

Ĕçлĕ çул çÿрев Виктор Николаевăн хресченпе фермер хуçалăхне çитсе курнинчен пуçланчĕ. Канашлăва хутшăнакансем фермерăн Эрехĕрри ялĕнчи склад пÿлĕмĕсене пăхса тухрĕç. Халĕ çĕр ĕçченĕсем пÿлмесене çĕнĕ тухăçпа тултараççĕ. Хăнасем килнĕ кун хресченпе фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсем тĕш тырă сортлатчĕç.
Кăçал фермер ытларах кĕрхи тулăпа урпа тата хĕвел çаврăнăшĕ акнă. Виктор Владимирович каласа панă тăрăх, 510 гектар йышăнакан урпана пухса кĕртес ĕç вĕçленсе пырать. Хĕвел çаврăнăшĕн лаптăкĕ 800 гектарпа танлашать, тухăçĕ вара савăнтарать. Çавăн пекех пĕр çаврăмран - 41 центнер кĕрхи тулă, пĕр гектартан вăтамран 30 центнер урпа пухса илнĕ.
Хуçалăхăн усă куракан çĕр лаптăкĕ 1800 гектарпа танлашать. Виктор Николаевăн ял хуçалăхĕнчи опычĕ самай пысăк – 1999 çултанпа. Çавăнпа та фермер мĕнле культурăсем акассине рынок ыйтнине тата нумай çулхи практикăна шута илсе суйласа илет. Машинăпа трактор паркĕ çулсерен çĕнелет, анчах кадр ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Фермер шухăшĕпе ял хуçалăх министерствин профильлĕ программисем асăннă отрасле çамрăксене явăçтарма пулăшнă пулĕччĕç.
Канашлăва хутшăнакансем Виктор Владимировичăн тăван Уйăлка ялĕнче вырнаçнă техникăна та хак пачĕç. Кунта паянхи саманана тивĕçтерекен машинăсемпе чăн-чăн «музей экспоначĕсем» çума-çумăн вырнаçнă. Сăмахран, 70-мĕш çулсенче туса кăларнă Т-70 трактор халĕ те йĕркеллĕ ĕçлет, пахчасем сухалама юрăхлă. Техникăна типтерлĕ упрас тĕллевпе иртнĕ çулхине 1,7 млн тенкĕлĕх пысăк лупас хăпартнă. Хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи палăртнă тăрăх, хĕрÿ тапхăрта техника та, çынсем те хатĕр.
Малалли çул «Кульчугум» спортпа сывлăха çирĕплетмелли база енне выртрĕ. Кунта «Полиглот» аталану смени вĕçленнĕ. База директорĕ Ильмира Арсланова хăнасене вĕренÿпе туризм сменисене йĕркелесси çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.
Çакăн хыççăн делегаци Енкрел ялĕнче вырнаçнă Зубаир Гаджиевăн лаша фермине çитрĕ. Фермер туса илекен кăмăс чаплă конкурссенче пĕрре мар çĕнтернĕ, анчах вăл тунă çитĕнÿсем çинче чарăнса тăрасшăн мар. Малашлăхри планра – лактозăсăр кăмăс тата типĕ кĕвелĕкрен (закваска) ĕçме туса илесси. Халĕ хуçалăх кунне 1500 литр сиплĕ шĕвек хатĕрлет. Производство калăпăшне ÿстерес тесен логистикăна çĕнетмелле.
Зубаир Алиевичăн цехĕпе çумăн тата тепĕр юхăм – кĕркке ĕрчетесси – аталанать. Пĕчĕк пулăсене тытмалли хатĕрсем пурри яваплăх туйăмĕ пысăк пулнине çирĕплетет.
Канашлăва хутшăнакансем Эрехĕрри ялĕнчи Оганисян çемйин «Сыр картишĕнче» те пулчĕç, продукцие тутанса пăхрĕç. Кунта хăймапа çу, сулугунипе брынза тата çивĕтлĕ сыр туса кăлараççĕ. Продукци пысăк пахалăхлă пулнине конкурссенче çĕнсе илнĕ дипломсем çирĕплетеççĕ. Марета Карапетовна производство ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, кунсерен виçĕ тонна яхăн сĕтрен продукци туса илнине, 180 килограмм сыр хатĕрленине палăртрĕ. Чĕр тавара уйрăм çынсенчен, Рятамак ялĕнче пурăнакансенчен туяннине пĕлтерчĕ.
Çавăн пекех ял хутлăхĕнче ытти усламçăсем те хастар аталанаççĕ: В.И. Андреев тата С.А. Ильясов (çĕр ĕçĕ), В.Н. Васильев (выльăх-чĕрлĕх), Н.А. Тонких (хурт-хăмăр), Р.А. Васильева (суту-илÿ).
Ял хутлăхĕнчи вĕренÿ процесĕ Эрехĕрри шкулĕнче иртет. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче парта хушшинче 35 ача ларĕ, вĕсенчен улттăшĕ – пĕрремĕш класс ачисем. Вырăнти нумай функциллĕ клубра тата вулавăшра, Енкрелти культура çуртĕнче культура пурнăçĕ вĕресе тăрать. Ял çыннисем Ирина Корниловапа Алена Дмитриева культура ĕçченĕсен ĕçне тивĕçлĕ хак параççĕ.
Кунта çынсен сывлăхне те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Тăватă ялтан виççĕшĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсем ĕçлеççĕ. Эрехĕррипе Уйăлка çыннисен сывлăхне Ирина Васильевапа Ирина Корнилова тимлеççĕ, Енкрелте Лилия Избастиева çамрăк специалист ĕçлет. Яваплă фельдшерсем хăйсен ĕçне чунтан парăннă, пациентсен хисепне тивĕçнĕ.
Эрехĕррисем хăйсен пĕчĕк Тăван çĕршывĕн историне типтерлĕн упраççĕ. Канашлăва хутшăнакансем валли Вознесенский çăлкуçĕпе часавайĕ патне экскурси те йĕркеленĕччĕ. Çак сăваплă вырăн район тулашĕнче те паллă. Кунта час-часах кÿршĕ хуласемпе районсенчен хăнасем килсе çÿреççĕ. Часавай вырнаçнă территоринче тирпей-илем хуçаланать. Сăваплă çуртăн историйĕпе Ирина Корнилова культорганизатор паллаштарчĕ.
Канашлăвăн пленарлă пайĕнче район администрацийĕн представителĕсем – Равиль Арслановпа Айдар Музафаров, Лариса Шайдуллинапа Ирина Рахматуллина, çавăн пекех вырăнти суйлав комиссийĕн председателĕ Лилия Салимова тата ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Зарянова – ял çыннисемпе территорие аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Районти улшăнусем вырăнти шайра та сисĕнеççĕ. Çапла кăçал Эрехĕрри – Енкрел çулăн 3,1 çухрăмне юсанă. Ял хутлăхне кĕрекен мĕнпур яла та пысăк хăвăртлăхлă интернетпа тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне Енкрелте çитес вăхăтра мобильлĕ интернет пулĕ. Асăннă ял федераллă онлайн-сасăлавра мала тухнă, çыхăну йĕркелес енĕпе ĕçсене пуçланă.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ.