

Çак кунсенче йĕкенпуçсем ял 230 çул тултарнине паллă турĕç. Юбилее халалласа пуçару ушкăнĕ (ертÿçи – Николай Филиппов) çине тăнипе тата район администрацийĕ пулăшнипе ял варринче «Ăрусене асра тытса» асăну комплексĕ уçрĕç. Малашне пысăках мар лапам çинче йĕркеленĕ кĕтес килен-каяна иртнине аса илме хистĕ, çавăн пекех ялăн тĕп урамне илем кÿнипе пĕрле сăваплă вырăна çаврăнĕ. Палăк уçнă çĕрте сумлă хăнасем те йышлă пулчĕç.
– Патриотизм туйăмĕсем пĕчĕк Тăван çĕршывран пуçланаççĕ. Çак палăка лартни вăл яла илем кÿнипе пĕрле, ăрусен çыхăнăвне туйма май парĕ, – терĕ район администраци пуçлăхĕ Азат Ишемгулов савăнăçлă церемоние пухăннă çынсене саламланă май. Çавăн пекех вăл Николай Филиппов, Александр Васильев, Евгений Иванов ял хастарĕсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.
Уява пухăннă çынсен умĕнче район администраци пуçлăхĕн строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Ринат Юлгутлин, Петровски ял Канаш администраци пуçлăхĕ Александр Летунов, пуçару ушкăнĕн ертÿçи Николай Филиппов, педагогика ĕçĕн ветеранĕ Вера Гаврилова тата çак йĕркесен авторĕ сăмах каларĕç. Вадим Андреев таврапĕлÿçĕ ял историйĕпе паллаштарчĕ. Мероприятие юрă-кĕвĕпе илем кÿрекенсем вырăнти «Илем» фольклор ушкăнĕн хастарĕсем Вера Филиппова, Людмила Васильева, Елена Васильева, Галина Васильева тата ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Валентин Николаев юрăç пулчĕç.
Асăну комплексĕ музей лапамне аса илтерет. Кунта пырса кĕнĕ чухне йĕри-тавра карталанă хÿмен чăваш тĕрриллĕ алăкне уçса пĕрремĕш утăм тăватăн. Умра виçĕ ураллă тĕрев (тренога) тăрать, ун çине самай пысăк хуран çакса хунă. Юнашарах лашана тăварнă хыççăн лав лартса хунă. Палăк патне утнă май икĕ енĕпе асăну хăмисем вырнаçтарнă. Сулахайри çинче йĕркесене чăвашла çырнă пулсан, сылтăмра – вырăсла. Унпа вулакансене те паллаштарма кăмăл пур.
«Палăка Васильевка (Йĕкенпуç) ялне малтан куçса килнĕ тата никĕсленĕ çынсене тав туса лартнă.
Хаклă ăрусем! Ку палăк сире пирĕн аслă ăрусен мăнаçлăхĕ çинчен, вĕсен çак çĕр çинче пурнăç тунă чухнехи пултарулăхĕ, хастар ĕçĕпе паттăрлăхĕ çинчен аса илтерсе тăтăр. Ку вăл пирĕн историе асра тытни тата паянхи ырлăха епле çĕнсе илнин пĕлтерĕшне хисеп туни пулĕ.
Васильевка ялĕ пирки пĕрремĕш хут çырнине 1796-1999-мĕш çулсенче тÿлев кĕнекинче (56-мĕш номерлĕ ĕç) асăрханă. Васильевка ялне Ĕпхÿ кĕпĕрнин Ĕпхÿ уесĕнче вырнаçнă Хăмăшлă ялĕнчен куçса килнĕ çынсем никĕсленĕ. Куçасси ытти çулсенче те пынă. Хресченсен категорийĕ: патшалăх хресченĕсем.
Ял ячĕ мĕнле пулса кайнине калакан халап тăрăх, малтан куçса килнĕ пилĕк çын шăпа янă та шăпа Василий ятлă çемье пуçне тухнă. Çак майпа Кăнтăр Урал ум тăвĕсем хушшипе юхакан Йĕкен шывĕ хĕрринче Васильевка ятлă чăваш ялĕ пуçланать. Ăна йĕкен тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем Йĕкенпуç ят панă».
Юбилей уявĕн кульминацийĕ вăхăт капсулине палăк айне вырнаçтарнипе тÿр килчĕ. Çак сумлă ĕçе тума Вера Гаврилова, Николай Филиппов, Виктор Семенов тивĕç пулчĕç. Капсула ăшне ватă çынсем каласа панă аса илÿсене, ачасемпе аслă ăру çыннисен çырăвĕсене вырнаçтарнă. Çак çырусем пурăна киле паянхипе ыранхи ăрусене çыхăнтаракан кĕпер вырăнне пулĕç. Капсулăна тепĕр 50 çултан тин уçма палăртаççĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ.
Ытларах сăн ÿкерчĕксем - https://vk.ru/ursassi?z=album-133204963_314531404