Пур хыпар та
Ылтăн туй
27 Кӑрлач 2021, 13:04

Аллă çул иртсен те Тимофеевсем пĕрле

«Кун иртет те, çĕр иртет, ĕмĕр иртни çапла пулать» тенĕ ĕлĕкхи ватă çынсем. Пурнăç хăйĕн майĕпе малалла шăвать. Çав вăхăтрах хăвна çывăх çынна тĕл пулса, çур ĕмĕр унпа пĕрле пурăнса ирттерме калама кăна çăмăл.

Çур ĕмĕр каярах икĕ юратнă çамрăк пĕр-пĕринпе пурнăçне çыхăнтарнă. Сăмах Пелепей районĕнчи Алексевка ялĕнче пурăнакан Надежда Егоровнапа Александр Дмитриевич Тимофеевсем çинчен пырать. Вĕсем маншăн хунямапа хуняçа пулса тăраççĕ.
Хĕлле сивĕ вăхăтра пĕрлешнĕ пулсан та пĕр-пĕрин патне ăшă туйăмсем хальхи вăхăтчен упраса хăварнă. Аслă ăрури çынсем йывăр вăхăтсенче ялан пĕр-пĕрне пулăшнă. Çамрăкранах иккĕшĕ те колхозра тăрăшса ĕçленĕ. Пĕри фермăра ĕне сунă, тепри шофер пулса вăй хунă. Çамрăк çемьере пĕрин хыçăн тепри пепкесем çуралнă. Виçĕ ывăлпа пĕр хĕр пăхса çитĕнтернĕ.
Тимофеевсен çемйи 1980 çулччен Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче ĕçлесе пурăннă. Каярах Пелепей районĕнчи Алексеевка ялне куçса килме шут тытнă. Кунта тымар ярсан кил хуçи тракторпа ĕçлеме тытăннă. Мăшăрĕ те алă усса ларман, малтан йĕтем çинче, дояркăра тăрăшнă, унтан котельнăйĕнче ĕçленĕ. Çуллахи вăхăтра вара ял çыннисенчен сĕт пухнă. Çак ĕçре чылай чухне малти вырăнсем йышăннă.
Тивĕçлĕ канура пулсан та хунямапа хуняçа ĕçсĕр лармаççĕ - выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетеççĕ тата пахча çимĕç ÿстереççĕ.
Январь уйăхĕн 14-мĕшĕнче хаклă çынсене саламлама пĕтĕм çемье кĕрекене пуçтарăнтăмăр. Ватăсене ачисемсĕр пуçне 11 мăнукĕпе 3 кĕçĕн мăнукĕ саламларĕç, ăшă сăмахсемпе, парнесемпе тав турĕç. Унсăр пуçне клуб ĕçченĕсемпе ял Канаш администрацийĕнчен килсе чысларĕç. Ылтăн туя халалланă уяв питĕ кăмăллă иртрĕ.
Ирина ТИМОФЕЕВА, кинĕ.
Пелепей районĕ,
Алексеевка ялĕ.
Читайте нас: