Н.И. Шелепи Тутарстан Республикинчи Аксу районне кĕрекен Çĕнĕ Ӳселте 1881 çулта çуралнă. Микулай ашшĕ Иван Максимович, халăхра Ялак Макçăм Иванĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ çын пулнă, çавăнпа ачине те хутла вĕрентме ăнтăлнă, 1891 çулта, ывăлĕ вунă çул тултарсан, Микулая Кивĕ Мăкшелте 1878 çулта уçăлнă пĕр класлă вырăс-чăваш земство шкулне ярать. Сăмах май каласан, ку шкулта кăшт маларах, С.Н. Тимрясов, И.Я. Яковлевпа пĕрле чăваш алфавитне тăвакансенчен пĕри, ĕçленĕ пулнă. 1890 çул çуркунне Сергей Николаевич кайсан, ун вырăнне тин çеç Чĕмпĕр чăваш шкулне вĕренсе пĕтернĕ Федор Дмитриевич Дмитриев килет. Çав асăрхать те ĕнтĕ Микулай вĕренме ăнтăлнине. Анчах та Иван Максимович Микулай ывăлне малалла вĕрентме хал çитереймест: «Ачам, ‒ тет вăл ывăлĕ земство шкулне пĕтерсен. ‒ Ăнланатăп, пĕлетĕп те, эс малалла утас кăмăллă çын, анчах та паянхи кун чăвашсене пысăк шкулсене илмеççĕ, илсен те вĕрентнĕшĕн тÿлесе татаймăпăр».
Микулай пуçне усмасть. Кăнтăрла ашшĕне хуçалăхра пулăшать, каçсерен кĕнекесем вулама тытăнать. Ку ĕçре ăна Мереченре (Çĕнĕ Мăкшелĕнчи) пĕр класлă земство пуçламăш училищинче ĕçлекен учитель, Микулайпа пĕр ÿсĕмри каччă, Çĕрпÿ уесĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Кузьмич Кузьмин, питĕ вăйлă пулăшать, вырăс классикĕсен литературине тупса парать: Н.Некрасовпа М.Горький тата ытти ăстасен хайлавĕсене вулама сĕнет.
Унсăр пуçне Микулай ялти (Çĕнĕ Ӳселĕнче ун чух тутарсемпе чăвашсем пурăннă, халь тутарсем çеç) тутар каччисемпе те туслă пулнă. 1904 çулта ялта мичĕт уçаççĕ, унăн çумĕнче тутар ачисем валли пĕрремĕш медресе ĕçлеме тытăнать. Ачасене вĕрентекенĕ Хусанти медресере ăс пухса килнĕ Сиразетдин Курамшин имам пулнă. Микулай ун патне хăнана çÿреме юратнă. Араб çырулăхне медресере вĕреннĕ пулмалла та ĕнтĕ пирĕн Микулай. Мĕншĕн тесен, вăл тутарсен Габдрахман Ильяси (1856-1895çç) «Бичара Кыз» хайлавне вуланă хыççăн хăй шухăша кайса: «Мĕншĕн-ха, тутарсен те литература пур, пирĕн вара, чăвашсен, халиччен пĕр кĕнеке те тухман!» ‒ тесе пăшăрханни паллă. Тутарсем вара, революциччен хăйсен кĕнекисене араб çырулăхĕпе çеç пичетленĕ. Тутарла пĕлни тата араб çырулăхне алла илни Микулая малалла аталанма пулăшать. Пĕр класлă шкул пĕтернĕ пулин те вăл хăй тĕллĕн ăс пухать.
1906 çулта чăвашсен пĕрремĕш хаçачĕ пичетленсе тухсан, чăвашлăхшăн çунакан ар чăтса тăраймасть, «Хыпар» редакцине çыру çырать. Ку çырăва паянччен нихăçта пичетленине те курман, çавăнпа та туллин парас терĕм. Тата çак йĕркесенче пулас поэтăн чунĕ те палăрать. Унăн ĕмĕчĕпе кăмăлĕ чăваш халăхĕшĕн çунни, вăл хăйĕн ăсне-чунне пĕтĕмпех чăваш пуласлăхĕшĕн пама хатĕрри сисĕнет. Ачи-пăчисене пăрахсах…
«Сирĕн пата Хусан кĕпĕрнинчи Чистай уесне кĕрекен Кăтăш вулăсĕнчи Çĕнĕ Ÿсел ялĕнче пурăнакан хресчен, Николай Иванович Полоруссов, çырать.
… Виç-тăватă çул каялла эпĕ хам та чăваш хаçачĕ епле кăларасси пирки шухăшлаттăм. Çак шухăш мана ирĕн те, каçăн та канăç памастчĕ. Хăçан та пулин чăваш хаçатне алла илсе вуласса шанма та пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Халĕ, акă, тинех манăн ĕмĕтĕм тулчĕ, тинех эпĕ тăван чĕлхепе хаçат вуласа чуна савăнтарма пултаратăп. Тинех хаçат йĕркисене вуламассерен ача-пăча евĕр савăнатăп.
Анчах та мана паян тата урăх шухăш канăç памасть: чуншăн çывăх, чăваш хаçатне кăларакан çынсемпе çумăн тăрса, чăвашлăх сывлăшĕпе сывлас килни. Кунран-кун çак шухăш манăн чунра хăватланса çеç пырать, канăç памасть. Хама хам йăпатни те усси çук. Чун чирĕ сирĕн патах туртать. Хама пуш хирте çÿрекен шывсăр типнĕ çын евĕрех туятăп. Çак ырă ĕçе хутшăнас, çак ырă ĕçĕн чури пулас килет.
Манăн икĕ ывăл, икĕ ылтăн пĕрчи пур: пĕри виçĕ çулта, тепри ‒ çулталăк тултарчĕ. Тата ман тăхăр çулхи шăллăмпа вун виçĕ çулхи йăмăкăм, аллă çулхи аннем пур. Мăшăрăм 23 çулта, хам та 25 тултартăм. Кил картинче икĕ лаша, виçĕ ĕне. Эпĕ килтен кайсан вĕсем мансăр мĕнле пурăнĕç? Хуçалăха тата кил-çуртăма епле пăхĕç? Йăлт юшкăнса çеç кайĕ. Çавăншăн питĕ пăшăрханатăп тата.
Шухăшăмпа эпĕ яланах чăваш хаçатне кăларакансемпе. Иисус Христос, çÿлти хуçа, хăй вăхăтĕнче çакăн пек ăслă сăмахсем каланă: хăвăн ывăлу-хĕрне, аçу-аннÿпе килти чĕр чунусене пăрахса хăвар та чунунти ĕмĕтне пурнăçлама ман хыççăн ут тенĕ вăл. Çак шухăш мана Хусана çитсе çĕнĕ ĕçе кÿлĕнме хистет те ĕнтĕ.
Ĕненĕр: эпĕ сирĕн чи парăннă чурăр пулма хатĕр. Чăвашсене çутта кăларасси енĕпе тăрăшакансем, Турра юрăхлă та ырă шухăшлă ĕçе кÿлĕннĕ çынсем, ман сăмахăмсем чĕререн тухнине ăнланасса тата хăйсен ретне ырă кăмăлпа мана йышăнасса шанатăп. Çÿлти Турă сире тăван халăхшăн тăрăшса унăн ятне çĕклеме хăй пилленĕ. Апла пулсан эпĕ те сирĕн ретĕре тăма хавас. Енчен те мана хăвăр ушкăнăра илес тетĕр пулсан, Хусана хăçан çитмеллине пĕлтерме ыйтатăп. Çу уйăхĕн улттăмăшĕ».
«Хыпар» хаçат редакцийĕ епле хурав панине паянхи кун эпир пĕлейместпĕр. Тен, Н.В. Никольскин хурав çырма вăхăчĕ те пулман-и, мĕншĕн тесен, шăп та лăп çав вăхăталла эссерсен ушкăнне кĕрекен чăваш интеллигенцийĕ (Алюнов тата Мĕтри Юманпа Николаев-Хурисем) хаçата хăйсен аллине илме пикеннĕ. Çырнă пулсан та эпир паян ун пирки ăнкарма çеç пултаратпăр, мĕншĕн тесен çав çултан Николай Иванович хăй сăвăсем ăсталама тытăнать. Революци витĕмĕ пулăшнă-ши ăна, те чăваш хаçачĕ вăй кÿнĕ ‒ калаймастпăр, анчах та çав çулсенче Николай Иванович «Çĕлен» тата «Тавлашу» сăвăсем хайласа «Хыпар» хаçат редакцине ярса парать. 1907 çулхи апрель уйăхĕн 15-мĕшĕнчи хаçатăн 12-мĕш номерĕнче «Çĕлен» сăввине «Тав» ятпа пичетлеççĕ. Кăшт каярах иккĕмĕш сăвви те кун çути курать. Çав кунран поэтăн кăмăлĕ уçăлать. Вăл хăй пĕччен маррине ăнланса илет. Тăван чăваш халăхĕн нуши-масине ачаран туйса пурăннăскер, ăна хăйĕн поэзийĕнче çутатса пама тăрăшать.
Анчах та тăшмансем, патша саманин тарçисем, çывăрсах лармаççĕ-мĕн. Н.И. Полоруссов çитес вăхăтрах хăй «хура списока» лекнине ăнланса илет. Пĕр каçхине ăна тытма Чистайран «Вырăс халăхĕн союзĕ» ушкăн «хастарĕсем» çитеççĕ. Çак союз çинчен ун чух таврара пĕлмен çын та пулман, мĕншĕн тесен 1905 çулхи октябрь уйăхĕн 17-мĕш кунĕнче Хусанта иртнĕ демонстрацие юн айне путаракан казаксемпе юнкерсем çумĕнче шăп та лăп вĕсем пулнă. Икĕ эрне хушши хулари еврейсемпе коммунистсене, пăлхава хутшăннă рабочисене тыта-тыта хĕнесе вĕлернĕ. Çавăнпа та «союз хастарĕсем» хăйĕнпе мĕн тăвассине Николай Иванович питĕ аван пĕлнĕ. Унăн ялтан тухса каймах тивет. Акă, мĕн каласа парать вăл хăй çак лару-тăру пирки: «1905 çул революцие ерсе, патша тарçисенчен Çĕпĕре тарса çеç сывă юлтăм. 1907 çул, хамăр ялта Шур Хумук Павăлĕ (аслашшĕн пиччĕшĕ) патĕнче çĕрле малти хапхана питĕрсе революци çинчен ял-йышсене каласа панă чухне, урам енчен «Союз русского народа» членĕсем хупăрласа илсен, хыçалти хапхаран тухса тарса хăтăлтăм. Çав çулсенчех «Хыпар» хаçатра эпĕ çырнă «Тав» («Çĕлен») сăвва вуланă пулĕ», ‒ тет Николай Иванович.
Малтан поэт Красноярскпа Ачинск хушшинчи чугун çул çинче, Красноярскран 90 çухрăмри Кемчуг ятлă станцинче ĕçлет. 1908 çулсенче ылтăн кăларакансем патĕнче тăрăшать. Вуннăмĕш çулта яла таврăнса Алтатти йăмăкне пĕрле илсе каять.
Çĕпĕрте пурăннă чух унăн икĕ хĕр çуралать: Уринепе (1909ç.) Люкса (1912ç.). Люксăна çуратнă чух Мелания Степановна вилет. Ăна Кемер облаçне кĕрекен Ленино-Кузнецк районĕнчи Кедровка ялĕнчех пытарнă пулмалла. Ун чух Шелепи Кедровка чăваш ялĕнче çĕр туянса çĕр ĕçĕпе пурăннă. Люкса хĕрĕн шăпи те паяна паллă мар. 1914 çулта, вăрçă пуçлансан, Шелепи çемйипе тăван ялне таврăнать. Çула май Хусанта чарăнать. Н.В. Никольскипе тĕл пулаççĕ вĕсем. Çапла вара, Николай Васильевич пулăшнипе 1915 çулта, Шелепин тÿрех икĕ кĕнеки: «Çарăмçанпа Хăнтăрçа» тата «Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани» ятлă сăвăлла халапĕсем кун çути кураççĕ. Анчах та савăнас вырăнне Николай Ивановичшăн хурланмалли кунсем çитеççĕ. Пичетленсе тухнă кĕнекисене илме Хусана çитсен, Уринепе Люкса хĕрĕсене лав çине лартса хăварать те пичет çуртне кĕрет. Виçĕ çулхи Люкса шыв ĕçесшĕн пулать. Ултă çулхи Урине ашшĕне шыраса шала кĕрет. Тухнă çĕре лав пуш-пушах мĕн. Ăçта тата кам илсе кайнă хĕр ачана паянхи кун та паллă мар. Шелепин вара пуçне усса килне таврăнмалли çеç юлать.
Хăй ĕмĕрĕнче Н.И. Полоруссов-Шелепи пурĕ 20 ытла кĕнеке пичетлесе кăларать.
1915‒1916 çулсем хушшинче Николай Иванович тăван ялĕнчи çветтуй Гурий тăванлăхĕн пĕр класлă тутарпа чăваш шкулĕнче тăрăшать. Николай Ивановича учителе лекме çăмăл пулман. Чиркÿпе приххут шкулĕсен наблюдателĕ, пĕр чăваш пупĕ, миссионер ‒ Шелепие ĕненсех кайман. Вăл Шелепи шанчăклă çын иккенне пĕлес шухăшпа ялти «ятлă» çынсенчен ун пирки ыйтса, тĕпчесе пĕлнĕ, çакăн хыççăн тин учительре ĕçлеме тытăннă. Анчах пупсем, тиечуксем Полоруссов Турă кĕллисене начар пĕлнине, çавăнпа та унăн вĕренекен ачисем «çÿлти аттене» начар пăхăннине часах асăрхаççĕ те Николай Ивановича шанчăксăр тесе учительрен кăларса яраççĕ.
Раççейре пĕрремĕш тĕнче вăрçи пынă. 1916 çулта Н.И. Полоруссова вăрçа илсе каяççĕ. Анчах та, чирне пула вăл каялла таврăнать.
Ялта, Кăтăш вулăсне кĕрекен Çĕнĕ Ÿсел кантурĕнче, тăрăшать. Ял хĕрарăмĕсем валли çĕршер çыру çырать, вăрçă нушине çырса янă салтаксен çырăвĕсене мăшăрĕсене вуласа парать. Вăл ку вăрçă тăван халăха нуша кăтартнине туять.
Аслă Октябрь революцине Николай Иванович чун-чĕререн йышăнать. Революцинче вăл чуралăхран тухнă чăваш халăхĕн пуласлăхне курать. Хăй те революцие анлă хутшăнать. Граждан вăрçи вăхăтĕнче, белополяксемпе чехсем тăван тавралăха таврăнсан унăн каллех тарса çÿреме лекет.
1918 çулта тăван яла Колчак эшкерĕпе ентешĕсем те çитеççĕ. «Ваçанкка» хайлав сăнарĕн Энтри ывăлĕ шуррисен çарĕпе Кив Тимушкелне çитсен Çĕнĕ Ÿселĕнче пурăнакан Никифор Пимонĕ патне ятарласа хăнана каять. Колчак гвардийĕпе çумăн ларса эрех-сăрапа сăйланнă чух, сăмах май, Полоруссова асăнать. Вăл Чистай уесĕнчи ревтребунал председателĕ пулнине пĕлтерет.
Колчак эшкерĕсем Полоруссовсем патне çитеççĕ. Анчах та килтисем çукран вĕсем Николай Иванович пурлăхне çаратса илсе тухса каяççĕ. Акă мĕнле аса илет çав кунсене пирĕн поэтăмăр: «Октябрь революцийĕ пуçĕпе Чистай уезд Совечĕн членĕ пулса ревтрибуналта хĕрÿ ĕçленине те пĕлетĕр пуль. Чехословак бандисенчен тарса, пытанса çÿремелле пулчĕ. Колчак белогвардейцисем манăн çурта тĕпрен тустарса сăтăр туса кайрĕç, манăн çемье, тăвансем, вĕт-шак ачасем тарса пытанса çеç чĕрĕ юлчĕç. Хамăн вара, сысна витин сак айĕнче пытанма тиврĕ», ‒ тет вăл. Тĕттĕмленсен, Николай Ивановича хăйсен ял çынни, Григорий Александрович Гаврилов лав çинчи навус айне пытарса ялтан илсе тухать.
Чăваш Автомине туса хурсан, Николай Иванович чунĕ чăтса тăраймасть, вăл Энтрипе Элександр ывăлĕсене амăшне пăхма хăварса 1922 çулта А.К. Кузьмин учительпе пĕрле Шупашкара тухса каять. Чăваш халăхне, ĕç çыннине мухтаса сăвăсем ăсталать. Шупашкарти «3-мĕш интернационал» ячĕллĕ коммуна шкулĕнче завхоз пулса тăрăшать. Литература кружокне уçать, çамрăк каччăсемпе хĕрсене сăвăсем çырма вĕрентет. Хăйĕн сăввисене тата çав çулсенче Бельги поэчĕн Морис Метерлинкăн (1862-1949) «Синяя птица» ытарлă пьесин чăвашла куçарăвне вуласа парать, кăшт каярах çак пьесăна «Çеçпĕл» кĕнеке туса кăларать.
Шелепи кружокне çÿренĕ хастарсем, пурăна киле паллă çыравçăсем пулса тăраççĕ: Çемен Элкерпе Хумма Çеменĕ, Уйăп Мишшипе Макар Хури, Элекçей Ургалкинпа Тайăрпи Миччи поэтсемпе прозаиксене паян пĕлмен çын çук.
Шкулта ĕçленĕ чухне Николай Иванович Анна Григорьевна Григорьевапа паллашать. Пирĕн поэтăмăр суккăрлансан Анюта ăна пăхса пурăнать. 1940 çулсенче çеç Шелепи чирлесе вырăнпа выртнă чух вĕсем пĕрлешеççĕ. Сăлтавĕ те паллă: Николай Иванович пенсийĕ икĕ çынна пурăнма çитми пулать. Тата ĕмĕр тăршшĕпе хăйне пăхса пурăннă çынна нимсĕр пăрахса хăварасшăн мар поэтăмăр. 1938-1939 çулсенче вырăнти собеса, ЧАССР Аслă Канашне çырнă çырусем çине чиновниксем: «Сирĕн ахаль те «персональный пенси», ‒ тесе йăпатаççĕ ватă поэта. Çавăн хыççăн Анна Григорьевна валли уйрăм пенси ыйтма тытăнаççĕ, анчах та май килмест. Çÿлте ларакансем «Анна Григорьевна сирĕн мăшăрăр мар, çавăнпа та эпир ăна сирĕн ятăртан пенси параймастпăр», ‒ теççĕ. Çавăн хыççăн вĕсем пĕрлешме шут тытаççĕ. Хут уйăрттарни Анна Григорьевна Полоруссована пенси илме пулăшать.
