Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ял пурнăçĕ
26 Июнӗн , 08:00

Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:

ялăн 140 çулĕ, библиотекăн 50 çулĕ тата Акатуй-2026

Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:

Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Çтерлĕ районĕнчи Косяковка ялĕнче савăнăçлă лару-тăру хуçаланчĕ. Çак кун ял çыннисемпе хăнасем пĕр харăсах виçĕ пĕлтерĕшлĕ пулăма паллă турĕç: ял никĕсленнĕренпе 140 çул çитнине, вырăнти вулавăшăн çур ĕмĕрхи юбилейне тата тахçантанпах кĕтнĕ Акатуя.

Уяв программи пуян та анлă пулчĕ. Çтерлĕ хулинчи театрпа концерт пĕрлешĕвĕн пултаруллă артисчĕсем куракансене манăçми номерсем парнелерĕç. Александр Владимирович Григорьев йĕркеленĕ йăлана кĕнĕ спорт ăмăртăвĕсем (вĕсем хушшинче уйрăмах куреш кĕрешĕвне палăртмалла) хаваслăх кăмăл-туйăмĕ çуратрĕç.

Кÿршĕ районсенчен килсе çитнĕ хăнасем уява хавхалану сĕмĕ кĕртрĕç. Гафури тăрăхĕнчи Антоновкăри «Вирьял», Авăркас районĕнчи Шланлă ялĕнчи «Тăван кĕвĕсем», Çтерлĕ хулинчи «Телей» пултарулăх ушкăнĕсемпе Юламан ялĕнчи Петрпа Галина Ивановсен дуэчĕ халăха чуна пырса тивмелле юрă-кĕвĕ номерĕсем парнелерĕç. Вырăнти «Селяночка» тата «Шурă хурăн» коллективсем те хăйсен юррисемпе пурне те савăнтарчĕç.

Ача сачĕн ĕçченĕсем ятарлă лапамра хаваслă вăйăсем йĕркеленĕ, пĕчĕккисем тухса калаçни вара куракансене чунтанах тыткăнларĕ. Дмитрий Данилов патриотла юрăпа сăвва чун-чĕререн шăрантарни нумайăшĕн чун хĕлĕхĕсене хумхантарчĕ.

Беловсен çемйи пуçтарăннисене пĕр-пĕринпе тĕл пулма тата хутшăнма чаплă вырăн йĕркеленĕ. Кунта çуна кÿлнĕ ашакĕ те, чăх ураллă пÿрт те, йăх-несĕлпе паллаштаракан тата тĕрлĕ ал ĕçĕсемпе тулли сĕтелсем те вырăн тупнă. Ачасене уйрăмах чĕрĕ кролик çурисем çÿрекен «Чĕрĕ кĕтес» килĕшрĕ. Хуçасем çинчи наци тумĕсем вара уява уйрăм сĕм кĕртрĕç.

«Косяковкăри волонтерсем» ушкăн пайташĕ Галина Николаевна Славченкова дронсенчен хÿтĕленмелли тетĕлсем çыхма вĕрентекен пултарулăх лаççи нумайăшне пархатарлă ĕçе хутшăнма хавхалантарса ячĕ.
Çĕнĕ Краснояр ялĕнчи Юлия Владимировна Осипова ертсе пынă «Леший» ăсталăх класĕ те ăнăçлă иртрĕ, унта хутшăнакансене пĕрлештерчĕ.

«Сарпи» чăваш эстрадăпа фольклор ансамблĕ çутă вокал композицийĕсемпе савăнтарчĕ пулсан, Ташă театрĕн солисчĕсем ăста хусканусем туса уява тĕлĕнмелле илем кĕртрĕç.

Çтерлĕ хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕн çумĕ Геннадий Челпир вулавăша юбилейпе саламлама килнĕ. Вăл библиотекăна паха парне – «Пушкăртстанăн кĕске чăваш энциклопедине» парнелерĕ.

Юбилей Хушьер Кадиркулович Ахмедовпа унăн мăшăрĕ Галина Отаевна Петрова хатĕрленĕ техĕмлĕ те тутлă пловпа сăйланнипе вĕçленчĕ. Тутлă кучченеç куç хупса иличчен саланчĕ.

Уяв çакăнпа çеç вĕçленмерĕ. Каç пулсан хăнасене пурне те хаваслă дискотека кĕтрĕ. Унта хуларан килнĕ хăна, Денис Щербин юрăçă, «Руки верх» ушкăнăн тата Юрий Шатунов эстрада çăлтăрĕн паллă юррисене шăрантарса кăмăла çĕклерĕ, пурте хавхаланса ташларĕç, урисем ывăннине туймарĕç.

Июнь уйăхĕн 12-мĕшĕ Косяковка ялĕнче пурăнакансемпе унăн хăнисемшĕн чăнах та пĕрлĕх кунĕ пулса тăчĕ.

Светлана НИКОЛАЕВА, Косяковкăри вулавăш ĕçченĕ.
Çтерлĕ районĕ.

Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Истори пуласлăхпа тĕл пулсан:
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас