

Нумаях пулмасть çавăн пек вырăнсенчен пĕринче, Федоровка районĕнчи Юманлăх (Улядаровка) ялĕнче, пулма май килчĕ. Пĕчĕк ял çак кунсенче хăйĕн 105 çулхи юбилейне анлă паллă турĕ. Çавăнпа та малтан унăн кĕске историйĕ çинче чарăнса тăрасшăн.
Юманлăхăн иртнĕ кун-çулĕ
Яла никĕслекенсен йăх-несĕлĕ Улядаровсемпе çыхăннă. Вĕсем, Федор Никифоровичпа Пелагея Алексеевна Улядаровсем, çак тăрăхри Теней ялĕнче пурăннă. 1921 çулта çĕнĕ вырăна куçса килнĕ чухне çемьере сакăр ывăлпа пĕр хĕр пулнă. Вĕсем пурте çитĕнсе çитсе çемье çавăрнă. Ывăлĕсенчен пĕри, Мĕтри çеç, тиф чирне пула çамрăклах вилнĕ.
Малтанхи вăхăтра кил-çурт лартиччен Улядаровсем çу кунĕсенче ÿплере (шалаш) пурăннă. Çуртсем валли пурасем хатĕрлеме пуçланă. Малтан – Петĕр валли, каярах Федор Никифоровичпа Микулай валли пура пураланă. Туслă та килĕшÿпе ĕçленине пула ĕç кал-кал пынă, хĕле кĕриччен çичĕ çурт (вĕсем икĕ пайран тăнă) хатĕр пулнă.
Юманлăхăн историне малалла та тăсма пулать. Тĕплĕнрех вара унпа Любовь Русакова (Улядарова) чăваш наци академикĕн «Манăçми Юманлăх» («Незабвенная Улядаровка») кĕнекине вуласа паллашма пулать. Сăмах май, Любовь Ивановна Юманлăхра çуралса ÿснĕ.
Иртнине упрама пĕлеççĕ
Паянхи кун Юманлăхра нимĕнле социаллă объектсем те, вырăнта пурăнакансем те (дачниксемсĕр пуçне) çук. Çакă вăл ял пĕтнĕ тенине пĕлтермест. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче кунта 60 кил, пуçламăш шкул, лавкка пулнă. Урампа иртсе пынă май çĕнĕ мар пулин те çуртсем чиперех çирĕп лараççĕ. Вĕсем çум курăк айне путнă тесе калас килмест, çын алли тăрăшни куç умĕнче. Юманлăха çитме асфальт çул мар пулсан та çулĕ тикĕс те ункайлă, ăна хĕл кунĕсенче вырăнти влаçсем тасатса тăраççĕ. Унсăр пуçне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асра тытса лартнă çĕнĕ палăк ял урамне илем кÿрет кăна мар, кашнине иртнине аса илтерет. Ун çинче вăтăр паттăр салтакăн ячĕпе хушаматне çырса хунă. Яла пырса кĕнĕ çĕрте çăлкуç вырăнне питĕ тирпейлĕ йĕркене кĕртнĕ. Вăл хуларинчен нимпе те кая мар. Юманлăхăн масарне те 2D хÿмепе тытса çаврăннă, кунта та тирпейлĕх хуçаланать.
Уçă сывлăшри уяв
Ял юбилейне халалланă мероприяти клуб çуккине пула уçă сывлăшра, ялти лавкка пулнă çуртпа юнашар вырнаçнă лапамра иртрĕ. Çанталăк йĕпе-сапаллă тăчĕ пулсан та халăх самай йышлă пухăнчĕ – ватти-вĕтти таран. Федор Никифорович Улядаровăн çичĕ ывăлĕн йăх-несĕлĕнчен улттăшĕн ячĕпе (Микулай, Петĕр, Никонорпа Василий пĕрле, Куçма, Иван) уява уяв пек тăвас тесе ятарласа чатăрсем лартнă, хăнасене кĕтсе илме ĕçме-çимепе пуян сĕтелсем хатĕрленĕ. Вĕсем кашниех хăнасене юрă-кĕвĕпе тарават кĕтсе илсе сăйларĕç.
Юбилей программине Любовь Русаковапа Татьяна Соколова ертсе пычĕç. Пухăннă халăха чăн малтан Татьяна Аркадьевна ял историйĕпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн юманлăхсемпе хăнасене ял ертÿçи Леонид Манзуров саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ, малашне те пĕрле пулсан ялшăн ырă улшăнусем пуласса шаннине пĕлтерчĕ. Хăнасен ятĕнчен «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов сăмах илчĕ, уява йĕркелекенсене тата хаçатăн хастар вулаканĕсене тав туса пĕчĕк парнесем пачĕ.
Çакăн хыççăн йăх-несĕлсемпе паллаштарасси пуçланчĕ. Чи малтан халăх умне Микулай йăхĕ тухрĕ. Ун çинчен 88 çулхи Анна Осипова кинемей каласа пачĕ. Анна Семеновна чылай çул хушши суту-илÿ сферинче ĕçленĕ. Унăн сăмахĕ кĕске пулчĕ пулсан та вĕсем пултарулăх пайне тĕплĕн те анлă хатĕрленнĕ: вăййа тухнинчен пуçласа ташă картине тăрса ташличчен. Людмила Судницынапа Татьяна Соколова шăрантарнă юрă та пурне те кăмăла кайрĕ. Микулай несĕлĕн программине Ĕпхÿрен килнĕ Кирилл Судницинпа Дарья Соколова сăвăсем вулани те пуянлатрĕ.
Каярах микрофон умне Петĕр йăх-несĕлĕ тухрĕ. Вĕсем, ахăртнех, йышĕпе чи пысăкки пулчĕç. Çавăн пекех Иван, Куçма, Никонор, Василий йăхĕсем те ыттисенчен юлас темерĕç: паллаштару, юрă-кĕвĕ, вăйă-кулă черетленсе пычĕ. Ял никĕслевçин Федор Никифорович Улядаровăн Марье хĕрĕ енчи тăванĕсенчен Людмила Витальевна Осипова та тухса сăмах каларĕ. Кашни несĕл хăйсемпе паллаштарнă хыççăн тÿпене шар вĕçтерсе ячĕ.
Çак кун юбилей программине Мелеуз хулинчен, асăннă районти Уралпа Теней ялĕсенчен килнĕ «Туслăх», «Тус-тăван» тата «Шурăмпуç» пултарулăх ушкăнсем, Светлана Караськинапа Лидия Митюкова, Елена Андреевапа Зинаида Силяева, Антоновсемпе Филькинсен дуэчĕсем илемлетрĕç кăна мар, кашнин кăмăлне çĕклесе савăнăç парнелерĕç. Вĕсене куракансем тăвăллăн алă çупса, хапăл туса йышăнчĕç. Çавăн пекех юманлăхсемпе хăнасене РФ тата ЧР Писательсен союзĕсен пайташĕ Аркадий Русаков çыравçă хăйĕн сăввине вуласа саламларĕ.
Пĕтĕмлетÿ вырăнне
Юбилей каçĕнче тепĕр паха пулăма асăрхама тÿр килчĕ. Юманлăх çыннисемшĕн пĕчĕк Тăван çĕршыв ытла та хаклă пулни палăрчĕ. Уявра камăн сăмах калама май пулчĕ, вĕсем пурте уншăн чунне пама хатĕрри, питĕ тунсăхлани сисĕнчĕ. Вĕсем пурте пĕрле пулсан ялăн малашлăхĕ пуррине çирĕплетрĕç.
Юрий СНЕГОПАД.
Федоровка районĕ, Юманлăх ялĕ.