Пур хыпар та
Ылтăн алă
11 Сентябрӗн 2019, 13:01

Ăстаçă мĕнле‚ ĕçĕ те çапла

«Ĕç çынна илем кÿрет» каларăша чылай чухне илтме тÿр килнĕ. Чăн та, ăсталанă пĕр-пĕр илемлĕ япалана курсан, кăна кам тунă-ши текен ыйту çуралать. Ăстаçипе хăйĕнпе курса калаçма та кăмăл пур. Çавăн пек çынсенчен пĕри Ермеккей тăрăхĕнче пурăнать.

Юрий Михайлович Яковлев 1963 çулхине Эрехĕрри ялĕнче çуралнă. Ытти ачасем пекех шкулта пĕлÿ гранитне «кăшлан㻂 çарта хĕсметре тăнă. Унтан Пелепей хулинчи 89№ професси училищинче ăс пухнă. Вăл ĕçлĕ пурнăçне Ермеккей ялĕнче пуçланă, «Сельэнергора» электрик пулса тăрăшнă. Ю.Яковлев 2018 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă‚ анчах паянхи кунччен ĕçлет. Пушă вăхăтра вара тимĕртен кĕлеткесем касма кăмăллать. Вĕсемпе алăксемпе хапхасене‚ çуртсене илемлетет, юмах тĕнчине калăплать. Эрехĕрринче унăн çурчĕ чи хитрисенчен пĕри. Унсăр пуçне Юрий Яковлев кăмака хăпартма‚ йывăçпа ĕçлеме те ăста. Пĕр сăмахпа каласан‚ «ылтăн алă» пур ĕçе те тума пултарать. Вăл Ирина мăшăрĕпе ывăлпа хĕр тивĕçлĕ пăхса çитĕнтернĕ. Çакă та çемьеллĕ пурнăçăн пĕр илемлĕ енĕ темелле.
Светлана ЯКОВЛЕВА.
Ермеккей районĕ‚ Эрехĕрри ялĕ.