Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çыхăну татăлмасть
3 Июлӗн 2019, 17:16

Тимеш ялĕнчи хăнасен опера театрĕ

Ялта ĕç нихăçан та пĕтмест. Хĕлле кăшт канса илетпĕр те çулла татах ĕçе кÿлĕнетпĕр. Хула çыннисем çуллахи кану вăхăтне тÿсĕмсĕр кĕтеççĕ пулсан, эпир, ял çыннисем, ĕçрех канатпăр, ĕçре киленÿ тупатпăр. Пĕр сăмахпа каласан, ĕçлетпĕр те, канатпăр та. Çу кунĕсенче ялти культура çуртĕнче, библиотекăра ачасене валли те, аслисене те сахал мар мероприяти иртет.

Ку хушăра ял вĕресе çеç тăрать. Такам та пур ку чухне ялта, хăнасем те, çак тăрăхра çуралса ÿснисем те. Хăшĕсем çут çанталăк илемĕпе киленме, уçă сывлăшпа сывласа вăй илме, теприсем тăванĕсемпе çывăх çыннисене курма, пулăшма килнĕ. Тавах Турра, халĕ ĕлĕкхи мар, нумай ĕçе механизациленĕ. Çакă пурнăçа чылай çăмăллатать. Çавна май канма та вăхăчĕ ытларах тупăнать.
Çырма урамĕнче иртнĕ концерт ял çыннисемшĕн чăн-чăн парне вырăнне пулчĕ. Ку концерт - хăйне евĕрлĕ. Ăна Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ хăйсен тăван тăрăхĕнчен инçетре пурăнакан ентешсем йĕркеленĕ. Ячĕ те хăйне майлă унăн: «Вĕç юррăм, манăн тăван тăрăха». Импровизациленĕ сцена çине Коми Республикинчи Сыктывкар хулинчи «Нарспи» фольклор ушкăнĕн ертÿçи Рита Дмитриевна Иванова (Попова), Сыктывкар хулинчи патшалăх оперăпа балет театрĕн профессилле юрăçисем Алексейпе Галина Петровсем тухрĕç. Ял çыннисене час-часах опера курма тивмест. Алексей арçыннăн вăтам сассипе (баритон), Галина хĕрарăмăн вăтам сассипе (меццо сопрано) шăрантарчĕç. Сăмах май каласан, Галина Петрова тĕнчипе паллă тенорпа Зураб Соткилавпа пĕрле юрланă.
Ĕпхÿ хулинчен килнĕ çамрăк та пултаруллă эстрада юрăçи, Пĕтĕм тĕнчери тата регионсен хушшинчи конкурссен лауреачĕ Снежана Сергеева та пуçтарăннисене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Снежана 8 класс пĕтернĕ, темиçе çул ĕнтĕ хăйĕн пултарулăхне вокал енĕпе аталантарать. Вăл ялти клуб сцени çине пĕр хутчен çеç тухман.
Концерт тĕрлĕ ÿсĕмрисене пуçтарчĕ. Пĕтĕм сарлака урам куракансемпе тулса ларнăччĕ. Тавах, çанталăкĕ те çак кун ăшă тăчĕ. Куракансем хăйсене савăнăç парнеленĕ артистсене хирте ÿсекен чечексем парнелерĕç. Ырă та таса кăмăлпа, пĕтĕм чун-чĕререн. Тавах хамăрăн пултаруллă ентешсене пире опера театрĕн кураканĕсем пулма май туса панăшăн. Шăпах театр çулĕнче эпир илемлĕх тĕнчинче пулса чăн-чăн опера ăстисене куртăмăр. Сирĕн пултарулăхăр нихăçан та ан иксĕлтĕр. Ăнăçу сире, эпир сирĕнпе мăнаçланатпăр.
Читайте нас: