Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ылтăн туй
15 Кӑрлач 2020, 12:50

«Эпĕ ăна хам качча каятăп»

Иртнĕ çулăн юлашки кунĕсенче Кривле-Илюшке ялĕнче пурăнакан Борис Ивановичпа Людмила Фоминична Григорьевсем хăйсен ылтăн юбилейне, çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитнине, паллă турĕç.

Борис Иванович та, Людмила Фоминична та Куюргазă районĕнчи Касăрма (Старомихайловка) ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Людмила (1968 ç.) Павловкăри сĕтпе çу фермине доярка пулса ĕçлеме вырнаçнă. Борис Кумертау хулинче пурăннă. Хăйсен çулĕсем хăçан та пулсан пĕрлешесси пирки нихăшĕ те шутламан ун чухне. Пĕрре çапла Людмилăн тантăшĕсем Борис салтакран таврăнни, малтан та ыттисенчен илемлĕ сăн-питпе уйрăлса тăнăскер халĕ тата та хитреленсе кайни çинчен пĕлтернĕ. Унтан сăмах Борис кама качча илесси çине куçнă. Хĕрсенчен пĕри «ăна», тепри «çавна» качча илет тенĕ.
- Ма вăл урăх хĕре суйласа илмелле, никама та памастăп! Хам качча каятăп ăна! – тесе хунă кĕтмен çĕртен Людмила.
Чĕлхе çине килни пурнăçа кĕрет тесе ахальтен каламаççĕ пуль çав. Пĕррехинче Борисăн юлташĕ хĕр килĕшме кайма шутлать. Унта Бориса та илсе каять. Анчах çав истори хыççăн юлташĕ мар, Борис мăшăрлă пулать.
Унтанпа çур ĕмĕр иртнĕ. Григорьевсем аллă çул ĕнтĕ пурнăçра тĕл пулакан савăнăçне те, хуйхи-суйхине те пĕрле пайлаççĕ. Телейлĕ мăшăр тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Тĕпренчĕкĕсем аслисем пекех ĕçчен те тÿрĕ кăмăллă çынсем пулса çитĕннĕ. Вĕсем ашшĕпе амăшне тăватă мăнук парнеленĕ. Паянхи кун пĕр мăнукĕн хăйĕн те ачи пур. Пурте пĕрле пуçтарăнсан пÿрт савăнăçпа тулать.
Валентина МАКАРОВА.
Куюргазă районĕ,
Кривле-Илюшке ялĕ.
Читайте нас: