Урал сасси
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çыхăну татăлмасть
31 Кӑрлач 2023, 11:25

Тĕлĕнмелле те, пирĕн çырусем каялла таврăнса килчĕç

Косяковка шкул коллективĕ хăнасене яланах хавас. Кунта аслă классенче вĕренекенсене професси суйласа илме пулăшас, патриотизм воспитанийĕ парас тĕллевпе шкул пĕтерекенсемпе, демобилизациленĕ салтаксемпе тĕл пулусем иртеççĕ.

Тĕлĕнмелле те, пирĕн çырусем  каялла таврăнса килчĕç
Тĕлĕнмелле те, пирĕн çырусем каялла таврăнса килчĕç

Тĕлпулăва Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă Шаймуратов генерал ячĕллĕ батальонăн салтакĕ килни вара пĕрремĕш хут. Вăл пирĕн ял çынни мар. Отпуска таврăннăскер пирĕн шкула кĕрсе ачасене çырусемпе открыткăсемшĕн тав тума вăхăт тупнă. Пирĕн çырусем малти рете çитнĕ. «Юламан» позывнойпа çÿрекен салтак ачасене вăрçă пыракан вырăнсенче пулăшу сăмахĕсем тем пекех кирли çинчен каларĕ, çырусем çырма ыйтрĕ, мĕншĕн тесен унта вĕсене кĕтеççĕ. Çырусенчи йĕркесем хушшинче кил-йышри хăтлăхпа ăшă туйăм сисĕнет, мĕншĕн тесен салтаксен килĕсенче çемйисем, ачисем тăрса юлнă-çке.
Раççей хÿтĕлевçин ырлăхĕ, тараватлăхĕ виçесĕр. Пирĕн ачасен çырăвĕсем Шаймуратов ячĕллĕ батальонти мухтавлă салтакăн чĕрине пырса тивнĕ. Çавăнпа та вăл çак çырусене аллинче тытса авторĕсене парнесем пачĕ. Пирĕн çырусем ятарлă çар операцийĕнче пулса каялла Косяковкăна таврăннине куç умне кăларса тăратма та йывăр.
Ачасем боеца интересленсе итлерĕç, нумайччен ямарĕç, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç. Ăна тата ытти салтаксене çирĕп сывлăх, ырă-сывă, çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕç. Çырусем çырма шантарчĕç.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Çтерлĕ районĕ, Косяковка ялĕ.

Тĕлĕнмелле те, пирĕн çырусем  каялла таврăнса килчĕç
Тĕлĕнмелле те, пирĕн çырусем  каялла таврăнса килчĕç
Тĕлĕнмелле те, пирĕн çырусем каялла таврăнса килчĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: