Урал сасси
+2 °С
Облачно
Ял пурнăçĕ
3 Октября , 10:00

Пăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕ

Сентябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнчи ача сачĕн алăкĕсем çĕнĕрен уçăлчĕç. Тĕпрен юсанă хыççăн вăл анлă та хăтлă курăнать, çутă та ăшă тĕссем куçа илĕртеççĕ.

title
Пăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕПăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕ
Пăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕ

Ача сачĕн чÿречисене, тăррине улăштарнă, мал енне çĕнетнĕ, ăшне тĕпрен юсанă. Унсăр пуçне çурт çумĕнчи территорине асфальт сарма пысăк укçа уйăрнă, резина сийлĕ ача-пăча вылямалли лаптăк тунă. Кухня оборудованине, пир-авăра пĕтĕмпех çĕннипе улăштарнă, сĕтел-пукана та çĕнетнĕ. Вĕрентÿ процесне кирлĕ шайра йĕркелеме оргтехника, тĕрлĕ сĕтел çи тата ăс-тăна аталантармалли вăйăсем туяннă.
Ырă кăмăллă спонсорсем пулăшнипе ача сачĕ юмахри çурта аса илтерет. Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Семенов уçрĕ. Вăл хăнасене, мероприятие килнисене саламларĕ, ача садне юсаса çĕнетме нумай вăй-хал, укçа-тенкĕ хывнă спонсорсене, «Башнефть» компание тав турĕ, ку çитĕнекен ăрушăн хывнă пысăк тÿпе пулнине палăртрĕ. Унсăр пуçне подрядчиксене, ĕçченсене, ашшĕ-амăшĕсене тав турĕ.
Пĕлтерĕшлĕ пулăма ял çыннисемпе пĕрле пайлама «Башнефть» ПАО АНК тĕп директорĕ Тимофей Стрельцов, тĕп директорăн çумĕ, «Башнефть» АНК аппаратăн ертÿçи Вячеслав Крепиков, «Башнефть» компанин власть органĕсемпе çыхăнса ĕçлекен департамент директорĕ, ПР Патшалăх Пухăвĕн – Курултайĕн тăваттăмĕш созывĕн депутачĕ Рушан Саитов, тулли социаллă тĕллевлĕ программăсен директорĕ Аскар Нугуманов, республикăри Çут ĕç министерствин пĕтĕмĕшле вĕрентÿ сферинчи патшалăх политикин управленийĕн шкулчченхи вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Алина Галина, Административлă çуртсене тытса тăракан патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕн çумĕ Владимир Игнатьев, «Нур Элитстрой» ООО тĕп директорĕ Мухтар Таймасханов килсе çитрĕç. «Башнефть» ПАО АНК тĕп директорĕ Тимофей Стрельцова тата «Нур Элитстрой» ООО ертÿçине Мухтар Таймасханова Пишпÿлек район администрацийĕн Тав çырăвĕсемпе наградăларĕç.
Хăнасем ял çыннисене илемлĕ пулăмпа саламларĕç. Вячеслав Клепиков «Башнефть» компанипе Пишпÿлек районне пĕр пек шухăшсемпе тĕллевсем çыхăнтарнине палăртрĕ.
– Пур проект та «Башнефть компанин пысăк ырă кăмăллăх программипе килĕшÿллĕн пурнăçланать. Асăннă программа Пушкăртстан Республикипе «Роснефть» компанин килĕшĕвĕпе пурнăçа кĕрет. Республикипех вуншар спорт, вĕренÿ, медицина тата ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем хăпартатпăр. Пăслăк ялĕнче ача садне уçни – Пушкăртстанра пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатас енĕпе тунă анлă ĕçĕн пĕр пайĕ. Çак объект çĕршывăн патриочĕсем пулса çитĕнекен ăрушăн чăн-чăн сăпка пуласса шанатăп, – палăртрĕ вăл.
Çĕнетнĕ обьекта уçас умĕн хăйăва касма Александр Семенова тата Вячеслав Клепикова ирĕк пачĕç.
Çак пулăмшăн ытларах ашшĕ-амăшĕ савăнчĕ. Вĕсен шанăçĕ тÿрре тухрĕ. Çĕнетнĕ хăтлă ача сачĕ хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Пилĕк çулхи Эльнар ятлă арçын ачан амăшĕ Регина Афлятонова ача сачĕ питĕ илемлĕ, кухня питĕ лайăх пулнине, кунта ырă кăмăллă воспитательсем ĕçленине каларĕ.
– Тавтапуç строительсене çакăн пек илемлĕ ача сачĕшĕн. Паллах, пире пулăшнă ертÿçĕсене. Юсав хыççăн пирĕн ача сачĕ çутă, ăшă, хăтлă пулса тăчĕ. Ача сачĕ вăл – пирĕн иккĕмĕш кил. Çак çуртра яланах савăнăçлă пултăр! – терĕ виçĕ ача амăшĕ Дарья Никифорова.
Мероприятие Культура керменĕн ушкăнĕсем тата «Хĕвел» ача сачĕн воспитанникĕсем хатĕрленĕ кĕвĕ номерĕсем илем кÿчĕç. «Хĕвелте» ача-пăча ытларах пултăр. Вăй-хăват, хавхалану тата чăтăмлăх телейлĕ ачасене ÿстерме пулăшчăр.
Зульфида МУЛЛАГАЛЕЕВА.
Пишпÿлек районĕ,
Пăслăк ялĕ.

Пăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕ
Пăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕ
Пăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕ
Пăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕ
Пăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕ
Пăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕ
Пăслăкри «Хĕвелте» çĕнĕ те хавас пурнăç пуçланчĕ
Автор:Надежда Родионова