Николай Васильевич Ялтăр Мучи псевдонима илсе хӑйӗн пултарулӑх ҫулне пуҫланӑ. Вӑл – Совет Союзӗн Геройӗ Г.С. Васильев ҫинчен ҫырнӑ «Геройӑн асран кайми сӑнарӗ» кӗнеке авторӗ. 2009 ҫулта вара пушкӑрт халӑхӗн «Урал паттӑр» эпосне чӑвашла куҫарнӑ. Вӑл – регионсем хушшинчи «Хавхалану çӑлкуҫӗсем» поэзи конкурсӗн дипломанчĕ. Ăна чăваш культурине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, чӑваш чӗлхине упраса хӑварассишĕн ырми-канми тăрăшнăшăн, обществӑлла организацисене Пушкӑртстанри чӑваш халӑхӗн наци туйӑмне ӳстерме пулӑшнӑшӑн ПР чӑваш культура обществин (2006), Пушкӑртстан чӑвашӗсен Канаш ĕҫтӑвкомӗн (2008), ПР Культурӑпа наци политикин министерствин Хисеп хучĕсемпе (2008) наградăланă. Хулари «Куҫа-куҫӑн» конкурс лауреачӗн дипломӗпе тата сертификатпа, хулана аталантармалли общество фончӗн 10 пин тенкӗлӗх грантне парса (2008) чысланă.
Ялтăр Мучи питĕ интереслĕ çын пулнă. Паянхи кунччен пирӗн ялта тата ҫемьере (манăн тăван пулать-çке-ха) ӑна асра тытаҫҫӗ. Çыравçă çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе ял халăхĕпе калаçса пăхма шутларăм. Чи малтан Тинӗскӳл вӑтам шкулĕнче чӑваш чӗлхипе литературине вĕрентекен Людмила Павловаран ыйтас терӗм.
– Пирӗн ялта ҫуралса ӳснӗ Николай Васильевич Дмитриев ҫыравҫа эпӗ питӗ лайăх астăватӑп. Ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ та пултаруллă ҫынччĕ – ыр вырăнта вырттӑр. Ман атте унпа пӗр класра вĕреннĕ. Вăл каласа панă тăрăх, Николай Васильевич пӗчĕкрен питӗ тӑрӑшуллӑ пулнӑ, лайӑх вӗреннӗ. Пӗр класри ачасене килти ӗҫӗсене тӑваймасан, вӗрентекен пек ӑнлантарса паратчӗ, «ҫырса илни ӑс кӗртмест» тесе калатчӗ тет. Хам эпӗ Ялтӑр Мучипе вӑл мучи пулса ҫитнӗ чух паллашрӑм. Пуçласа Ĕпхÿри Павел Миронов ячĕпе хисепленекен чӑваш вырсарни шкулĕнче тĕл пултӑм. Ун чухне вӑл питӗ нумай чӑвашла сӑвӑ ҫыратчӗ. Çакăн хыççăн эпӗ пултаруллӑ ентеш-ҫыравҫа хамӑр шкула уҫӑ уроксене чĕнме пуҫларӑм. Николай Васильевич хăйĕн сӑввисене шкул ачисене вулатчĕ. Сӑввисем чуна тыткӑнлатчӗҫ. Хăй хайлавĕсенче тӑван чӗлхине, ҫӗршывне, халăхне, кукамӑшне юратни ҫинчен ҫыратчӗ, вĕсен пуласлӑхӗшӗн питӗ пӑшӑрханатчӗ. Пĕррехинче, 2009 ҫултаччӗ пулас, Ялтӑр Мучи мана телефонпа шӑнкăравларӗ те пӗр пысăк ӗҫ тума ыйтрӗ. Эпӗ чӑннипе те аптрарӑм, ун пек ӗҫсене туса курман та-ха. Ӗҫӗ вара – 4506 йӗркерен тӑракан «Урал паттӑр» пушкăрт халăх эпосӗн чӑваш чӗлхине куçарнă вариантне кӗске вӑхӑт хушшинче хам витĕр кăларса йӑнӑшӗсене тӳрлетмелле. Паллах, ӗҫӗ ҫӑмӑлах мар пулсан та, килӗшрӗм. Йывӑрлӑхӗ тӗрӗслессинче кӑна мар, хам ҫине пысăк яваплăх илессинче, мĕншĕн тесен ӗҫӗ пичете кайса кӗнекепе пичетленсе тухать. Эпоса тӗрӗсленӗ чух эпӗ тӗлӗнтӗм: Ялтӑр Мучи ҫакӑн пек пысăк сӑвӑллӑ хайлава мĕнле куçарма пултарнӑ-ши, ӑҫтан тупнӑ-ши ҫавӑн чухлĕ пултарулӑхпа вӑй-халне? Тата вӑл эпоса оригиналтан куҫарнӑ-ҫке-ха – вырăс чĕлхинчен мар, пушкăрт чĕлхинчен. Çакă вӑл пушкăртла ҫав тери лайăх пӗлнине çирĕплетет.
