Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ылтăн туй
15 Июнӗн 2022, 10:30

Юратупа татулăх телей никĕсне хываççĕ

Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕ ĕçчен те пултаруллă çынсемпе пуян. Вĕсен шутне Виталий Васильевичпа Галина Георгиевна Кирилловсем те кĕреççĕ. Нумай пулмасть мăшăр пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнине паллă турĕ.

Юратупа татулăх телей никĕсне хываççĕ
Юратупа татулăх телей никĕсне хываççĕ

Тĕрĕссипе Галинăпа Виталий çума-çумăн 54 çул пурăнаççĕ. Мĕншĕн апла пулса тухнă-ха пурнăçра? 1968 çулта çуркунне çамрăксем мăшăрланнине регистрацилеме тракторпа кÿршĕ яла çула тухнă. Те çурхи çулсем начар, те техники юсавсăр пулнипе трактор ванса ларнă. Анчах та икĕ юратакан чĕрешĕн ку чăрмав пулман. Çамрăксем çуран килне таврăннă та туй вылянă. Аслă хĕрĕ çураличчен мăшăрлану хучĕсĕрех пурăннă. Çапла Кирилловсен кун-çулĕнче мăшăрланнипе çыхăннă икĕ тĕрлĕ дата пур. Пурнăçра вара ытларах хут çинче çырнипе килĕшме тÿр килет.
Галина Георгиевна Элшей районĕнчи Кайраклă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти 8 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн чугун çул çине ĕçлеме вырнаçнă. Каярах Чубукаранти ĕне ферминче сĕт сăвакан пулса тăрăшнă. Слакпуç ялĕнче пурăнакан Виталие качча тухсан вырăнти фермăра доярка пулса ĕçлеме тытăннă. Ĕçчен те тăрăшуллă хĕрарăмăн ĕç кăтартăвĕсем те çÿллĕ шайра пулнă. 1999 çулта «ПР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Галина Георгиевнан ĕç стажĕ 32 çулпа танлашнă.
Виталий Васильевич 1940 çулта Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче çуралнă. Вырăнти шкултан вĕренсе тухсан Пелепейри профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ, унта сварщик профессине алла илнĕ. Каярах вăл колхоза сварщик пулса ĕçе вырнаçнă. Часах каччăн хĕсмете кайма вăхăт та çитнĕ. Çарта 3 çул службăра тăнă хыççăн Слакпуçĕнчи ĕне фермине ĕçе вырнаçнă. Çакăнта çамрăксем паллашнă та. Кайраклă ялĕнчи йăл кулăллă, пысăк куçлă хитре хĕр каччăн кăмăлне кайнă. Çамрăксен чĕрисенче юрату хуçаланма тытăннă. Виталий Галинăна тăван ялне илсе килнĕ.
Паянхи кунччен Кирилловсем килĕштерсе пĕрле пурăнаççĕ. Виталий Васильевичăн ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать. Вăл тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçлеме чарăнман. Кам пулса тăрăшман-ши вăл: выльăх пăхакан та, ферма заведующийĕ те пулнă, сысна ферминче те, котельнăйра та тăрăшнă. Пур çĕрте те ĕçчен те яваплă пулнипе уйрăлса тăнă. Çавна пула пĕрле ĕçлекенсем ăна сума сунă, хисепленĕ.
Кирилловсем пилĕк ачана çут тĕнче кăтартнă, тивĕçлĕ воспитани панă, ĕçлеме вĕрентнĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Еленăпа Наталья хĕрĕсем воспитательсем пулса ĕçлеççĕ, Сургут хулинче пурăнаççĕ. Алина хĕрĕ Пелепей хулинчи «Автонормаль» заводра тăрăшать. Ашшĕпе амăшĕ патне час-часах килсе çÿрет, пулăшать. Виталий Васильевичпа Галина Георгиевнăна сакăр мăнук савăнтараççĕ. Канмалли кунсенче, отпуск вăхăтĕнче çывăх çынсем пухăнсан ачасен савăк сассипе кил-çурт тулать.
Телей вăл юратупа татулăх пур çĕрте çеç никĕс хывать теççĕ. Кирилловсен çурчĕ çавăн пек вырăн шутланать те. Кунта ялан тирпейпе илем, юратупа ăнлану, пĕр-пĕрне хисеплени тата татулăх хуçаланать.
Çак кунсенче сумлă мăшăра ял администрацийĕпе вырăнти культура çурчĕн ĕçченĕсем, ветерансен канашĕ ылтăн туй ячĕпе саламларĕç, парне парса чысларĕç.
Вера ПАВЛОВА,
Слакпуçĕнчи ветерансен канашĕн председателĕ.
Пелепей районĕ.

Юратупа татулăх телей никĕсне хываççĕ
Юратупа татулăх телей никĕсне хываççĕ
Юратупа татулăх телей никĕсне хываççĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: