Урал сасси
+23 °С
Ясно
Ял пурнăçĕ
26 Июля , 04:00

Егоровсен хуçалăх аталанăвĕн вăрттăнлăхĕ – ĕçчен алăсенче

Шаран районĕнчи Паскай ялĕнче пурăнакан Александрпа Фая Егоровсемшĕн сад участокĕнче хурлăхан çырли çитĕнтересси – чун туртăмĕ.

Егоровсен хуçалăх аталанăвĕн вăрттăнлăхĕ – ĕçчен алăсенчеЕгоровсен хуçалăх аталанăвĕн вăрттăнлăхĕ – ĕçчен алăсенче
Егоровсен хуçалăх аталанăвĕн вăрттăнлăхĕ – ĕçчен алăсенче

2012 çулта Егоровсем хăйсен пахчинче хурлăхан лартнă. Çĕр лаптăкĕ 54 соткăпа танлашать, кунта ыхрапа çĕр улми, сухан вăрлăхĕ те ÿсет. Çакăнтах чечексен ырă шăрши сарăлнă. Кунта ĕçчен çынсем пурăнни уççăн курăнать.

2023 çулта Александрпа Фая 90 тĕм «Валовая» сортлă хурлăхан лартнă. Асăннă сорт шултра, çул çине илсе тухма юрăхлă пулнипе уйрăлса тăрать. Хуçасем усăллă çырлан пылак тухăçне курттăм сутаççĕ.

 - Кашни çулах тĕмсене удобренипе апатлантаратпăр, шăваратпăр, хурт-кăпшанкăсенчен наркăмăш сапатпăмăр, кашни кĕркунне типнĕ тураттисене касатпăр, - каласа парать Александр Берлинович.

Çавăн пекех мăшăр хăйĕн çĕр лаптăкĕ çинче  сухан вăрлăхĕ те ÿстерет. Çак кунсенче вĕсем тухăçа пуçтарма тухĕç. Александр Берлиновичпа Фая Тихоновнăна çăмăл мар ĕçре Игорьпе Алексей тата Дмитрий ывăлĕсем, Альбинăпа Алсу тата Алия кинĕсем пулăшаççĕ. Лидийăпа Илина тата Дарина мăнукĕсем вăй-хăват парса тăраççĕ.    

Хисеплĕ те сумлă мăшăр пурнăç çулĕпе 45 çул алла-аллăн утать. Кăçал вĕсем иккĕш те 65 çул тултарнă. Александр Берлинович Ĕпхÿ хулинчи индустрипе педагогика техникумĕнче «Черчени, рисовани тата ĕç учителĕ» специальноçа алла илнĕ. Çемье пуçĕ Паскай шкулĕнче, Калинин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. Фая Тихоновна вара Паскайри почта уйрăмĕнче почтальон пулса тăрăшнă.

Егоровсем пуçланă ĕçе малалла аталантарас, хурлăханпа сухан вăрлăхĕ ÿстермелли лаптăка анлăлатас шухăш-ĕмĕтпе пурăнаççĕ.

Руслан ХАФИЗОВ.

Шаран районĕ, Паскай ялĕ.   

 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас