 çулта, вăл Паскай ялĕнчех çуралнă. Унăн ашшĕ Семен Григорьевич Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче иккĕмĕш Инçет Хĕвелтухăç фрончĕн авиаци полкĕнче хĕсметре тăнă. Баку хулинчи офицерсен курсне пĕтерсен 1952-1955 çулсенче Сталинград хулинчи артиллери чаçĕнче политĕçченĕ пулнă. Демобилизаци хыççăн Чапаев ячĕллĕ колхозăн председателĕн çумĕн тивĕçне пурнăçланă, унтан Паскай вăтам шкулĕнче завхоз пулса тата Калинин ячĕллĕ колхозăн строительство бригадинче тăрăшнă. Амăшĕ Анисия Николаевна ялти лавккара сутуçăра ĕçленĕ.
Борис Афанасьев 1978 çулта Паскай вăтам шкулне пĕтернĕ, Туймазă хулинчи 5№ техника училищинче электрогазосварщик профессине алла илнĕ, çĕршыв умĕнчи тивĕçне Германире пурнăçланă. Каччă çартан таврăнсан М.Егоров ячĕллĕ колхозра механизаторта вăй хунă, Пелепейри механизаципе электрофикаци техникумĕнче «Техникмеханик-йĕркелÿçĕ» профессине вĕреннĕ. Вĕренĕве вĕçлесен 1983-1987 çулсенче тăван колхозра механик пулса тăрăшнă, 1987 çултан пуçласа - вырăнти шкулта военрукпа машинăсем тытса пыма вĕрентекен учитель.
2000-2017 çулсенче Борис Афанасьев «Тюменьтрансгаз» компанире вахта мелĕпе вăй хунă. 2017 çулта вăл тивĕçлĕ канăва кайнă, 2020 çулта вара каллех вахта мелĕпе ĕçлеме пикеннĕ.
Çемье пуçĕ Альмира Аркадьевна мăшăрĕпе 43 çул пĕрле пурăнаççĕ. Сăпайлă хĕрарăм М.Егоров ячĕллĕ колхозра бухгалтер тивĕçне пурнăçлать. Афанасьевсем хисепе тивĕçлĕ ачасем - Семен ывăлĕпе Вера хĕрĕ - çуратса ÿстернĕ. Шел пулин те, Евгений ывăлĕ йывăр чире пула виçĕ çулта пурнăçран уйрăлса кайнă. Паянхи кун Семен Санкт-Петербург хулинче пурăнать, «Газпром» управленинче аслă диспетчер пулса ĕçлет. Вера Салават хулинче никĕсленнĕ, вăл - çурт-йĕр управленинче ПТО инженерĕ. Борис Семеновичпа Альмира Аркадьевнана ултă мăнук пурри савăнтарать.
Борис Афанасьев – пĕчĕк Тăван çĕршывăн чăн-чăн патриочĕ. Вăлах Паскай ял хутлăхĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ пулса тăрăшать, мĕнпур экологи субботникĕсене хутшăнать, вырăнти масар картине улăштарнă вăхăтра шăратса çыпăçтармалли (сварка) ĕçĕсене йĕркеленĕ тата строительство материалĕсене илсе килессине хăй çине илнĕ. Çавăн пекех Паскай арĕ «Поп коесы» çăлкуçăн территорине çĕнетес, ĕнерхи Çĕнĕ Михайловка ялĕн территорийĕнче вырнаçнă çăлкуçăн территорине хăтлăх кĕртес, Паскай ялĕнчи Çветтуй Никольски чиркĕвĕн строительствипе çыхăннă ĕçсенче хастарлăх кăтартнă, ялти варти çамрăк хунавсене каснă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнакансен Мухтав мемориалĕнчи шăрату ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ.
Борис Семенович 50 вĕлле хурчĕ тытать. Çемье утарĕнче ăна Альмира Аркадьевна пулăшать. Иртнĕ çулхине Афанасьевсем чылай пыл туса илнĕ. Унсăр пуçне çемье пуçĕн хăйĕн пĕчĕк мастерскойĕ пур, унта арçын хăй аллисемпе вĕллесем ăсталать. Çынсем тăтăшах Паскай арĕнчен шăратса çыпăçтармалли ĕçĕсем туса ирттерме пулăшу ыйтаççĕ. Çавăн пекех Б.С. Афанасьевăн хуçалăхĕнче ДТ-75 трактор та пур, çапла вăл пĕр ял çыннисене пахчасем алса парать.
- Ялта пурăнас тесен ĕçчен те тăрăшуллă пулмалла. Семен ывăл СВО участникĕсене хастар пулăшнипе мăнаçланатăп. Вăл квадрокоптерсем, çĕрле курма пулăшакан хатĕрсем, салтаксем ыйтнипе автомобиль шинисем туянать. Хам та çак сăваплă ĕçрен пăрăнса юлмасса тăрăшатăп: маскировка сечĕсем çыхма йывăçран никĕс турăм, 10 килограмм пыл, 7 килограмм ăвăс патăм, «Хÿтĕлев тĕвви» волонтер клубне укçа-тенкĕпе пулăшатăп, - тет Борис Семенович.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Паскай ялĕ.