Пур хыпар та
Ял юбилейĕ
15 Августӑн 2019, 16:33

Çын шăпине аса илтерекен Хыркасси историйĕ

Авăркас районĕнчи Меселпуç тăрăхĕнче ултă паççулкка, Хĕрлĕ Хĕвелтухăç, Чулкас, Даданкасси, Хыркасси, Хурамал тата Тăрна Шури, вырнаçнă. Вĕсенчен пĕрремĕшĕ 1928 çулта никӗсленнӗ пулсан, ыттисем 1929 çул йĕркеленсе кайнă. Иккĕмĕшсем кăçал 90 çулхи юбилейне паллă турĕç.

Июль уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хыркасси (Сосновка) хăйĕн юбилейне уявларĕ. Йĕркелÿçĕсем уява тĕплĕн хатĕрленнĕ. Ял варринче, уçă вырăнта 2х3 метр виçеллĕ баннер çакăнса тăрать. Ун çине «Уяв кунӗпе. Сосновкăна - 90 çул» тесе çырса хунă. Сăн ÿкерчĕк çумĕнче сцена, сылтăм енче, йывăçсем айĕнче, какай шÿрпипе ашлă пăтă пиçет. Çул хĕрринерех икĕ вăрăм сĕтел тата пукансем лартса тухнă. Машинăсем кĕрса каймасса тĕрлĕ тĕслĕ лента çыхнă кантрапа карталанă. Кунтах Николай Алексеевич Васильев 1985 çулта пысăклатса ÿкернĕ сăн ÿкерчĕке çакса хунă.
Аня Григорьева уява уçнă хыççăн ял историйĕпе паллаштарма çак йӗркесен авторне сăмах пачĕç.
Таврапĕлÿçĕ каласа панă тăрăх, 1927 çул Меселпуçĕнче паççулккасем йĕркелессипе хĕрÿ калаçусем пынă. Меселпуç ялĕ пысăкланса кайнипе тăватă кĕтÿ çÿретме ял çывăхĕнчи çĕрсем çитмен. Уй-хирте ĕçлемелли çĕрсем те çÿреме аякра пулнă. Унсăр пуçне патшалăх та куçса тухакансене çăмăллăхсем панă. Пысăк ялта нушине те сахал мар тÿссе ирттерме тÿр килнĕ: 1891, 1911, 1921 çулсенче выçлăхпа тата холера чирĕпе нумай çын пĕтнĕ. Пысăк пушарсем тухнă. 1910 çулхи сентябрь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Меселпуçĕнче 85 килĕ тата шкул çунса кайнă, 1917 çул - 6 килĕ, 1927 çул - 20 килĕ, Хыçалкас - пĕр ретлĕ урам – пĕтĕмпех кĕлленнĕ. Улăм тăрăллă çуртсемпе картасем тăрăх пушар таçта та сиксе ÿкнĕ.
Çапла вара уйрăлса тухакан хуçалăхсен ушкăнĕсем йĕркелене пуçланă. Хыркассине куçса пурăнма 36 хуçалăх пуçтарăннă. Вĕсем пуху йĕркелесе малалла мĕн тумалли çинчен канашланă, района çĕр виçекенсем ыйтса çырусем çырнă. Çÿлтисем хапăл тусах пулас паççулккасем валли çĕр уйăрса пама килĕшнĕ. Ĕпхÿ хулинчен çĕр виçекен Масленникова тата çĕр йĕркелÿçине Шилова чĕнтерсе илнĕ. Миçе чун пуçтарăннине шута илсе çĕр уйăрма тытăннă. Меселпуç енчен мишана (чиккине) хăйăр шăтăкĕнчен иртсен паллă тунă. Каярахпа йывăçсем те лартнă. Халĕ те вăл посадка пур. Меселпуçсем ку çĕрсене парасшăн пулман, мĕншĕн тесен вĕсем çак вырăнсенче кĕтÿ кĕтнĕ, çарансенче утă çулса илнĕ, вăрман каснă.
Çĕр виçекенсем хăйсен ĕçĕсене пĕтерсен кил хуçисем канашлама ларнă. Яла ăçта лартмалла тата урама хăш май тумалла? Ун чухне меселпуçсем Çтерлĕ хулине çÿрекен çул аяларах, çырма хĕрнерех пулнă. Пĕрисем «хăйăр шăтăкĕнчен пуçласа çерем çине çуртсем лартмалла», теприсем «выльăхсене ăçта çÿретĕпĕр» тенĕ. Юлашкинчен вăрман ăшне кĕрсе ларма килĕшнĕ. Кашни хуçалăх хăйсене усадьба валли вырăн хатĕрлемелле пулнă. Кăсăр Пулек вăрманĕ ытла шултрах та мар, анчах вăрман касса тункатисене кăкласси çăмăлах пулман. Кашни хуçалăха вăрман лектĕр тесе хула çулне те урам витĕр тухмалла тунă.
Малалла кам ăçта, кампа кÿршĕллĕ пулса çурт лартмалли ыйту сиксе тухнă. Канашласан çапла йышăнаççĕ: çурт лартмалли вырăнсене тăватшара уйăраççĕ те кашни тăватшар тăракан хуçаран ушкăнсем шăпа яраççĕ. Кам кампа юнашар лекни паллă пулать. Тĕслĕхрен, çакăн пек ушкăнсем пулнă. Петр Федорович Михайлов, Платон Макарович Алексеев, Кирилл Терентьевич Михайлов, Александр Терентьевич Михайлов. Теприсем - Николай Павлович Васильев, Дмитрий Павлович Васильев, Артемий Павлович Васильев, Арсентий Николаевич Алексеев. Кашни тăватă килĕ хушшинче, тухса çÿреме, тăкăрлăк (переулок) хăвармалла пулнă. Унтан шăпа тытса кам çумне кам вырнаçмаллине те паллă тунă. Пĕрремĕш ушкăнра Кирук пичче, ун çумне Платтун, унтан Санькка, юнашар Петĕр вырнаçнă. Иккĕмĕш ушкăнра Васильевсем, Тăхтаман Николайĕ, унтан Мĕтрийĕ, малалла Ӳртемей, унтан Арçинтти вырнаçнă. Çапла вара сукмак та çук сĕм вăрман ăшне кĕрсе хыркассисем икĕ ретлĕ урам туса хунă. Куçа пуçласанах чи малтан кÿршĕсем калаçа-калаçа вăрман касса çул тунă. Çапписене пуçтарса вутă хурса çунтарнă, тепĕр кун тата мĕн тумаллине палăртнă.
Куçса килекенсем малтанах чăх-чĕп, хур-кăвакал ĕрчетме тытăннă. Анчах та вĕсене çăткăн тискер кайăксем, чĕр чунсем тапăннă. Çавăнпа та Артемий Васильев тата Арсентий Алексеев питĕ ăста сунарçа çаврăннă.
Малалли хаçатăн 33№.
ИВАН ЕФИМОВ.
Авăркас районĕ. Меселпуç ялĕ.