

Мероприятийĕн культура программине пирĕн ял хĕрĕ Вера Васильева хатĕрленĕ. Меллĕ самантпа усă курса çак кун Ирина Мордачевапа (Тимофеева) Вера Насырова (Васильева) пухса хатĕрленĕ «Ăшăтакан астăвăм» («Память которая согревает») кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Кăларăм Соколовкăра пурăнакасемшĕн чăн-чăн парне пулса тăчĕ.
Кĕнеке чăвашсен пуян культурипе еткерлĕхĕ çинчен каласа парать. Кăларăмра ял историйĕпе çыхăннă материалсем, аса илÿсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. «Ăшăтакан астăвăма» пухса хатĕрлесси çулталăка пычĕ. Унта ял çыннисем пуçтарнă материалсене те кĕртнĕ. Кăларăм кашнинех аса илÿ авăрне путма, хамăр ăçтан пулса кайнине аса илме, ăрусен çыхăнăвне туйма май парать. Кĕнекене кăларас ĕçре Вера Николаевнăн хĕрĕ Любовь Мухамедьзянова пысăк пулăшу кÿчĕ. Уншăн ăна пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Хăйĕн вăхăтне шеллемесĕр вăл 60 кĕнеке пичетлесе кăларнă.
Уяв чăннипех те çутă та хăйне евĕрлĕ иртрĕ. Чылай хăна, çав шутра çамрăксем те, чăваш наци тумĕпе килчĕç. Çакă тĕлпулăва уйрăм сĕм парнелерĕ, мăн асаттесен йăли-йĕркине хисепленине çирĕплетрĕ. Мероприяти программи пуян та анлă пулчĕ. Пуçтарăннисем ял çыннисем хатĕрленĕ концерта пăхса киленчĕç. Александр Захаров аккомпаниатор калакан кĕвĕ çеммипе чăваш юррисем илемлĕн шăранчĕç. Чăваш ташши вара уявăн чăн-чăн илемĕ пулса тăчĕ. Ялта пурăнакан ватăсем ял историйĕнчи чи çутă самантсене аса илчĕç. Уяв хăнисем хаваспах «Лашана хÿринчен тыт» авалхи чăваш вăййине вылярĕç.
Соколовка ялĕнче пурăнакан Алевтина Захарова Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи сыпăкне илемлĕ вуласа куракансен чĕрине хумхантарчĕ. Мероприяти кашниех илсе килнĕ сăйсемпе, кăпăшка хуплу-кукăльпе, пылак кучченеçсемпе чей ĕçнипе вĕçленчĕ.
Уявра историлле самант та пулчĕ: ял çыннисем пуçласа Соколовка гимне илтрĕç. Унăн сăмахĕсене Вера Насырова çырнă, кĕввине Евгений Петров хайланă. Çĕнĕ юрă пухăннисен чĕрисенче тÿрех вырăн тупрĕ.
Çимĕк умӗнхи тĕлпулу интереслӗ кӑна мар, чӑннипех те пӗлӳллӗ те пӗрлештерекен уяв пулчĕ. Вӑл йӑла-йӗркене упрамаллине, мӑн асатте-асаннесене манмалламаррине çирĕплетрĕ тата пӗчӗк Тӑван ҫӗршывпа ҫыхӑну тытни мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илтерчӗ.
Йӗркелӳҫӗсемпе уява хутшӑнакансене ҫак чаплӑ куншӑн тав тӑватпӑр! Кун пек тӗлпулусем Соколовкăн тепӗр ырӑ йӑли пулса тӑччӑр.
Ирина ТИМОФЕЕВА.
Çтерлĕ районĕ, Соколовка ялĕ.