Урал сасси
+25 °С
Облачно
Ял пурнăçĕ
27 Июля , 09:00

Кивĕ Уралкăра Ял кунне паллă тунă

Ял кунне паллă тăвасси чылай çĕрте ырă йăлана çаврăннă. Акă, нумай пулмасть Кумертау хула округне кĕрекен Кивĕ Уралка ялĕнче пурăнакансем те уява пухăннă, Ял кунне анлă паллă тунă. Унта тĕрлĕ çĕртен хăнасем килсе çитнĕ, вĕсен хушшинче ку тăрăхра çуралса çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче тĕпленнисем те пулнă. Тăван ял чĕнĕвĕ илĕртнипе вĕсем Ял кунне паллă тума çĕленÿллĕ кăмăл-туйăмпа килнĕ.  

Кивĕ Уралкăра Ял кунне паллă тунăКивĕ Уралкăра Ял кунне паллă тунă
Кивĕ Уралкăра Ял кунне паллă тунă

Ял-йыша уяв ячĕпе Кумертау хула округĕн пуçлăхĕ Олег Астахов саламланă. Вăл Кивĕ Уралка ялне малалла аталанма, ял çыннисене ырлăхпа сывлăх суннă. Çавăн пекех Олег Анатольевич вырăнти хастарсене Тав çырăвĕсем парса чысланă.

Хулари пултарулăх ушкăнĕсем, ялти пултаруллă çынсем хатĕрленĕ уяв концерчĕ хăйĕн илемĕпе, юрри-ташшипе, пуянлăхĕпе куракансене тыткăна илнĕ. Импровизациленĕ сцена çинчен юратнă юрăсем янăранă. Куракансем кашни номере тăвăллăн алă çупса йышăннă.  Пухăннă халăх артистсемпе пĕрле юрласа та ташласа савăннă. Уяв пурте пĕрле юрласа  картана тăнипе вĕçленнĕ.

Ял кунĕ уяв сĕтелĕсĕр мĕнле ирттĕр-ха? Йăлана кĕнĕ тăрăх, хăнасене килте пĕçернĕ апатсемпе сăйланă. Кашнийĕ тутлă сăй тутанса пăхма, ăшă та туслă лару-тăрура чунне уçса калаçса ларма пултарнă.

Асăннă уяв йăла-йĕркесем, çынсем тата вĕсем тăван çĕрне юратни чи хакли пулнине тепĕр хут аса илтернĕ. Шăпах çак пулăмсем кашнине тăван яла килсе çÿреме  хавхалантараççĕ те.

Кумертау хула окргуĕ, Кивĕ Уралка ялĕ.

Кивĕ Уралкăра Ял кунне паллă тунă
Кивĕ Уралкăра Ял кунне паллă тунă
Кивĕ Уралкăра Ял кунне паллă тунă
Кивĕ Уралкăра Ял кунне паллă тунă
Кивĕ Уралкăра Ял кунне паллă тунă
Кивĕ Уралкăра Ял кунне паллă тунă
Кивĕ Уралкăра Ял кунне паллă тунă
Кивĕ Уралкăра Ял кунне паллă тунă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас