Нумаях пулмасть Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче пурăнакан Николай Степановичпа Валентина Ильинична Леонтьевсен çемье çавăрнăранпа 50 çул çитрĕ.
Шăпа вĕсене тахçанах пĕрлештернĕ темелле. Вĕсем пĕр-пĕрне çывăх пурăннă, пĕр шкулта вĕреннĕ. Юлташĕсем те вĕсен пĕрлехи пулнă. Вăхăт çитсен каччăпа хĕр пĕр-пĕрин патне туртăнма тытăннă. 1972 çулта кĕрлеттерсе туй вылянă. Çывăх тăванĕсемпе пĕрле ĕçлекенсем çамрăксене саламлама чылай пухăннă. Халĕ акă Николайпа Валентина Леонтьевсем пĕрле пурăнма пуçланăранпа 50 çул çитрĕ.
Николай Степанович Крупская ячĕллĕ колхозра хăрушсăрлăх техникин инженерĕ, газ службин ĕçченĕ пулса тăрăшнă. Валентина Ильинична малтан асăннă колхозра, унтан Миякинчи сельпо лавккинче сутуçă пулса ĕçленĕ.
Çултан çул Леонтьевсем пĕрле пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтернĕ, кулленхи ыйтусене татса панă, сăмахсăрах пĕр-пĕрне ăнланма вĕреннĕ. Пурнăç тăршшĕпе пĕр-пĕрне пур ĕçре, пуçарура пулăшнипе, хисепленипе, хÿтĕленипе çитĕнÿсем тума пултарнă та.
Паянхи кун та вĕсем ĕçсĕр лармаççĕ. Леонтьевсен пысăк çурчĕн алăкĕ яланах тăванĕсемпе çывăх çыннисемшĕн уçă. Валентина Ильинична алă ĕç ăсти, вăл çыхма-тĕрлеме юратать. Леонтьевсем çулла пахча ĕçĕсемпе тăрмашаççĕ, кĕркунне тухăç пуçтараççĕ, хĕл валли пахча çимĕçсене банкăсене хупаççĕ. Вăрманта кăмпа-çырла пуçтарма кăмăллаççĕ. Вăхăтран-вăхăта сывлăх хăй çинчен астутарсан та вĕсем чир-чĕрсене парăнмаççĕ, пĕр-пĕрне пăхаççĕ, сипленеççĕ.
- Пирĕн аттепе аннене ял-йыш та хисеплет, шанать. Вĕсем нихăçан та пурнăçри йывăрлăхсене ÿпкелешмеççĕ, кашни кунпа савăнса пурăнаççĕ, - тесе калаççĕ ачисем.
Валентина Ильинична - уçă кăмăллă, яваплă юлташ, тирпейлĕ те тарават кил хуçи арăмĕ, тăрăшуллă анне, çепĕç те ачаш асанне-кукамай.
Николай Степанович - тÿсĕмлĕ те тăрăшуллă упăшка, хисеплĕ атте, асатте тата кукаçи. Тата вăл шÿте ăнланакан, шÿтлеме юратакан çын.
Николай Степановичпа Валентина Ильинична кĕнекесемпе туслă, вулавăша тăтăшах çÿреççĕ, мероприятисене хутшăнаççĕ.
Мăшăрăн чи пысăк пуянлăхĕ çемье шутланать. Леонтьевсем ултă ача çуратса ÿстернĕ. Телейлĕ асаттепе асаннене, кукамайпа кукаçие 14 мăнукпа 5 кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ.
- Юратăва ĕмĕр тăршшĕ упрама йывăр мар, - тет ылтăн туйччен пурăнса çитнĕ мăшăр. – Телейлĕ пулас тесен пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшмалла, чăтăмлăрах пулмалла, килĕштерме пĕлмелле. Пĕр-пĕрне итлемелле, йывăр чухне пулăшмалла, савăк чух савăнмалла, - телейлĕ пурнăçăн вăрттăнлăхне уçса панă Леонтьевсем.
Аллă çул – вăрах вăхăт. Анчах та пурнăçри тивĕçсене пурнăçланă май ĕмĕр иртнине сиссе те юлаймастăн. Пурнăçра тĕрли пулать: савăнăçлă самантсемпе хурлăхлă пулăмсем те. Николай Степановичпа Валентина Ильиничнан туйăмĕсене пурнăç пĕрре мар тĕрĕсленĕ, вĕсен чылай хур-шур тÿсме тивнĕ. Пурнăç тăршшĕпе пĕрле утса тухма пурте пултараймаççĕ. Ахальтен мар-тăр аллă çулхи юбилейăн паллине хаклă йышши метала суйласа илнĕ.
Аслă ăрури Леонтьевсене çемье юбилейĕпе чун-чĕререн саламланă май, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунатпăр. Кашни кун савăнăçпа телей илсе килтĕр. Ачăрсемпе мăнукăрсен, кĕçĕн мăнукăрсен ăшшипе, тимлĕхĕпе савăнса пурăнмалла пултăр.
Галина ЯКОВЛЕВА, вулавăш ĕçченĕ.
Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ.