Пур хыпар та
Ял уявĕ
20 Ноябрӗн 2019, 14:32

Тен, малашне çыравçă ялĕнче историпе культура центрĕ те пулĕ?

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Мелеспуç ялĕнчи аваллăхпа паянхи куна çыхăнтаракан Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла музей ĕçлеме пуçланăранпа кăçалхи ноябрь уйăхĕнче 10 çул çитрĕ. Çак юбилейлă пулăма тата Ф.Н. Вуколовăн çуралнă кунне халалласа музей канашĕ (ертÿçи М.А. Николаева) тата ялти культурăпа кану çуртĕнчи «Чашлама» вокал ушкăн хастарĕсем (ертÿçи – А.А. Еремеева) чаплă уяв каçĕ ирттерчĕç.

Уяв программипе килĕшÿллĕн чи малтан чиркÿ старости Николай Ивановпа Надеждино ялĕнчи тĕн пĕрлĕхĕн хастарĕ Марина Еремина музейпе юнашарах вырнаçнă чиркÿре Вуколовсен çемйине асăнса кĕлĕ ирттерчĕç. Кĕлĕ хыççăн музей председателĕ Марина Николаева пуçтарăннисене аваллăх çуртне иртме сĕнчĕ. Музейра курмалли, тĕлĕнмелли япала сахал мар. Шел, çутăпа ăшă çеç çитмест. Асăннă çăмăллăхсемпе усă курма вара укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Укçа-тенкĕпе çыхăнман организацийĕн ăна ăçтан тупмалла-ха? Йывăрлăхсем пур пулин те алă усмасть Марина Алексеевна, вăхăт иртнĕçемĕн ялта историпе культура центрĕ пуласса çирĕп ĕненет. Ырă çынсем пулăшнипе, ав, музей çуртне тимĕрпе çавăрнă, шыв кĕртнĕ. Экспонатсем пуçтарас, архивсенче пулса ял историйĕпе, унăн çыннисемпе çыхăннă материалсем пухас ĕç те малаллах пырать. Музейри пур пек документсемпе усă курса 2017 çулта ял, музей историне сăнласа паракан «Вехи истории» ятлă кĕнеке те кăларма мехел çитернĕ. Рудольф Павлов çыравçă, вăлах музей канашĕн председателĕ, пĕлтернĕ тăрăх, çывăх вăхăтра Ф.Н. Вуколов-Эрликĕн «Кăвак хуппи» ятлă историллĕ романĕ кун çути курĕ. Рудольф Матвеевич ăна хăй редакцилесе пичете хатĕрленĕ. Кĕнеке кăларма укçи çеç кирлĕ. Халĕ çак ĕçе пурнăçа кĕртме спонсорсем шыраççĕ.
Марина Еремина пианинăпа каласа Ф.Н. Вуколовăн юррине юрлани экскурси сĕмне тата та вăйлăлатрĕ: куç умне Хĕлип пичче хăй те, Мелеспуç урамĕпе сад пахчинче ÿсекен пан улмисем те тухса тăчĕç.
Мероприятийĕн иккĕмĕш пайĕ ялти культура çуртĕнче иртрĕ. Уяв концертне Алена Еремеева ертсе пычĕ. «Чашлама» ушкăнăн, Ăхпуçĕнчи пултарулăх ăстисен сăвви-юррисем чĕннĕ хăнасем сăмах каланипе, Филипп Николаевичăн биографийĕпе паллаштарнипе ылмашăнса пычĕç. Чашламасен репертуарĕнче халăх тата Филипп Николаевичăн юррисем пулни кăмăла çĕклерĕ. Апла пулсан вĕсем те Хĕлип пиччен еткерне упракансем ĕнтĕ. Сăмах калакансем шутĕнче Пишпÿлекри таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн хастарĕсем, Рудольф Павлов çыравçă, ПР чăвашсен Канашĕн председателĕ Людмила Мурманская, Çирĕклĕ ял Канашĕн пуçлăхĕ Александр Петров тата ыт. те пулчĕç.
- Ф.Н. Вуколовăн пурнăçĕ çăмăл килмен, ăна сахал мар асап-нуша витĕр иртме тÿр килнĕ. Çавăнпа, Марина Алексеевна, сире те сахал мар тăрăшма, чăтăмлăх çитерме тивет пулĕ, - терĕ музей çул-йĕрне пĕрремĕш кунранах пĕлсе тăракан, ăна май пур таран пулăшса, канашсем парса хавхалантаракан Пишпÿлекри краеведени музейĕн ертÿçи Р.Г. Иванова (Марина Алексеевна Роза Гамзатовнăна манăн наставник тет, - авт.).
Пишпÿлекри таврапĕлÿçĕсен йышĕнчи ПР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хăй вăхăтĕнче «Шурă хурăн» фольклор ансамблĕн ертÿçи пулнă Валентина Иванова Мелеспуçне час-часах концертпа килсе çÿренине аса илчĕ. Валентина Александровна хăй те районти культура çурчĕ çумĕнче музей уçнă, ăна халĕ те ертсе пырать.