Ялтӑр Мучи – маншӑн чăваш поэзи тӗнчин ҫутӑран та ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ. Пирĕн ӑна асра тытмалла, чысламалла. Вӑл хӑйӗнпе пĕрле пирĕн Тинӗскӳл ял ятне те ҫӳле ҫӗклерӗ. Пирĕн ялта пултаруллă та маттур ҫынсем татах пуласса ӗмӗтленетĕп, вĕсем те кайран Ялтӑр Мучи пек «ялтӑр» ҫутатса тӑрасса шанатăп, – терĕ Людмила Николаевна.
Малалла калаçăва Ялтăр Мучин тăван йăмăкĕ, Митрĕски ялĕнче пурăнакан 66 çулхи Наталья Иванова, тăсрĕ.
– Тете (пичче) 7 класс хыҫҫӑн шкула инçетри ют яла ҫуран ҫӳренӗ. Тумтирӗ начар пулсан та вĕренес тесе тӑрӑшнӑ. Анне те тетене тӗслӗх вырăнне хуратчӗ: «Электричество çути те пур, эсир вулас тесе тӑрӑшмастӑр. Акӑ, тетӗр уйӑх ҫутипе ҫӗрӗпе кӗнеке вуласа ларатчӗ. Вӑл малалла пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. Лайăх вĕренĕр, Микулай пек ăслă пулăр», – тетчĕ.
Кайран, çитӗнсе ҫитнӗ тетесем кашни эрнере канмалли кунсенче яла килетчӗҫ. Вĕсенчен чи асли Николай пулнӑ. Эпӗ пӗчӗк чухне, хальхи пекех астӑватӑп, апатланма сĕтел йӗри-тавра ушкӑнӗпе лараттӑмӑр, ҫырма хĕрне тухса калаçаттӑмӑр. Çӗр улми кӑларма пахчана ушкӑнӗпе тухаттӑмӑрччӗ, аслисем вутти-шанкине ӗретлесе хӑваратчӗҫ. Ӗҫсене пӗтерсен, тетесем мунча кĕрсе хулана тухса каятчӗҫ. Николай тетене пурте итленĕ. Кӗрхи вӑхӑтра Микулай пичче кӑмпана çÿреме юрататчӗ. Унӑн карҫинккинче тӗрлӗ кăмпасем пуҫтарӑнатчӗç. Вӑл вăрманти пур кăмпа тĕсне те пӗлетчӗ. Ҫӑка чечеке ларнă вӑхӑтра ун çеçкисене чей валли юриех пуҫтаратчӗ.
Кӑмӑлӗпе вӑл питӗ ырӑччӗ, пурне те ӑшӑ сăмах калама пӗлетчӗ. Нумай вулаканскер, пичче ҫемҫе чĕлхепе калаçма ăстаччĕ, никама та усал сăмах каламан. Илемлӗ хайлавсене ҫырма вара, тивӗҫлӗ канӑва тухсан тин пуҫларӗ. Сӑввисенче вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи хӑйӗн ҫӑмӑлах мар ачалăх ҫинчен ҫырнӑ. Малалла та ҫырас ӗмӗчӗ пысӑкчӗ, анчах вӑхӑтсӑр çут тĕнчерен уйрăлса кайрӗ.
Эпĕ ăна питӗ юрататтӑм. Вӑл мана нихӑҫан та усал сăмахпа кӳрентермен, май ҫитнӗ таран пулăшма тӑрӑшатчӗ. Ак, çапла пулнă ман пичче, – терĕ Наталья Максимовна.
Эпир, Тинĕскӳл ялĕнче пурăнакансем, Ялтăр Мучи çыравçа яланах асра тытатпăр, унăн пултарулăхĕпе мăнаçланатпăр. Вăл – пирĕн чăваш литература тӳпин çутă çăлтăрĕ.
Мария ИВАНОВА, 11 класс вĕренекенĕ.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.