Пур хыпар та
Ял уявĕ
28 Июлӗн , 12:30

Пĕр ĕмĕр тултарнă Юманлăх

Иртнĕ эрне Федоровка районĕнче пурăнакансемшĕн Юманлăх (вырăсла Улядаровка) ялĕ 100 çул тултарнине паллă тунипе асра юлчĕ. Юбилей мероприятийĕнче «Юманлăх ялне пĕрремĕш куçса килекенсем» асăну чулне тата «Вĕсем Тăван çĕршывшăн кĕрешнĕ» асăну хăмине уçрăмăр.

Пĕр ĕмĕр тултарнă Юманлăх

1921 çулхи май уйăхĕнче Теней ялĕнче алхаснă пушар нумай çынна кил-çуртсăр хăварнă. Çавăн хыççăн Федор Николаевич Улядаровпа унăн Николай, Никонор, Петр, Григорий, Василий, Иван, Кузьма ывăлĕсем хăйсен çемйисемпе пушкăртсенчен арендăна илнĕ çак çĕр çинче Юманлăх ялĕ йĕркелесе янă. Вĕсем хыççăн пысăк юман вăрманĕллĕ, нумай çăлкуçлă Теней шывĕ хĕрринчи ытарма çук илемлĕ вырăна ытти çемьесем те киле-киле вырнаçнă.
Пĕр ĕмĕр иртсен июль уйăхĕн шăрăх кунĕсенчен пĕринче Юманлăх варринче вырăнта пурăнакансемпе килнĕ хăнасем ял юбилейне паллă тума пуçтарăнчĕç.
Салам сăмахĕсемпе Федоровка район администрацийĕн ĕçĕсене илсе пыракан Н.А. Анчина тухса калаçрĕ. Вăл Юманлăх ялĕнче пурăнакансем çĕршывра пулса иртнĕ пур историллĕ пулăмсене те хастар хутшăннине, çак ялтан пултаруллă та паллă çынсем нумай тухнине палăртрĕ. Çавăн пекех Федоровка ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Г. Наумов та ăшă сăмахсем нумай каларĕ, Юманлăх ялĕнче çуралса ÿснĕ çынсем хăйсен хастар ĕçĕсемпе, вăрçă хирĕнче паттăрăн кĕрешнипе çĕршыва чапа кăларнине палăртрĕ. Федоровка районĕнчи çар ĕçĕсене хутшăннă ветерансен пĕрлĕхĕн председателĕ, Р.М. Гибадуллин запасри полковник пирĕн халăх Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартни çинчен аса илчĕ. Эннат мăнастирĕн священникĕ Тихон иеромонах çамрăк ăрăва тăнăçлă пурнăçшăн пуç хунă салтаксене ĕмĕрех асра тыма хушрĕ. Вăрçă ачисен ятĕнчен П.Г. Митрофанов сăмах каларĕ. Вăл ентешĕсем тÿссе ирттернĕ йывăр çулсем пирки аса илчĕ. Афган вăрçин участникĕ П.Н. Улядаров пуçтарăннисене ял юбилейĕ ячĕпе саламларĕ. Ял çыннисене палăк лартнăшăн тав турĕ. Çамрăк ăру ятĕнчен Федоровка ялĕнчи 2№ шкул вĕренекенĕ Кристина Митрофанова сăмах каларĕ. Вăл вăрçăра паттăррăн кĕрешнĕ, нумайăшĕ çапăçу хирĕнчех выртса юлнă мăн аслашшĕсен тивлечĕпе çеç çитĕнекен ăру мирлĕ пурнăçпа пурăннине палăртрĕ. Митинга Федоровка ялĕнчи 2№ шкул вĕрентекенĕ Л.И. Русакова ертсе пычĕ.
Гимн сассипе ялти чи ватă çынсем Н.Т. Улядарова тата М.С. Улядаров Раççей Федерацийĕн тата Пушкăртстан Республикин ялавĕсене çĕклерĕç. Чаплă лару-тăрура яла пуçласа янă, вăрçăра пулнă ентешсене, граждан, финн, Тăван çĕршывăн Аслă, Афган вăрçисенче пулнисене халалласа лартнă чула уçрĕç. Пуçтарăннисем чул умне чечексем хучĕç. Мухтав хăми çине нумай ăрушăн ĕмĕрех тĕслĕх пулса юлакан вăтăр тăватă хушамат çырса хунă. Кашнин ятне уйрăмшарăн каласа тухса вĕсене шăплăх минучĕпе асăнчĕç. Вăрçăра пулнисен ачисем, мăнукĕсем, мăнукĕсен ачисем тăнăçлăх, ырăлăх, шанăç палли вырăнне тÿпене шурă шарсем çумне çыхнă, кашнин çине салтаксен ячĕсене çырнă шурă хут кăвакарчăнсем вĕçтерчĕç. Шарсем В. Мингалеева шăрантарнă юрă çемипе вĕçе-вĕçе кайрĕç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Юманлăх ялĕнчен вăтăр арçын та пĕр хĕр, Анисия Кузьминична Улядарова, тухса кайнă. Вĕсенчен 17-шĕ çеç каялла таврăннă. Андрей Николаевич Улядаров граждан, Алексей Степанович Митрофанов финн вăрçин участникĕсем пулнă. Виктор Петрович Улядаров Афган вăрçинче пуç хунă. Çак вăрçа Павел Николаевич Улядаров та хутшăннă. Вал тăван килне ырă-сывă таврăннă.
Палăк проектне тăвас тата ял территорине тирпейлес ĕçе вăрах çул Федоровка район администрацийĕнче архитектор пулса ĕçленĕ В.А. Улядаров ертсе пычĕ. «Азат» тулли мар яваплăхлă пĕрлĕх (директорĕ - А.В. Аминев) пысăк спонсорла пулăшу пачĕ. Укçа-тенкĕ енчен ял çыннисемпе çак ялтан тухнисем те пулăшрĕç. Хăшĕ-пĕрисем пĕрре мар территорине тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă субботника хутшăнчĕç. В.А. Митрофановпа В.А. Улядаров ял тата палăк йĕри-тавра хырсемпе кăвак чăрăшсем лартрĕç. Митинга вĕçлесе В. Денисовапа Г. Борисова хайсен ачисене пĕр ывăнми кĕтекен амăшĕ çинчен чăвашла юрă шăрантарчĕç.
Уявăн иккĕмĕш пайĕнче Л.И. Русакован «Манăçми Юманлăх» («Незабвенная Улядаровка») кĕнекин презентацийĕ иртрĕ. Асăннă кăларăмра ял историйĕ, ун çыннисем, пултаруллă ентешсем, вăрçăра пулнисем, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паттăрлăхĕ çинчен каласа панисем тата ыт.те вырăн тупнă. Малтанах Любовь Ивановна ял пирки информаци пуçтарса брошюра кăларасшăн пулнă. Анчах хатĕрленĕ материал пĕр кĕнекелĕх çитнĕ. З.Н. Антонова, А.Н. Русакова, Г.Л. Трофимова вулакансем хăйсен шухăш-кăмăлĕсене, пĕлÿ çăлкуçĕн страницисенче мĕн чухлĕ çĕннине тата интереслине шыраса тупнине пĕлтернĕ. Кăмăл пуррисем кĕнекене тÿрех туянчĕç.