- Малтан ун пек музейсем сахалччĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн вĕсен шучĕ нумайланса пыни мана уйрăмах савăнтарать, - тет вăл.
Çак ушкăнпа пĕрле килнĕ Назира Гатиятуллина музейăн малтанхи сăн-сăпачĕпе хальхине танлаштарма та çук иккенне пĕлтерчĕ.
Пишпÿлекри таврапĕлÿçĕсем пуш алăпа килмен. Хăйсен ĕçтешне тăван культурăна аталантарас, асатте-асаннесен еткерне упраса хăварас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Хисеп хучĕ парса чысларĕç.
Тепĕр Хисеп хучĕ ПР чăвашсен Канашĕн ятĕнчен пулчĕ. Ăна асăннă пĕрлĕхĕн председателĕ Людмила Мурманская парса чысларĕ. М.Николаева пĕлтернĕ тăрăх, çак çынна ăна шăпа хăй парнеленĕ пулĕ. Республикăри Канаш председателĕ музей проблемисене хăй чĕри витĕр кăларса, кĕçĕн юлташне çак пархатарлă ĕçре май пур таран пулăшать. Марина Алексеевна вара аслă юлташĕ патне талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те шăнкăравласа канаш ыйтма пултарать. Маларах каланăччĕ ĕнтĕ, хальхи вăхăтра музей умĕнче чи çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри вăл – çурт тăррине юсасси, музея çутăпа тата ăшăпа тивĕçтересси. Çак ĕçе пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ тупас тесе Марина Алексеевна проект ĕçĕ хатĕрлеме шутланă. Людмила Ивановна ăна Раççей Президенчĕн гранчĕ валли ĕç тăратма сĕннĕ. Сĕннĕ çеç мар, çак ĕçре ăна хăй те питĕ нумай пулăшса пырать. Грант ĕçĕ Раççейре иртмесен ăна Пушкăртстанра тăратĕç. Людмила Ивановнăран тепĕр парне те пулчĕ. Вăл - В.В. Николаевăн «История предков чувашей» кĕнеки.
Музейăн тепĕр шанчăклă юлташĕсенчен пĕри - Рудольф Павлов çыравçă. Рудольф Матвеевич - Пелепейри наципе культура автономийĕн председателĕн çумĕ. Юридици пĕлĕвĕ илнĕ çыравçă кирек епле документ хатĕрлеме те ăста, кĕнеке пухса хатĕрлеме те, сăвă-калав хайлама та пултарать Ку хутĕнче те вăл Мелеспуç çыннисене илемлĕ сăввипе савăнтарчĕ.
Çирĕклĕ ял Канашĕн председателĕ Александр Петров Вуколов çырнă «Телей шыракансем» повеçĕнчи Этĕл, Савка, Ярмулай ялĕсенче пулса курни, çак тăрăхсенче унăн тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем пурăнни çинчен каларĕ. Çавăн пекех вăл Çирĕклĕ ял Канашне кĕрекен Ситек ялĕнче те обществăлла музей уçăлни çинчен пĕлтерчĕ.
- Пирĕн лару-тăру кăшт лайăхрах, ăшă та, çутă та пур, - терĕ вăл.
Çавăн пекех Александр Геннадьевич ялта пултарулăх ушкăнĕ ĕçлени, унăн хастарĕсем хушпу туса 100 пин грант çĕнсе илнипе мăнаçланчĕ. Çапла та укçа тума май пуррине систерчĕ, хăйсене çак уява чĕннĕшĕн тав турĕ.
Мероприятин юлашки пайĕнче музея аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнисене Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Вăл шутра Пишпÿлекри краеведени музейĕн ертÿçи Роза Иванова, Мелеспуç ялĕнче пурăнакан Алексейпе Галина Родионовсем, Николайпа Галина Ивановсем, Елена Гаврилова, Ăхпуç вулавăш ĕçченĕ Лия Кириллова, Пелепей районĕнчи Çĕнĕ Сараево ялĕнчи Татьяна Базарная тата ыт.те пулчĕç.
Çак кун пĕр тĕллевлĕ, пĕр шухăшлă çынсем пуçтарăнса пĕр-пĕрне хавхалантарни, ырă канашсем пани музее аталанма пулăшасса, малашне çыравçă ялĕнче историпе культура центрĕ пуласса шанас килет.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ.