

Хамăн çырас йĕркесене эпĕ лирикăлла шухăшлавран ытахальтен пуçламарăм. Иртнĕ эрнере Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕ хăйĕн 270 çулхи юбилейне паллă турĕ. Шăпах унта сумлă хăнасен шутĕнче пулнă май, çÿлерех калани пуçра тепĕр хут вĕçсе иртрĕ, хамăн тăван ял куç умне тухса тăчĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх кун пек мероприяти хăнасене çăкăр-тăварпа та юрă-ташăпа кĕтсе илнинчен пуçланать. Кунта вара мана çĕнĕлĕх курма тÿр килчĕ – малтан ялти Çветтуй Троицк чиркĕвĕнче ял малашлăхĕшĕн, унăн аталанăвĕшĕн кĕлĕ литургийĕ иртрĕ. Ăна Турă çуртне çÿрекенсемпе Тихон иеромонах-атте йĕркелерĕç. Çакă мăн асатте-асаннесен йăлине тытса пынипе тÿр килет – вĕсем яланах уява та, ĕçе те çÿлти Турăран ăнăçу ыйтса пуçланă-çке.
Юбилей программин официаллă пайĕ хăнасене ял хапхи умĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илнинчен пуçланчĕ. Вырăнти «Сувар» халăх ансамблĕн (ертÿçи – М.Р. Павлова) хастарĕсем çак сумлă ĕçе çÿллĕ та тивĕçлĕ шайра пурнăçларĕç. Ун хыççăн килнĕ хăнасем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалласа лартнă палăк умне чечексем хучĕç, пиртен уйрăлса кайнă паттăрсен умĕнче пуç тайрĕç.
Уявăн тĕп программи вара «Çăлкуç вăрманĕ» текен лапамра (ăна уяв картишĕ тесен тĕрĕсрех те пулать пуль) иртрĕ. Вырăнĕ кунта чăн та илемлĕ. Юнашарах çăлкуç пурри ятĕнченех паллă пулчĕ, шывĕ те техĕмлĕ. Манăн куçа çийĕнчех çĕнĕ объектсем тăрăнчĕç – шашлăк хатĕрлемелли тăрăллă вырăн тата икĕ пайран тăракан самаях пысăк беседка. Вĕсене, пĕрремĕшне – ял çамрăкĕсем, теприне вырăнти Крупская ячĕллĕ хуçалăх (председателĕ – Г.Н. Семенов) çĕнĕ хурамалсене çавра çул ячĕпе парнеленĕ.
Уяв картишне вăрман хĕррипе пĕр рете лартса тухнă йăх-несĕл чатăрĕсем (палатка) илем кÿреççĕ. Кунта Никоноровсен, Ивановсен, Петровсен (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре), Гордеевсен, Павловсен, Филипповсен йăхĕсемпе паллашма май пулчĕ. Сăмах май, вĕсем пурте уява уçнă май сцена çине тухрĕç, пухăннă халăхăн кăмăлне хăйсен ăшă куллипе те тараватлăхĕпе çĕклерĕç.
Акă, юбилей программине ертсе пыракан Неля Тимофеевапа Марина Павлова мероприяти уçăлнине пĕлтерсе сумлă хăнасемпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн сăмах Çĕнĕ Хурамал ял хутлăх администраци пуçлăхне Иван Павлова, Мияки район администраци пуçлăхне Наиль Гумерова, Мияки районĕнчи депутатсен Канашĕн председательне Ильшат Гилемзянова, ПР чăваш наципе культура автономин ертÿçине, Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн проректорне Виталий Викторов профессора пачĕç. Хăнасем çĕнĕ хурамалсемпе вĕсен хăнисене уяв ячĕпе саламланă май ырлăх-сывлăх сунчĕç, мероприятие хатĕрленме пулăшнă хастарсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕç.
Çакăн хыççăн тавралăх юрă-кĕвĕ айне путрĕ. Пултарулăх программине хуçасем – «Сувар» ушкăн – уçрĕç. Çав вăхăтрах ертÿçĕсем кашни ĕç сфери ячĕпе «çăлтăр» çутнине пĕлтерчĕç. Пĕрремĕш çăлтăр вăл çĕр ĕçченĕсен ячĕпе пулчĕ. Çавăнпа та Крупская ячĕллĕ СПК ертÿçи Геннадий Семенова сăмах пачĕç. Геннадий Николаевич çак уява йĕркелеме тăватă çул хатĕрленнине пĕлтерсе ăна пуçарса яракансене тав турĕ, пурне те саламларĕ.
