Пур хыпар та
Ял ăстисем
1 Апрелӗн 2020, 13:06

Çын ăста пулни питĕ лайăх, хăй пĕлнине ыттисене вĕрентни тата та лайăхрах

Авалхи Хушăлка ялĕнче ылтăн алăллă çынсем сахал мар пурăнаççĕ. Ăстасем хăйсен ĕçĕсене хаваспах ялти, районти культура çурчĕн куравĕсене тăратаççĕ. Шăрçапа тĕрлеме те, хĕресле тĕрĕ тума та, карçинкка авма та, калайран танк туса лартма та, лампа ăсталама та, çăм атă пусма та пултараççĕ.

Вĕсенчен пĕри – Юлия Дмитриева ăлă ĕç ăсти. Хĕрарăм хăйĕн ĕçĕсене хаваспах çывăх çыннисене, тăванĕсене парнелет. Вăл тĕрленĕ саппунсене ялти фольклор ушкăнĕн кашни хастарĕ çинче курма пулать, сĕтел çивиттийĕ (ăна вăл ялти культура çуртне парнеленĕ) культура çуртĕнчи «Асанне çуртĕнче» текен выставкăна илем кÿрет. Тĕрлес туртăм унра саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех, икĕ эрнелĕх каникул вăхăтĕнче, пуçланнă. Вăл вăхăтра ялсенче улахсем ирттернĕ. Вĕсенче юрă юрланă, алă ĕçĕсем тунă. Пĕр каç хĕр ача асламăшĕ патне хăнана кайнă. Унта шăпах хĕрарăмсем ал ĕç тума пуçтарăннă пулнă. Юльăна уйрăмах Галина Иванова ăстаçăн ĕçĕ кăмăла кайнă, шăпах çакă ăна тĕрлеме хавхалантарнă. Хĕр ачан пĕрремĕш ĕçĕ – пит шăлли тата çекĕлпе çыхнă чÿрече карри. Алă ăсти ĕмĕрĕ тăршшĕпех совхозра тăрăшнă. Вырăнти фермăра ĕне сăваканскер çулла кăвак çутăлла, хĕлле тĕттĕмле ĕçе тухса кайнă. Ачисемпе кил хуçалăхри ĕçĕсем вăхăта сахал мар илнĕ. Çавăнпа та юратнă ĕçпе вăрах ларма майĕ та пулман. Тивĕçлĕ канăва тухсан çеç хăй пурнăçне тĕрре халаллама пултарнă. Унăн чун киленĕçне мăшăрĕ те, ачисем те ырласа йышăнни илемлĕх тĕнчи тума тата та ытларах хавхалантарать. Юлия Дмитриеван ĕçĕсене тĕрлĕ выставкăсенче курма пулать. Пултаруллă ал ĕç ăстине Пушкăртстанри спутник телевиденийĕ «Асанне арчи» кăларăм валли ÿкерсе кайнă.
Хушăлкари алă ĕç ăстисен йышĕнчи тепĕр пултаруллă хĕрарăм – Ирина Петровна Андреева. Ялти культура çуртĕнче ĕçленĕ вăхăтра Ирина Петровна пысăк уявсем тĕлне час-часах ал ĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Çавăн хыççăн хăйĕн те тĕрлес кăмăл çуралнă. Ку вăхăт тĕлне вăл çекĕлпе тата йĕпсемпе çыхма пĕлнĕ. «Кăвакарчăнсем тата чĕкеçсем» картинăна Наталья хĕрĕпе хатĕрленĕ. Хăй вăхăтĕнче Ирина Петровна ялти культура çуртĕнче «Асамлă çыхмалли йĕпсем» кружок илсе пынă.
- Тĕрлесси, çыхасси тата чечек ĕрчетесси чуна лăпкăлăх туйăмĕ парнелеççĕ. Мăшăрăм, Николай, манăн киленĕве ырласа йышăнни те питĕ пĕлтерĕшлĕ, - тет Ирина Петровна.
Тăван совхозра 32 çул ытла вăй хунă Лидия Тефтерева – ĕç ветеранĕ тата нумай ача амăшĕ. Апла пулсан та вăл чун киленĕçĕ валли вăхăт тупнă. Илем тĕнчи патне туртăнасси ача чухнех, кÿршĕ хĕрарăмĕ патĕнче яка тĕрĕпе (гладь) тĕрленĕ «Хĕрлĕ пилеш» панно курсан пуçланнă. Хĕрлĕ пилеш пĕчĕк Лида чĕринче ĕмĕр асра юлмалли туйăм хăварнă. Хĕр ачан малтанхи ĕçĕсенчен пĕри – тĕрленĕ Винни-Пух. Унăн ÿкерчĕкне кÿршĕре пурăнакан художник туса панă. Ун хыççăн Лида ал шăллисем, минтер пичĕсем тĕрленĕ. Амăшĕ хĕрĕх çул тултарнă тĕле тĕрĕллĕ саппун хатĕрленĕ . Ку ĕç ыттисенчен уйрăларах тăнă. Çакă ахаль парне çеç мар, чи хаклă çынна парне тунипе çыхăннă пулĕ. Качча тухнă чухне хĕр «Кăвакарчăнсем» панно ăсталанă. Вăтăр çул каялла Тефтеревсен пÿрчĕ çунса кайман пулсан унăн ĕçĕсем тата та ытларах пулĕччĕç.
Пултаруллă амăшĕн ачисем те пултаруллă. Анатолий ывăлне ялта «пирĕн Кулибин» тесе чĕнеççĕ. Вăл йывăçран тĕрлĕ япаласем тăвас, техника пухса хатĕрлес енĕпе ăста. Анатолий пуçтаракан мини-тракторсене ялта кăмăлласа туянаççĕ. Ольга хĕрĕ – парикмахер. Ун патĕнчен çын татăлма пĕлмест. Раиса хĕрĕ - амăшĕн киленĕвне малалла тăсаканĕ.
Анатолий Андреевич Петров карçинкка авать. Вăрах вăхăт ялти культура çурчĕн директорĕ, киномеханик, совхозра тракторист пулса ĕçленĕ. Вăл – ял хастарĕ, хăй вăхăтĕнче пĕр спорт мероприятийĕнчен те юлман. Тивĕçлĕ канура пулнă май хурт-хăмăр ĕрчетет, хăва тураттисенчен карçинккасем авать. Унăн киленĕвне мăшăрĕ ăнланса йышăнать, мĕншĕн тесен хăй те алă ĕç ăсти .
Александр Геннадьевич Николаевăн киленĕвĕ – сайра тĕл пулакан, нумай çул иртсен те манăçа тухман ремесласенчен пĕри. Çăм атă (Хушăлкара вĕсене пăйма теççĕ, - ред.) пусма уйрăмах пысăк ăсталăх кирлĕ. Çак ĕçе ăна Тăван çĕршывăн аслă вăрçин ветеранĕ, ĕçчен çын Квинтильян Сергеевич Николаев вĕрентнĕ. «Питĕ лайăх эсĕ вĕренме килни. Эпĕ пурнăçран уйрăлса кайăп, эсĕ вара манăн ĕçе малалла тăсăн, - тесе хăй ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарнă. Квинитьян Сергеевич кĕçĕн юлташне кирлĕ ĕç хатĕрĕсене те панă. Çитменннисене Александр хăй ăсталанă. Тĕрлĕ йышши пăйма пусать А. Николаев. Пĕчĕккисем валли те, арçынсемпе хĕрарăмсем валли те. Ытларах ачасем валли юратать. Александр Николаев шутланă тăрăх, ĕçе мĕнле кăмăлпа тытăнатăн, пăйми те çавăн пек пулать. Çак ĕçре ăна 29 çул пĕрле пурăнакан мăшăрĕ, ачисем пулăшаççĕ.
Кашни ял хăйĕн тимĕрçипе мăнаçланать. Пирĕн ялти хисеплĕ тимĕрçĕ – Александр Владимирович Тимофеев. Тивĕçлĕ канура пулсан та вăл хăйĕн юратнă ĕçне пăрахмасть.
- Тимĕртен чечек ăсталасси йывăр-им? – йăл кулса калаçать ăста.
МТМ урамĕпе иртекен кашни çынах Тимофеевсен килĕ умĕнче, питĕ васкать пулсан та, уттине чакарать. Тимофеевсен кил-çурчĕ пĕлсе илемлетнипе уйрăлса тăрать. Тĕрлĕ тĕслĕ чечексемпе илĕртекен клумбăсемпе (вĕсене кил хуçи хĕрарăмĕ Надежда Пантелеевна çĕнетсех тăрать, - авт.) Александр Владимирович авса тунă тимĕр эрешсем тĕлĕнмелле килĕшсе тăраççĕ, вĕсем çине пăхнăçем пăхас килет.
Алексей Владимирович Васильев пирĕн ялтан мар пулсан та тахçанах хамăр çын пулса тăнă. Шкул вĕрентекенĕ, чунĕнче мастер-конструктор, 25 çул хушшинче пĕр кăларăма çеç мар йывăçпа тимĕртен тĕрлĕ япала ăсталама, ÿкерме, илеме курма вĕрентмен-ши?
Çавăн пек çынсем пурăнаççĕ пирĕн ялта. Вĕсем пуррипе ял тата та илемленсе пырать.
Альбина ВАСИЛЬЕВА (СЕМЕНОВА).
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.