Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ылтăн туй
3 Июлӗн 2019, 14:07

Кил-çурта кăмака мар, юратупа татулăх ăшăтать

Мĕнле тивĕçпе килет çын çут тĕнчене? Паллах, йывăç, çĕнĕ çурт лартмалла, ывăл çуратмалла тейĕ вулакан. Ку пурте тĕрĕс-ха. Каланă тивĕçсене Савельевсем пĕтĕмпе пурнăçланă. Саманан йывăрлăхĕсем те вĕсене çапса хуçман, тĕрĕс çул çинчен пăрайман. Вĕсем пурнăçран ырлăх кĕтсе ларман: пурне те хăйсен вăйĕпе, аллисемпе тунă. Çур ĕмĕр Владимир Александровичпа Галина Лукияновна пĕр-пĕринпе килĕштерсе, хĕнлĕхсене çĕнсе пурăнаççĕ. Вĕсен пурнăçĕ çамрăксемшĕн тĕслĕх вырăнне.

Галина Лукияновна 1949 çулхи май уйăхĕн 14-мĕшĕнче Лаççырма ялĕнче çуралнă. Вырăнти пуçламăш класс шкулне пĕтерсен малалла пĕлĕвне Йăлпăлакри шкулта 8 класчен пухнă, унтан Пишпÿлек вăтам шкулĕнче 10 класс пĕтернĕ.
- Вунă класс пĕтерекенсене тĕрлĕ профессие вĕрентетчĕç, эпĕ сутуçă профессине алла илнĕччĕ. Апла пулсан та хам пурнăçа медицинăпа çыхăнтарас терĕм. Вăл вăхăтра Пишпÿлекри район пульницинче медицина сестрине 6 уйăх вĕренмелли курссем пурччĕ. Çав курса иртрĕм те Йăлпăлакри фельдшерпа акушер пунктне ĕçе кĕтĕм. Кашни кун Пĕчĕк çăл (Ключевка), Капанту (Георгиевка) кÿршĕ ялсене медицина пулăшăвĕ пама çÿреттĕм. Çыннисем те ырă, лайăхчĕ çав ялсенче. Çуран утакан çынна курсан яланах çула ункай тракторпа, машинăпа вырăна илсе çитеретчĕç. Çапла Владимир Александровича качча тухиччен икĕ çул ĕçлерĕм, - аса илет иртнине ĕç ветеранĕ.
Владимир Александрович 1946 çулхи июль уйăхĕн 15-мĕшĕнче Кистенлĕпуç ялĕнче çуралнă. Çичĕ класлă ял шкулне пĕтерсен 1962 çулта Казахстана Кызылорда хулине тухса каять, унта профтех училищĕре промышленность хатĕр-хĕтĕрĕн слесарĕ, газоэлектросварщик профессине алла илет. Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçласа виçĕ çул Германире хĕсметре тăрать. Ун хыççăн алла професси илнĕ çамрăк каччă «Çĕнĕ Михайловка» совхоза газоэлектросварщик пулса ĕçе вырнаçать. Ĕçĕнчен икĕ хутлă çуртра хваттер пани çемье çавăрма вăхăт çитнине пĕлтернĕ те пулĕ. Шăпа пÿрни вара ăна вăрах кĕттермен.
Çамрăксем паллашнă чух Галина 19 çулти хĕр, Владимир 23 çулхи каччă пулнă.
- Çĕнĕ çул умĕн Вера тантăшпа каçхине Кистенлĕпуç ял клубне тухнăччĕ. Ун чух çамрăксем чылай, ушкăнпа кашни урамран пухăнса килетчĕç. Пырса кĕнĕ çамрăксен ушкăнĕнче ман куçа шурă шапка тăхăннă, вĕçкĕнрех, маттур каччă лекрĕ. Пĕрре пăхсах ăшарăм эпĕ ăна. Анчах та вальс ташши ярсан ман пата тепĕр каччă пырса тăчĕ. Ун чух çамрăксем хушшинче каччă ташша чĕнсен тухмалла, унсăрăн наказани пулать тетчĕç. Ирĕксĕрех ташламалла пулчĕ. Çав каç ытти вальс ташшисене вара Володьăпа (шурă шапка тăхăннипе) кăна çаврăнтăмăр. Клубран тухнă çĕре пĕр пăтăрмах пулса иртрĕ. Малтан манпа вальс ташланă каччăн кăмăлне кайнă иккен эпĕ. Çавăнпа та вăл ĕлĕкхи йăлапа мана çав каçах вăрласа кĕресшĕн пулнă. Верăпа киле каяс тесе урама тухнăччĕ кăна, мана çуна çине чышса лартрĕç. Юрать-ха Володя юлташĕсемпе çакна курса юлнă. Çăлса хăварчĕç мана çав каçхине ирĕксĕр арăм тăвасран. Çавăнтанпа Володьăпа уйрăлман та темелле. Тĕл пулма, пĕр-пĕрне çыру çырма пуçларăмăр.
Çамрăксем пĕрлешсен Михайловкăра пурăнма пуçлаççĕ. Çамрăк мăшăрăн 1970 çулта Сергей ывăлĕ, тепĕр тăватă çултан Ирина хĕрĕ çут тĕнчене килеççĕ. Галина Михайловкăри пульницăра малтан кухньăра повар пулăшаканĕ, унтан медицина статистикне вĕренсе регистратурăра ĕçлеме тытăнать. Кирлĕ чух санитарка, завхоз, аслă медицина сестрин тивĕçĕсене те пурнăçлать, хушнинчен нихăçан та пăрăнмасть, ĕç хыççăн юлса тăрăшни те сахал мар пулнă. Тивĕçлĕ канăва та çак ĕçренех тухнă. Владимир Александрович газоэлектросварщик пулса ытти ял-хуласенче, çав шутра Украинăра та, стройка пынă çĕрте ĕçленĕ. «Ĕçне кура чысĕ» тенĕ пек совхоз ăна лайăх ĕçленĕшĕн пĕрре мар сывлăха çирĕплетмелли, канмалли путевкăсемпе тивĕçтернĕ. Сăмахран, вăл 1991 çулта Учалы хулинчи «Урал» санатори-профилакторинче сывлăхне çирĕплетнĕ. Совхоз аркансан ялти шкул директорĕн хуçалăх енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăнă. Мĕн пенсие тухиччен, ун хыççăн та 2010 çулччен çакăнта тăрăшнă.
Савельевсем ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Сергей ывăлĕ инженер пулса Челябинскри заводра вăй хурать. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе ывăлпа хĕр ÿстереççĕ. Ирина хĕрĕ амăшĕн профессине суйласа илнĕ, çав хуларах медицина сестри пулса тăрăшать. Вĕсем ашшĕпе амăшне май пур таран пулăшаççĕ, отпуск вăхăтĕнче тăван киле васкаççĕ. Калаçнă май Галина Лукияновна кухньăри сĕтел-пукан гарнитурне кĕрÿшĕпе Ирина хĕрĕ майлаштарса, парнелесе хăварнине пĕлтерчĕ.
Малалли хаçатăн 27№.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек районĕ, Михайловка ялĕ.
Читайте нас: