Урал сасси
+25 °С
Облачно
Ял пурнăçĕ
15 Мая , 05:00

Пурăн, тăван ялăм!

Пĕчĕк çеç Ярапай ялĕ Элшей районĕнчи пысăк мар тусем çумĕнче тата Слак юханшывĕ юхакан илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Кунта пĕр хут пулса курнă çын çывăх вăхăтра тепре килсе курас шухăшпа таврăнса каять. Ял хăйĕн илемĕпе çеç мар, ĕçчен те тăрăшуллă тăван кĕтесĕн патриочĕсемпе паллă.

Пурăн, тăван ялăм!Пурăн, тăван ялăм!
Пурăн, тăван ялăм!


Ярапайĕнче паянхи кун тăватă çуртра 5 çын пурăнать. Ялăн пĕтес хăрушлăхĕ пур. Анчах та çакна пăхмасăр ял çыннисем Елена Краснова ертсе пынипе кашни çул тăван тăрăха тирпей-илем кĕртеççĕ. Вĕсем ял масарĕпе Мухтав паркне те яланах тимлĕх уйăраççĕ. Килен-каякансем валли беседка та лартнă. Кунта ял пулнине пĕлтерекен паллă та халиччен пулман, ăна та вырнаçтарма вăй-хал çитернĕ.

Çак кунсенче Вячеслав Александров тата Сергей Федотов тăрăшнипе «Ярапай эп сана юрататăп» («Я люблю Ярабай-Куль») стелăна вырнаçтарнă. Ăна Ханжарово ялĕнче пурăнакан Эльмир Хазигалиев ăсталанă. Пиччĕшĕпе шăллĕ Владимирпа Григорий Мышовсем Пелепей районĕнчи Чупукаран ялĕнчен килекен çула тĕмсенчен тасатнă. Çак ĕçре вĕсене Сергей Кириллов самай пулăшнă.

Çак çынсен тăван кĕтесшĕн тунă ырă ĕçĕсем çамрăк ăрусемшĕн тĕслĕх пулччăр, яла юратни вара çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантартăр.

Ирина НИКОЛАЕВА.
Элшей районĕ, Ярапай ялĕ. 

Пурăн, тăван ялăм!
Пурăн, тăван ялăм!
Пурăн, тăван ялăм!
Пурăн, тăван ялăм!
Пурăн, тăван ялăм!
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас