Пур хыпар та

Пуçа таяр хĕрарăм умĕнче

Чĕмпĕр хулинче пурăнакан Валентина Тарават çыравçăн сăвă йĕркисене аса илме октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта регионсен шайĕнче «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс-фестиваль иртни хистерĕ. Ăна Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕ йĕркеленĕ тата Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне (вăл октябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртет) халалланă.

Унта Раççей регионĕсенчи (Чăваш Енпе Пушкăртстан Республикинчен, Пензăпа Чĕмпĕр тата Ленинград облаçĕсенчен) 30 çултан пуçласа аслăрах ÿсĕмри 16 чăваш хĕрарăмĕ хутшăннă. Пирĕн республика чысне Пишпÿлек районĕнчи Пăслăкри Ирина Игнатьева хÿтĕленĕ, «Чи хитре хĕрарăм» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Пурĕ конкурса хутшăнакансем пилĕк тĕрлĕ номинацире «вăй виçнĕ». Çемьере чи юратнă чăваш апат-çимĕçне хатĕрлесе, ăна сĕтел çине вырнаçтарса ун çинчен каласа парас тупăшăва чи малтан йĕркеленĕ. Техĕмлĕ те куçа илĕртекен апат-çимĕç жюри членĕсене кăна мар, курма килнисен кăмăлне те кайнă, астивсе пăхма хистенĕ, анчах та…

Ял хĕрарăмĕсем вăл е ку тăрăхри наци тумĕн пуянлăхне, илемне, капăрлăхне кăтартассипе тĕлĕнтернĕ. Паллах, вăхăт иртнĕ май, çĕнĕлĕхсем кĕртни сисĕннĕ. Сăмахран, ку е тепĕр районти хĕр юнашар района качча тухсан, амăшĕ хатĕрлесе панă тумăн хăш-пĕр эрешĕсемпе капăрлăхĕсене упраса хăварма тăрăшнă. Анчах та тĕпрен илсен чăваш хĕрарăмĕн тумтирĕ упранса юлни палăрнă.

Унтан хĕрарăмсем видеокурав урлă хăйсемпе паллаштарнă. Кунта ял хĕрарăмĕсем çухалса кайманни сисĕннĕ. Аслăрах çулхисем те çамрăксенчен юлман. Сăмах май, конкурса хутшăнакансенчен чи асли 75 çулта пулнă. Вăл - Чăваш Енри Канаш районне кĕрекен Кăшнаруй ялĕнчи Надежда Никонорова.

Чи илĕртÿллĕ те пурнăç витĕмĕпе конкурса уçăмлатакан ăмăрту - чăваш йăли-йĕрки урлă «Хĕрарăм - çемье ăшшине упраканĕ» темăна уçса парасси пулнă. Кунта ĕне ырри çиесси, ача «çăвасси», туй-çуй тата ыттине те пуян чунлă, сăпайлă хĕрарăмсем кăсăк сăнарласа панă. Вĕсене çывăх çыннисемпе вырăнти фольклор ушкăнĕсем пулăшнă. Пирĕн Ирина Васильевнăна хăйсен ялĕнчи Степановсен çемйи пысăк пулăшу панă. Палăртма кăмăллă, кунта курмалли, вĕренмелли, тĕлĕнмелли пайтах пулнă. Мĕн чухлĕ пуянлăх упранса юлнă чăваш халăхĕн.

Пултарулăх конкурсĕнче те тупăшу çивĕч иртнĕ. Кăмăлĕпе уçă та тарават, çыпăçуллă чăваш хĕрарăмĕсем куракансемпе тÿресене илемлĕ те çепĕç юрă-кĕвĕ, çĕкленÿллĕ ташă-сăвă парнеленĕ, пĕри тепринчен маттурине кăтартса панă.


Зинаида Козлова – жюри членĕ, РФ тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, профессор:

- Фестивале пуçласа йĕркеленĕ пулин те питĕ çуллĕ шайра тата кăмăллă иртрĕ. Унта хутшăнакансем сăпайлăхпа, тараватлăхпа тата сăмаха виçсе калаçнипе палăрса тăчĕç. Паллах, хитрелĕхпе. Ирина Игнатьева пирки калас пулсан сцена ăсти пулни çийĕнчех курăнать. Ташă вăхăтĕнчи хусканăвĕпе килпетлĕхĕ (осанка) кăна мĕне тăрать. Хăйĕнпе паллаштарнă чухне пĕр мухтанмасăр, тунă ĕçсем çинче ăнланмалла та йĕркипе каласа пачĕ. Ирина Васильевнăна эпĕ чылайранпа пĕлетĕп. Вăл сумлă çын, кăмăлĕпе уçă та тарават пулнине те палăртмалла.



Конкурса хаклакан сумлă тÿресене çăмăлах пулман пулин те, вĕсем кашнинех тивĕçлĕ хак панă. Юрий Зорин председатель пулса ертсе пыракан комисси тухăçлă ĕçленĕ. «Хĕрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» регионсен шайĕнче иртнĕ конкурсра «Чи лайăх чăваш хĕрарăмĕ - 2019» сумлă ята тата пĕрремĕш вырăна Чĕмпĕр тăрăхĕнчен килнĕ Татьяна Серебрякова çĕнсе илнĕ. Ăна ЧНК президенчĕ Николай Угаслов «Чăваш Ен ахахĕ» («Жемчужина Чувашии») санаторине икĕ путевка валли сертификат панă.

Юрий СНЕГОПАД.