

Ентешĕсен пуçарулăхĕ çинчен ял старости Евгений Григорьев тĕплĕн каласа пачĕ:
– Çак ĕç-пуç ял пухăвĕнчен пуçланчĕ. Тахăш самантра «масар çывăхĕнче чăрăшсем лартмалла мар-ши» текен шухăш вĕлтлетсе иртрĕ. Асăннă вырăн пире чăннипех пĕрлештерет. Вăл ялта пурăнакан кашни çыншăн сăваплă шутланать. Çакăн пирки шухăшланă май, çакна ăнлантăм: ялта та пурнăç малалла тăсăлмалла. Вăхăт иртнĕçемĕн ватă хурăнсем типсе хăрнăран пушанса юлнă вырăна аса илтĕм. Эпир йывăçсене касса вакларăмăр, лаптăка çÿп-çапран тасатрăмăр. Халĕ вăл çĕнĕ те вăйлă йывăçсем ыйтнăн туйăнать. Çапла çак шухăш çуралчĕ те. Лартма юрăхлă йывăç вырăнне хыр суйларăмăр. Пирĕн патра хĕл вăрăм, çур çул хушши хĕвел сахал пăхать. Хырсем çулталăкĕпе ешĕл лараççĕ. Çакă чуна савăнăç парнелĕ, темиçе ăрăва савăнтарĕ.
Пирĕн 40 пин тенкĕ пухмаллаччĕ. Ку – сахал мар укçа. Палăртнине пурнăçа кĕртес тесе ялăн чатĕнче пĕлтерÿ вырнаçтартăм. Çынсем часах пĕр тĕвве пухăнса пулăшма васканинчен тĕлĕнтĕм. Кашнийĕ хăйĕн тÿпине курма пултартăр, кашни тенкĕ куç умĕнче пултăр тесе эпĕ онлайн-таблица хатĕрлерĕм. Палăртнă вăхăт хушшинче кирлĕ укçа-тенке пухрăмăр.
Малалли ĕç-пуç уйрăмах хăвăрт аталанчĕ. Вăрман хуçалăхĕнчен срокран маларах йывăç хунавĕсем илсе килчĕç. Хырсене талăк хушшинче лартмасан вĕсем чĕрĕлмессе пултараççĕ. Паллах, «Ĕлкĕрĕпĕр-ши? Вăй-хал çитĕ-ши?» текен ыйтусем канăç памарĕç. Йывăç хунавĕсене май уйăхĕн 1-мĕшĕнче, пурте килте чухне, лартма палăртрăмăр. Телее, çанталăк лайăх тăчĕ, çынсен кăмăлĕ те савăнăçлăччĕ. Субботника вырăнта пурăнакансем, хуларан хăнана килнĕ çынсем пухăнчĕç. Эпир пурте пĕрле шăтăксем чаврăмăр, йывăçсем лартрăмăр, чунтан-вартан савăнса калаçрăмăр. Уйрăмах 45-60 çулхи çынсем килни мана тыткăна илчĕ. Çакă ял çыннисем хăйсен çĕрĕшĕн яваплă пулнине çирĕплетет. Эпир пĕр тĕвве пухăнтăмăр, çак пĕрлĕхре çирĕп вăй пурри сисĕнчĕ. Уявăн девизĕ «Мир. Ĕç. Май» пирĕншĕн уйрăм пĕлтерĕшпе тулчĕ.
Телее, ĕçе вăхăтлă вĕçлерĕмĕр. Субботникре тăван пичче пысăк пулăшу кÿчĕ: вăл пичкеллĕ машинăпа тивĕçтерчĕ. Çапла кашни йывăçа лартнă хыççăн шăварма май килчĕ. Пирĕн маршрут ялшăн виçĕ паллă вырăн урлă иртрĕ. Масар çывăхĕнче çĕр хунав лартрăмăр. Çакă пирĕн астăвăм, мăн асатте-асаннесен умĕнчи тивĕç шутланать. Вăхăт иртнĕçемĕн ĕмĕрĕпех ешĕл ларакан йывăçсенчен «стена» хăпарĕ.
Çакăн хыççăн юнашар вырнаçнă хурăнлăхра темиçе хунав лартса ешшĕлентерме шут тытрăмăр. Ялти чиркÿ çывăхĕнче вара чи илемлĕ пилĕк чăрăша лартса хăвартăмăр. Паллах, вырăнĕ çутă та сăваплă. Халĕ ăна пирĕн ачасемпе пĕрле ÿсекен çамрăк йывăçсем илем кÿрĕç. Хырсем ÿссе çитĕнессе чунтан шанатăп.
Ырă ĕçе хутшăнма вăхăт тупма пултарнă, машинисене хускатса йывăç хунавĕсене илсе килнĕ, кану кунĕнче аллисене кĕреçе тытнă çынсене чунтан тав тăватăп. Çак кунхине пĕр ял çыннисем çине пăхнă май чунра савăнăçпа мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ. Ĕçĕ яваплă, çăмăл та марччĕ, анчах пĕр-пĕрне ăнланса, тăрăшса ĕçлерĕмĕр.
Галина БУРДИЛЕВА.
Давлекан районĕ, Канчăлав ялĕ.