Урал сасси
+12 °С
Облачно
Ял пурнăçĕ
15 Октября , 06:00

Халăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕ

Давлекан районĕнчи Канчăлав ялĕнче наци тумĕсемпе юрă-кĕвĕ йăли-йĕркисем ăруран-ăрăва куçаççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Халăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕХалăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕ
Халăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕ

Кадыргулово ял Канашне кĕрекен Канчăлав – пысăк та илемлĕ ял. Кунта туслă та тараватлă, пултаруллă халăх пурăнать. Истори справкисем тăрăх, яла XVIII ĕмĕр вĕçĕнче (ытти даннăйсем тăрăх 1810 çулта) Пелепей уесĕнчи Чуюнчă-Николаевка ялĕнче пурăнакансем пуçарса янă. 1865 çулта 26 килĕре 124 çын пурăннă. Çынсем ытларах çĕр ĕçĕ тунă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ.
2026 çулхи кăтартусем тăрăх халăх шучĕ 420 çынпа танлашать. Вĕсенчен 97 проценчĕ – чăвашсем.
Кунта пурăнакансем хăйсен наци йăли-йĕркисене питĕ типтерлĕн упраççĕ. Вырăнти культура çуртĕнче пĕрремĕш çул çеç мар «Мерчен» юрă ушкăнĕ ĕçлет. Унăн репертуарĕнче хальхи кĕвĕсемпе юрăсем те, авалхисем те пур. Ансамбль йышĕнче ултă хĕрарăм: Наталья Калмыковапа Наталья Иванова, Лидия Прокопьевапа Вера Петрова, Людмила Кузьмина тата ушкăн ертÿçи, вырăнти культура çурчĕн заведующийĕ Ольга Акпасова. Ку – малтанхи юрăçăсем вырăнне килнĕ çамрăкрах йыш, вĕсем те авалхи йăласене малалла тăсаççĕ.
– Маларах ансамбль йышĕ пĕрмай улшăнатчĕ. Хăшĕ килетчĕ, хăшĕ каятчĕ, – тет Ольга Акпасова. – Халĕ ушкăн йĕркеленчĕ, юрласа туслашрĕ. Кашни пысăк мероприяти тĕлне эпир икĕ-виçĕ çĕнĕ юрă вĕренетпĕр. Пурĕ пирĕн репертуарта вăтăр ытла чăваш тата вырăс юрри. Эпир ытларах савăнăçлă юрăсене шăрантарма кăмăллатпăр. Хамăр хаваслă çынсем пулнипе пирĕн юрăсенчен итлекенсен кăмăлĕсем çĕкленччĕр тетпĕр.
Сцена çине чăваш тумĕсемпе тухатпăр. Пирĕн çĕннисем те, асанне-кукамайсемпе аннесем тăхăннисем те пур. Кашнинех çавăн йышши икшер-виçшер тум. Вĕсем çĕннисем пекех капăр мар, анчах та чăн-чăн наци сĕмĕллĕ. Авалхи тумсене килте тĕртсе тунă хулăн пиртен çĕленĕ. Вĕсем питĕ çирĕп, тем чуль тăхăнсан та çĕтĕлмелле мар. Тĕп тĕсĕ – хĕрлĕ, ÿкерчĕкĕсем вĕтĕ. Ытларах чухне куçа курăнман тĕссĕр тăваткалсем, çÿхе йĕрсем. Пĕтĕмĕшле пăхсан, сăпайлă уяв тумĕ. Вĕсем – ял хĕрарăмĕсен кĕписем, çавăнпа çакăн йышши тумсене сăпайлă илемлетнĕ: хăюсем, тĕрленĕ эрешсем. Халĕ хуçисем авалхи кĕпесене чĕнтĕрсемпе, тĕрлĕ тĕслĕ атлас хăюсемпе илемлетеççĕ. Тен, вăхăт иртнĕçемĕн вĕсен хĕрĕсемпе мăнукĕсем çак япаласене алла илнĕ май, çак хăйăва пирĕн анне, асанне çĕленĕ тейĕç. Çакăн пек упранать те пирĕн астăвăм, наци йăли-йĕрки.

Ялăн чĕрĕ аса илĕвĕ

Валентина Наумова Канчăлав ялĕнче çуралса ÿснĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура, хăй вăхăтĕнче вырăнти культура çуртĕнче ĕçленĕ. Ял çыннисем ăна шÿтлесе «пирĕн энциклопеди» теççĕ. Вăл ялăн чĕрĕ аса илĕвĕ. Унсăр пуçне хĕрарăм авалхи юрăсене те нумай пĕлет.
– Хамăр тăвансене сакăр-тăхăр тата та ытларах ăру таран пĕлмелле, çакă пирĕн тĕп йăласенчен пĕри пулса тăрать, – тет вăл. – Эпĕ ача чухне темпе те кăсăкланаттăм. Кукамайран хăйĕн ăрăвĕ, ял çыннисен йăх тымарĕсем пирки ыйтса пĕлеттĕм. Мана ку тема халĕ те кăсăклантарать.
Эпĕ ялĕпех кам кама тата мĕнле тăван пулнине калама пултаратăп. Клубра ĕçлеме пуçласан шăпах йăх-несĕл йывăççине хатĕрлесси йăлана кĕчĕ. Çав вăхăтра хамăр ял çыннисемсĕр пуçне тата темиçе йăх-несĕл йывăççи турăм. Манăн кукамай, Нина Максимовна Яковлева, чăваш халăх юррисене нумай пĕлнĕ. Вĕсене килте те, хăнара та юрланă. Юррисене вăл çырса хуман, пурне те пăхмасар пĕлнĕ. Ман шутпа, çак юрăсем ăруран ăрăва куçса пынă. Кукамай вăрăм ĕмĕрлĕ пулнăшăн савăнатăп. Унран нумай юрă çырса илсе вĕренме ĕлкĕртĕм. Вĕсем пурнăçри пур пулăм валли те пулнă: туй, ĕçкĕ-çикĕ, уяв, календарь йăли-йĕркисем, ĕçпе тата килти пурнăçпа çыхăннисем.
Кукамай ĕмĕр тăршшĕпех колхозра ĕçленĕ. Вĕсем мăшăрĕпе сакăр çул кăна пурăнса ĕлкĕрнĕ. Кукаçи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хыпарсăр çухалнă. Кукамай ачисене, икĕ хĕрĕпе упăшкин шăллĕне, пĕчченех ура çине тăратнă, икĕ ывăлĕ пĕчĕк чухнех вилнĕ. Паллах, питĕ йывăр пулнă, пурнăçра вĕсене юрă пулăшнă тесе шутлатăп.
Анне, Матрена Ивановна Петрова, хĕрĕх çула яхăн клуб заведующийĕнче вăй хунă, республикăри «Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Вăл та авалхи юрăсене нумай пĕлнĕ, мана та вĕсене вĕрентнĕ. Чăвашсем çăкăра, хăйсен тăван тăрăхне, çут çанталăка, тăванĕсене хисепленĕ. Çавăнпа та юррисем те ытларах вĕсене халалланисем пулнă. Эпĕ халăх юррисене юрататăп. Юрăри йĕркесене пурнăçран илнĕ, кĕввисем питĕ илемлĕ. Халĕ сахал юрлатăп, ывăлшăн пăшăрханатăп, вăл ятарлă çар операцинче, – каласа парать хĕрарăм.
Пĕлтĕрхи çуркуннеренпе Валентина Григорьевна ялти ытти хĕрарăмсемпе пĕрле вырăнти клуба маскировка сечĕсем çыхма çÿрет, гуманитари пулăшăвĕ пухать. Давлеканти волонтерсен штабĕ, выранти чиркÿ отпуска килнисем урлă ялти салтаксем валли малти рете гуманитари пулăшăвĕ ăсатаççĕ.

Ял вăйĕпе

Ялти клуб кивĕ, анчах канчăлавсене вăл хăй патне туртать. Нумаях пулмасть шалти пÿлĕмне юсанă. Ун валли пĕтĕм тĕнчипех укçа (400 пин тенкĕ) пухнă, материал туяннă, ялти ăстасене чĕннĕ. Евгений Григорьев староста ертсе пынипе Ананий Леонтьев, Владимир Иванов, Андрей Михайлов, Евгений Иванов бригади пур ĕçе те хăвăрт та пахалăхлă пурнăçланă. Маччине, стенисене улăштарнă, çĕнĕ урай сарнă, сценине юсанă. Евгений Яковлев, Сергей Калмыков тата Артем Шакиров çутă таврашне тÿлевсĕрех çĕнетсе панă. Вĕсем Ĕпхÿре пурăнаççĕ пулин те ентешĕсене пулăшма вăхăт тупнă. Сцена çинчи гардинăсене çакма Василий Михайлов пулăшнă. Çемçе пукансене районти культура çурчĕ уйăрса панă. Кунта, клубра, уяв мероприятийĕсем, концертсемпе пухусем, çамрăксемпе ачасем валли уяв каçĕсем иртеççĕ. Юсав хыççăн клуб илемлĕ те хăтлă пулса тăнă.
Çавăн пекех канчăлавсем апостолпа тан Владимир кнеç ячĕллĕ чиркÿ хăпартма та укçа пуçтарнă. Çак ялтан тухнисем те айккинче юлман, пархатарлă ĕç валли укçа шеллемен. Хĕрлĕ кирпĕчрен хăпартса ылтăн купол лартнă чиркÿ таçтанах илемлĕн курăнса ларать. Картишĕ те тирпейлĕ. Унта Петр атте служба ирттерет. Вăл та Канчăлав ялĕнчен.
Кăçалхи çуркунне канчăлавсем тата тепĕр ырă ĕç тума пĕрлешнĕ: чиркÿ, вырăнти масар йĕри-тавра тата хурăн кати таврашĕнче йывăçсем лартнă. Вĕсем пур çыншăн та пĕлтерĕшлĕ вырăнсем. Хыр хунавĕсем туянма 40 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Май уйăхĕн пĕрремĕшĕнче вара субботнике харăссăн тухнă та çĕр ытла çамрăк йывăç лартнă.

Галина БУРДИЛЕВА.
Давлекан районĕ, Канчăлав ялĕ.

Халăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕ
Халăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕ
Халăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕ
Халăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕ
Халăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕ
Халăх пултарулăхĕн ахах-мерченĕ
Автор:Надежда Родионова