Шелепи акнă вăрлăх çухалмасть. Хăй çитĕнтернĕ çыравçăсем ăна хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Парти ретĕнчи тĕрлĕ вырăнта тăрăшакан хастарсем Полоруссова кĕçех Шупашкартан Хусанти «Ленин ялавĕ» хаçата командировкăна яраççĕ. Унта та алă усса лармасть пирĕн Николай Иванович, редакцинче тăрăшнă май Хусанти педтехникумра литература кружокне йĕркелесе ярать. Унсăр пуçне тата ачалăхри ĕмĕтне те пурнăçлама шут тытать çав çулсенче: 1928 çулта Хĕвел тухăç институтĕнчи чăваш уйрăмне вĕренме кĕрет. Хăйĕн ăс-хакăлне çирĕплетнĕ май вăл институтра тăрăшакан Н.В. Никольскипе Н.И. Ашмарин ăсчахсемпе çумăн та ĕçлет. Шăп та лăп çав çулсенче «Эп юрланă юррăмсем» (Аксу тăрăхĕнчи юрăсен ярăмне) Ашмарина çырса парать. Унсăр пуçне тата, çак çулсенче, тутарсен паллă поэчĕпе Зариф Баширипе чăваш çамрăк поэчĕсен антологине тутарла куçарса кăлараççĕ. Ку кĕнеке, сăмах май каласан, ют чĕлхепе тухакан пĕрремĕш антологи шутланать! Унта çак авторсен хайлавĕсем кĕнĕ: Николай Шелепин «Тав», «Раççей», «Çарăмсан тăрăхĕ», «Ленин шухăшĕ», «Ленин», «Хĕл», «Чĕкеç юрри», «Хĕвелçаврăнăшĕ», «Мăкăнь çеçки», «Упа»; Николай Шупуççыннин «Чĕлĕм», «Совет çĕршывĕ»; Хумма Çеменĕн «Тутарла чăваш», «Коммунизм çилĕ», «Салам сана»; Петĕр Хусанкайăн «Аппан Туркестанри асаилĕвĕ», «Шурăмпуç хăпарать», «Сывлăш уçă», «Ирĕк тимĕрçĕ»; Виктор Рсайăн «Батрак», «Аслати умĕн» (тăватă пайлă поэмăн пĕрремĕш сыпăкĕ); Николай Ваçанккан «Çамрăксен шухăшĕ», «Юлашки ĕмĕтсем», «Эпĕ çĕнтертĕм»; Çемен Элкерĕн «Хурçă карап»; Мархва Трубинан «Сухаçă юрри».
Акă, еплерех сăмахсемпе аса илет çав кунсене П.П. Хусанкай: «Пĕр ÿкерчĕк. Хăна кил тĕпелĕнче иккĕшĕ хĕрсе ĕçлеççĕ. Сăмавар вĕресе ларать. Башири кĕпине йÿле янă. Шăлавар çаккине хул пуççинчен сирсе антарнă. Тÿпеттейне хывса пăрахнă. Шăрăх! Пăлхарла каласан, пылак пăр... кăна ĕмсе лармалла. Çук та, чейнех тултарать! Шелепийĕн те хура кăтра сухал айĕ тарланă, мăйне тутăрпа шăлсах тăрать. Чейне пăртак сахалтарах ĕçет пулас та ‒ сăра тавраш курăнмарĕ. Хĕрлĕрех тутарпа хура чăваш кÿлĕннĕ мăшăр ут пек туртаççĕ пулас культурăмăрăн акапуçне…»
1925-1926 çулсенче поэтăмăрăн сылтăм куçĕ курми пулать. 1930 çулта Хусанта операци тăваççĕ, анчах та куçне кастарни пулăшмасть, тата икĕ çултан (1932ç) унăн сулахай куçĕ те суккăрланать.
Чăваш АССР Писательсен союзĕ Мускава Шелепие Одессăри Филатов профессор патне илсе кайса килме май çук-ши тесе çыру çырать. Хуравра Мускава илсе килме ыйтаççĕ. Совет Союзĕн паллă офтальмологĕ М.И. Авербах профессор пăхать поэтăмăр куçне, анчах та алă çеç сулать вăл ‒ Шелепин куç шăрçийĕсем, нервисем пĕтнĕрен, типме те ĕлкĕрнĕ иккен! Тата çакна та каласа хăвармалла, Николай Ивановичăн тăнĕ питĕ вăйлă пулнă, вăл хăйĕн сăввисене çеç мар, халăх юррисемпе вырăс классикĕсен хайлавĕсене те пăхмасăр калама пултарнă.
1936 çулта Чăваш çыравçисен пĕрлĕхĕ, поэтăмăр çуралнăранпа 55 çул çитнине тата вăл чăваш литература анинче 30 çул тăрăшнине паллă туса, анлă уяв ирттерет. Майăн 4-мĕшĕнче ЧАССРăн ĕç тăвакан комитет президиумĕ кăларнă постановленипе килĕшÿллĕн Н.И. Полоруссов-Шелепие чăваш халăх поэчĕ ятне параççĕ.
Çыравçăсем Совет Союзĕн республикисенчи пур паллă поэт-писателе хăнана чĕнеççĕ. Чĕнÿ çырăвĕ Францире пурăнакан Ромен Роллан патне те çитет. Хĕпĕртенĕ писатель хăй килеймен пулин те 1936 çулхи майăн 26-мĕшĕнче салам çыруне ярать: «Тархасшăн, каласамăр Шелепи юлташа, эп ăна малашнехи пурнăçра ырăран ырă сунатăп тата вăл иртнĕ кун-çулĕнче хăйĕн тата сирĕн халăхăн революцичченхи йывăр пурнăçне пăхмасăр, талантне сÿнме паманшăн тата хăйне шанма пăрахманшăн саламлатăп. Эп Францири хамăн туссен ячĕпе унăн аллине тăванла хытă чăмăртатăп, уншăн сирĕнпе пĕрле савăнса мухтанатăп, мĕншĕн тесен эпир пурсăмăр та ‒ рассăсемпе нацисем хушшинчи уйрăмлăхсене шутламан, пĕрин телейĕпе инкекне теприн телейĕпе инкекĕ вырăнне хуракан пĕр пĕтĕм этемлĕх çыннисем.
Шел те, эп çитес вăхăтра Совет Союзне пырас-тăвас пулсан та, сирĕн республикăна çитме пултараймастăп. Кивĕ саманара сирĕн ирĕклĕ аталанма майĕсем пулман, халĕ сирĕн çав майсем пурришĕн эпĕ телейлĕ.
Манăн чун-чĕре туслăхне тата эпĕ Шелепи юлташăн юбилейне сирĕнпе пĕрле саламлама пултарайманшăн чăннипех пăшăрханнине ĕненсемĕр, хаклă юлташсем», ‒ тет вăл унта.
Шелепие саламласа Совет Союзĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çырусем килсе çитеççĕ. Хăшĕ-пĕрисене çеç аса илер: Якуб Коласпа Янка Купала, Джамбуллапа Сулейман Стальский тата ыт.те. Таджиксен паллă поэчĕ Г.Лахути Шупашкара хăй килсе çитет. Вăл пухура тухса анлă сăмах калать. Садриддин Айня та аякра тăрас темест, вăл хăйĕн çырăвĕнче Шелепие «çĕнĕ саманан янкăс юрăçи» ‒ тесе мухтать.
Сумлă уявсем хыççăн нумаях та вăхăт иртмест, Н.И. Полоруссов-Шелепишĕн хăрушă кунсем пуçланаççĕ. 1937 çулта ноябрĕн 29-мĕшĕнчи номерте «Красная Чувашия» хаçатра «Полоруссов-Шелепи халăх поэчĕ-ши?» çăхав пичетленет. Куçма Чулкаç унта ватă поэта хытă элеклет, хаяр сăмахсемпе хăртать. Хăш-пĕр йĕркине çеç илсе пăхар: «Полоруссов-Шелепие (вăлах Полоруссов) щит çине çĕклесе Чăваш Енĕн «Халăх поэчĕ» тесе халăх тăшманĕсене ‒ писательсен союзĕн активĕнче чылай вăхăт ларнă буржуаллă националистсене И.Кузнецова, А.Золотова, Д.Данилова тата ыттисене мухтать. Е тата: «Полоруссов 1905 çулта либераллă шухăшсемпе кăсăкланнă «Тавлашу» сăвва Хусанти эсерсен «Хыпар» хаçатĕнче пичетленĕ…», «Эссепе» «Сунтал», (1925 ç.) юмах евĕр шухăшласа кăларнă Полоруссов-Шелепи чăвашăн иртнĕ вăхăтри савăнăçлă, хаваслă, пуян пурнăçне мухтать», 1928 çулта Полоруссов-Шелепи тепĕр сăвă çырать ‒ «Чăваш чĕлхи», унта та чăваш халăхĕн чĕлхине чăваш чĕлхи мар, пăлхар чĕлхи теççĕ» ‒ тет вăл. Ахăр самана вăхăтĕнче кун пек статьясем хыççăн нумай шутласа тăман, арестлесе тÿрех персе пăрахнă.