Професси тĕлĕшпе çутнă çăлтăрсем йышлă пулчĕç. Вĕсен шутне фермăра ĕçлекенсем, педагогсемпе воспитательсем, почтальонкăпа фельдшер, усламçă-сутăçсемпе халăха социаллă пулăшу паракансем, ял хутлăх администрацин ĕçченĕсем, культура тата спорт сферинчи пултаруллă çынсем кĕреççĕ. Ялпа çыхăннă кашни професси çынни юрă парнине тивĕçрĕ.
Ялăн юбилей çулĕнче çут тĕнчене кăçал килнĕ «кайăксем» те пур. Вĕсем – Есения Трофимовапа Демид Акбашев. Уявра пĕчĕк пепкесен ячĕпе те юрă янрарĕ.
Паллах, çĕнĕ хурамалсем ятарлă çар операци темине те манмарĕç. Паянхи кун унта ял хутлăхĕнчен 18 çын хутшăнать. Вĕсенчен çиччĕшĕ – Виктор Кузьмин, Павел Иванов, Дмитрий Матвеев, Виталий Игнатьев, Владимир Васильев, Кирилл Матвеев, Виктор Михайлов – паянхи уявра пулма май тупнă. Çĕршыв хÿтĕлевçисен ячĕпе Динис Валиев «Россия» юрă шăрантарчĕ, «Хастарлăхшăн» çăлтăр çутрĕç. Çав вăхăтрах СВОра пуçĕсене хунисем те пур. Уявра вĕсен тăванĕсене асăнмалăх парнесем парса чысларĕç (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре), шăплăх минучĕ ирттерчĕç.
– Эпир пирĕн ялта паллă çынсем çуралса ÿснишĕн савăнатпăр, вĕсемпе пĕрле паянхи уявра та тĕл пулма хавас, – терĕ Неля Тимофеева ертÿçĕ уяв программин микрофонне черетлĕ хăнана Василий Антонов çыравçа панă май.
Вăл Иглин тăрăхĕнчен килсе çитнĕ. Василий Сергеевич пушă алăпа килмен, хăйĕн кĕнекисене вулавăша парнелерĕ. Унсăр пуçне пухăннă халăх унăн Çĕнĕ Хурамала халалланă сăввине те парне вырăнне хурса йышăнчĕ.
Аякран килнĕ сумлă хăнасен шутĕнче тепĕр ентеш, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Любовь Вазюкова халăх промыслин ăсти пулчĕ. Любовь Степановна чылайранпа Шупашкарта пурăнать, анчах та тăван ялпа çыхăнăва татмасть, унăн историйĕпе кăсăкланать. Ентешĕсене юбилей ячĕпе саламласа, вăл çĕнĕ хурамалсен тымарĕсем Чăваш Енри Комсомольски районĕнчи Кивĕ Мăрат ялĕнче упранни çинчен пĕлтерчĕ, хăй аллипе тĕрленĕ алшăллипе хăй хатĕрленĕ йăх-несĕл йывăççине ял клубĕнчи музее парнелерĕ.
Уявра аслă ăрăва (унта 80 çултан иртнисем кĕреççĕ) тимлĕх уйăрса вĕсен ячĕсене асăнса тухрĕç. Вĕсем – вун иккĕн, пĕри çеç арçын – Виталий Алексеевич Филиппов (80 çулта). Ӳсĕмĕпе чи аслисем вара Агрепина Михайловна Черновапа (92 çулта) Анна Тимофеевна Сидорова (91 çулта) пулса тăраççĕ. Сумлă ватăсен ячĕпе «Куккук» юрă янрарĕ.
Çĕнĕ Хурамалăн 270 çулхи юбилейĕ Çăлкуç вăрманне килнĕ кашни çыншăн асра юлĕ. Кĕтмен те кăмăллă тĕлпулусемпе, юрă-кĕвĕпе... Юрă-кĕвĕ тенĕрен вĕсем тĕрлĕ чĕлхепе янрарĕç. Уяв сцени çине 30 яхăн пултарулăх коллективĕпе уйрăм юрăçсем тухрĕç, хăнасемпе хуçасене савăнăç парнелерĕç. Çакă та асра юлмалли самантсенче пĕри пулса тăчĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.