Ал ĕçĕсен куравĕ урлă та ахаль иртсе кайма май çук. Унта вырăнти ал ĕç ăстисен тĕрленĕ тутăрсем, ал шăллисем, чăваш халăх кĕписем, çавăн пекех алăпа çыхнă тутăрсем, тапочкăсем, палассем тата ытти те курма пулать. Асăннă коллекцире мăн аслашшĕ-асламăшĕ мăнукĕсене парнеленĕ, халĕ вĕсен килĕсенче типтерлĕ упранакан япаласем те пур.
Мероприятийĕн виççĕмĕш пайĕ килнĕ тата вырăнти хăйпултаруллă артистсем лартнă концерт пулчĕ. Программăна Л.И. Русаковапа Н.М. Евдокимова ертсе пычĕç. Вĕсем тĕрлĕ шÿтсемпе, хăйсен хĕрÿлĕхĕпе пуçтарăннисен кăмăлĕсене çĕклерĕç, лару-тăрăва хаваслăрах тума пулăшрĕç. Ялти чи аслă çынсем балалайка каласа юрăсем, такмаксем юрларĕç, авалхи патефон шăрантаракан кĕвĕпе вальс çаврăнчĕç. Ял юбилейĕ чи малтан вĕсен уявĕ-çке. Вĕсем çакăнта çуралнă, ÿснĕ, çемье чăмăртанă, ачисене çитĕнтернĕ, вăй-халĕсене шеллемесĕр Тăван çĕршывшăн ырми-канми тăрăшнă. Хăйне Юманлăх çынни тесе шутлакан кашни ăру хастарлăхне, пултарулăхне кăтартрĕ. Утмăлмĕш, çитмĕлмĕш тата ун хыççăнхи çулсенчи кĕвĕсем янăрарĕç. Кашни ăру çынни вăйă карти йĕркелерĕ, хăйсен вăхăтĕнчи паллă юрăсене шăрантарчĕ. И.Федоров баянист вĕсен аккомпаниаторĕ пулчĕ. Теней ялĕнчи «Шурăмпуç», Ашкатар ялĕнчи «Пикесем», Мелеуз хулинчи «Туслăх» чăваш халăх ансамблĕсем, вырăнти хăйпултарулăх, районти культура уйрăмĕн специалисчĕсем пуçтарăннисене темĕн тĕрлĕ чăваш тата вырăс юррисем парнелерĕç. Сăвăсем те вуларĕç. Хут купăс кĕввипе мĕнле илемлĕ ташларĕç сцена çинче.
Полька кĕввине илтсен сахал кам тытăнса тăраять пуль пĕр вырăнта. Хаваспах çамрăксем, ялти вăтăсен мăукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем ташларĕç те юрларĕç. Çамрăксем хăйсен мăн аслашшĕсемпе асламăшĕсене, вĕсен йăли-йĕркисемпе тăван чĕлхине ĕмĕрех асра тытма шантарчĕç. Кун хаваспа, савăнăçпа тата телейпе тулчĕ. Ку уяв çынсем хăйсен йăли-йĕркипе тăван чĕлхине манманнине кăтартса пачĕ. Юманлăх ялĕ малашне те çак ялтан тухнисене пĕр тĕвве пуçтаракан вырăн пулĕ.
Елена МАГАНЕВА.
Федоровка районĕ, Юманлăх ялĕ.

Пĕр ĕмĕр тултарнă Юманлăх
Автор:Надежда Родионова