Шелепие те тепĕр уйăхранах (1937 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче) чысне-сумне туртса илеççĕ: чăваш халăх поэчĕ ятне пама йышăннă постановление пăрахăçласа çĕннине йышăнаççĕ. Николай Иванович çак лару-тăрăва шăл çыртса ирттерет пулин те, 1938 çулхи мартăн 11-мĕшĕнче çăхавçа «Хирĕç калани» ятлă сăвăлла хурав пичетлет. Унта вăл хăйĕн пурнăçне сăнласа мĕнле кăмăлпа хăй пурăннине пĕлтерет.
Полоруссов пурнăçне тишкернĕ май, пĕр пулăм палăрать, пирĕн поэтăмăрăн хăйне евĕрлĕ вăрттăн сыхлавçи (пирĕштийĕ) пулнă пулмалла. Кам (Ивник?) пуль хальлĕхе паллă мар-ха. Анчах та пĕрне çеç калама пулать, йывăр саманара çав çын путма пуçланă Шелепие каллех çÿле çĕклесе ятне тавăрать.
1939 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче СССР Аслă Канаш президиумĕ «совет илемлĕ литературине аталантарас ĕçри пысăк ĕçсемпе çитĕнÿсем тунăшăн» совет писателĕсене орденсемпе наградăласси çинчен постановлени йышăнать, çĕр ытла совет писательне ‒ Микола Бажана, Федор Гладкова, Якуб Коласа, Александр Корнейчука, Янка Купалăна, Самуил Маршака, Михаил Шолохова, Александр Твардовские тата ыттисене Тăван çĕршыв пысăк наградисемпе чыслать.
Тĕлĕнмелле, çав паллă поэтсемпе писательсем хушшине, асамлă майпа, Николай Иванович Шелепин ячĕ те кĕрет. Çапла вара, 1939 çулхи февралĕн 11-мĕшĕнче «Хисеп палли» ордена чăваш поэчĕн кăкăрĕ çине те çакса яраççĕ.
1939 çулта июлĕн 14-мĕшĕнче Чăваш АССР Тĕп ĕçтăвкомĕн президиумĕ 1937 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче Н.И. Полоруссов-Шелепи çинчен йышăннă постановление пăрахăçлать, ăна çĕнĕрен Чăваш АССР халăх поэчĕ ятне пама йышăнать. «Çапла майпа тĕрĕслĕх суяна çĕнтерет, Н. Шелепи таса ятпа чăваш историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлать», ‒ тет Н.И. Иванов тĕпчевçĕ Н.Полоруссова халалланă «Пысăк чыспа, пысăк хисеппе...» статйинче.
Чăваш литературин анинче Н.И. Полоруссов-Шелепийĕн тÿпи те питĕ пысăк. Унăн поэзийĕ питĕ анлă, хăйне евĕр курăмлă та таса, хăтлă та тăнăçлă. Халăх юрри-ташши евĕр илемлĕ те анлă шăранса юхать вăл.
Аслă Çĕнтерĕве кăшт çеç кĕтсе илеймест пирĕн поэтăмăр: 1945 çулхи январь уйăхĕн 12-мĕшĕнче пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса каять.
Шелепие халăхăмăр манмасть: Тутарстанри ентешĕмĕрсем тăрăшнипе Аксура (2006 ç.) тата çак районти Беловка ялĕнче (2021ç.) палăксем уçăлчĕç.
Чăваш халăх поэчĕн ятне ÿкме парас марччĕ. Аксури палăка уçнă чухне вырăнти администраципе палăк хыçĕнчи шкула поэтăмăр ятне парса унăн музейне уçма калаçса татăлнăччĕ. Манăн çав ĕçе пуçарса ярса поэтмăрăн çитес 150 çулне ун ячĕллĕ шкулта анлă уявласса шанас килет. Ку ĕçе Чăваш Енпе Тутарстан Республикин Культура министерствисем тата Конгреспа чăваш автономийĕсем хăйсен аллине илсе вĕçне çитереççех пуль тетĕп.
Беловкăри, халăх хăйсен пуçарăвĕпе уçнă музея та анлăлатса Культура министерствин аллине куçарсан пит аван пулĕччĕ.
Анатолий ХМЫТ çыравçă.