Турă çуртне çĕнĕрен хăпартас ĕç ял çыннисене нумай çул канăç паман. Ватă çынсем каланă тăрăх ялта чиркÿ 1887 çултанпах ĕçленĕ, совет саманинче ун çуртĕнче клуб пулнă, кайран вăл ишĕлнĕ. Темиçе çул каялла ял çыннисем Турă çурчĕ вырăнне аса илтерекен Пуç таймалли хĕрес лартнă.
2025 çул пуçламăшĕнче пухура ял çыннисем çакăнта часавай хăпартма йышăну тунă. Район администрацийĕ тата ял Канашĕ çак ĕçе ырланă. Пелепей хулинчи Çветтуй Никольский соборĕн настоятелĕ Андрей Кирсанов протоиерей Турра юрăхлă ĕçе пехилленĕ.
Строительство ĕçне пуçлама 11 çынран тăракан пуçару ушкăнĕ йĕркеленĕ, ăна ертсе пыма Анатолий Семенова суйланă.
– Ĕç иртнĕ çулхи апрель уйăхĕнче проект тăвассинчен тата строительство лапамне хатĕрлессинчен пуçланчĕ. Август уйăхĕнче Турă çурчĕн никĕсне хывиччен Нефтекамскпа Пелепей епископĕ Митрофан пилленипе Пелепей хулинчи Çветтуй Никольский соборĕн настоятелĕ Андрей Кирсанов кĕлĕ ирттерчĕ, – аса илтерчĕ Анатолий Семенов.
Ял хастарĕсем строительство материалĕсем туяннă: газоблоксем, арматура, профильлĕ пăрăхсем, пластик чÿречесем тата ыттине те. Нумай пулмасть Ярмулайĕнче пулас часавай никĕсне юртан тасатассипе субботник иртнĕ.
– Ку сезонра стенасене хăпартса тăррине тума тăрăшăпăр, – паллаштарчĕ плансемпе Анатолий Евстафьевич.
Турă çуртне спонсорсемпе ял çыннисен, çак ялтан тухса кайнă, анчах та тăван кĕтесе асра тытакан ентешсен укçипе хăпартаççĕ. Çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксемпе вĕсен тăванĕсем пысăк пулăшу кÿнĕ. Ялти кашни çын çак пархатарлă ĕçе хутшăнать, пĕрисем укçа-тенкĕпе, теприсем строительство ĕçне хутшăннипе.
– Паянхи кун проекта пурнăçлама 802 пин тенкĕ укçа пуçтартăмăр. Пысăк пулăшу Пелепей район администраци ĕçченĕсенчен килчĕ, çак кунсенче администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев хăйĕн ĕçтешĕсен ятĕнчен 78 пин тенкĕ пачĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннисене те палăртса хăварас килет: Юрий Григорьев 30 пин тенкĕ, Александр Сидоровпа Денис Иванов 20-шер пин тенкĕ уйăрчĕç. Пурне те пысăк тав. Пуçару ушкăнĕ пур тупăшпа тăкаксене тĕплĕн шута илсе пырать, – тет ушкăн ертÿçи.
Ҫынсен вӑйӗ пĕрлешсе пулăшнинче палăрать. Çак пысăк та пархатарлă ĕçе пĕччен тума май çук, ваттисен сăмахĕпе каласан: «Пĕччен пĕкĕ те аваймăн». Часавай тума укҫа-тенкӗ пухасси малалла пырать. Кӑмӑл тӑвакансем, ҫав шутра предприятисемпе организацисем те, ярмулайсене 8 917 438 12 68 номерпе Мария Александровна Никитина ячĕпе («Для строительства часовни в с. Ермолкино») е перекет банкӗн счечӗ ҫине 4081 7810 6060 0427 0458 укҫа-тенкӗ куҫарса пулӑшма пултараççĕ.
Светлана ПРОКОФЬЕВА.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.
Пирĕн MАХри канал - https://max.ru/ursassi.