Килĕшÿ – кил илемĕ, пурнăç тăнăçлăхĕ тесе ахальтен каламан çав. Герасимовсен çемйи çакна хăйĕн тĕслĕхĕпе çирĕплетет.
Çемье пуçĕ, Константин Петрович, пурнăç тути-масине шкул саккинченех пĕлсе ÿснĕ. 8 класс пĕтернĕ хыççăн вăл тăван колхозра вăй хума пуçланă. Малтан выльăх-чĕрлĕх пăхакан, унтан шофер пулса ĕçленĕ. Каярах пултаруллă та хастар Константин Петровича сысна фермине ертсе пыма шанса панă. Çапла вăл 20 çул ытла «Рассвет» хуçалăхра сысна фермишĕн яваплă çын пулнă. Мăшăрĕ, Галина Ильинична, 40 çул доярка пулса вăй хунă. Яланах лайăх çитĕнÿсемпе çеç ĕçленĕскере пĕрре кăна мар ăна Хисеп хучĕсем парса чысланă. Çавăн пекех вăл канмалли путевкăпа Болгарине, Сочине кайма тивĕçнĕ. Çапла вĕсем Тăван çĕршывшăн чылай вăй хунă. Çакăн пек паттăр ĕçченсен Хисеп хучĕсем те нумай, ял çинче те вĕсем сумлă çынсем. Ĕçленĕ вăхăтрах Герасимовсем тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тенĕ евĕр, ачисем те ашшĕ-амăшĕ пек тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен те пултаруллă пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Иринăпа Марина хĕрĕсем педагогика пĕлĕвне илнĕ. Ирина 30 çул, Марина 22 çул шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентеççĕ. Андрей ывăлĕ ял хуçалăх техникумĕ пĕтернĕ. Халĕ вăл ялта сĕт пуçтарас енĕпе ĕçлет. Анна хĕрĕ те ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Вăл - кил хуçи хĕрарăмĕ, виçĕ ачине тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтерес тесе тăрăшать.
Паянхи кун Константин Петровичпа Галина Ильинична иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Анчах пушă вăхăчĕсем вĕсен пурпĕрех çук. Ларма-тăма пĕлменскерсем килĕнче пысăк хуçалăх тытаççĕ.
Герасимовсен тăватă ача, тăхăр мăнук, пĕр кĕçĕн мăнук. Çак пысăк йыш Константин Петровичпа Галина Ильиничнăн ăшă та хăтлă çуртĕнче пуçтарăнма юратать. Галина Ильиничнăн тутлă та кăпăшка кукăлĕсене, ытти сăйне ас тивмесĕр тÿсейĕн-ши? Паллах, ачисем сĕтел хушшинче ларма çеç мар, кил хуçалăхри пур ĕçе тунă чух та пулăшаççĕ, кирлĕ чухлĕ тимлĕх уйăраççĕ.
Тайма пуç, юратнă аттепе аннене пире пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн, ĕçе хăнăхтарнăшăн, пурнăçра тĕрĕс çулпа пыма вĕрентнĕшĕн. Ылтăн туй ячĕпе сире, ылтăнран та хаклă аттепе анне.