Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ылтăн туй
13 Июлӗн 2022, 10:09

Вун пĕрмĕшĕ – ылтăн

Пирĕн пĕрремĕш чăн-чăн туй çур ĕмĕр каярах, 1972 çулхи июль уйăхĕн вăта çĕрĕнче, çут çанталăк календарĕпе шăп та шай çу варринче, вун пиллĕкмĕш кунĕнче, пире яшлăхран яланлăхах уйăрчĕ.

Вун пĕрмĕшĕ – ылтăн
Вун пĕрмĕшĕ – ылтăн

Çав кун эпĕ, çирĕм виççĕри кĕрÿ каччă, икĕ уйăх каярах çеç пĕве кĕнĕ е вун саккăра çитнĕ, ашшĕ енчен вырăс, амăшĕ енчен тутар хĕрĕпе, Раисăпа, мăшăр пулнине çирĕплетекен ĕнентерÿ хучĕ (свидетельство) илтĕмĕр. Пысăк савăнăçа паллă тума пуçтарăннă çынсен умĕнче, пĕрремĕш хут никамран та именмесĕр, уççăн, чуп тăвашрăмăр. Сылтăм алăсен ятсăр пÿрнисене ылтăн çĕрĕ тăхăнтартса сумлăх патăмăр. Мăшăрăн хĕр чухнехи хушаматне ман хушаматпа улăштартăмăр. Пĕр-пĕрне, патшалăха, тăван-пĕтене, хурăнташ-пайташа, тантăш-юлташа, ытти çывăх та хаклă çынсене пĕр-пĕринпе ĕмĕр тăршшĕ килĕштерсе те юратса пурăнма çирĕп сăмах патăмăр.
Каçпа пире, упăшкапа арăма, ватăсем авалтан пыракан йăла-йĕркепе ятарласа пушатнă хваттере хĕве хупрĕç…
Çакнашкал эпир, вĕрентекенсене хатĕрлекен Ĕпхÿри 2№ училищĕн виççĕмĕш курс студенчĕсем, вĕренĕвĕн юлашки çулне пĕрле пĕтерсе, направленипе диплома ĕçлесе татма тата пĕрле каяс хайлапа, Совет Союзĕн çемйи – чăваш, вырăс, тутар – туса, йывăр яваплăха ĕнсе çине илсе, Раиса Федоровнăпа хамăр тĕллĕн пурăнма пуçларăмăр.
Пурте юхать, пурте улшăнать тенĕ авалхи çынсем. Вăхăт та, эпир те. Унтанпа ĕнтĕ вунă туй – çитсă (пĕр çул иртсен), хут (иккĕ), йывăç (пиллĕк), кĕрен (роза) (вуннă), кантăк (вун пилĕк), таса шурă тăм (фарфор) (çирĕм), кĕмĕл (çирĕм пиллĕк), ахах е ĕнчĕ (вăтăр), пир (вăтăр пилĕк), хĕрлĕ тĕслĕ паха йышши чул (рубин) (хĕрĕх çул иртсен) – хыçа юлчĕ. Кăçалхи вара, паллă тума хатĕрленни – вун пĕрмĕшĕ – ылтăн, çĕрĕсене ылмаштармалли, туй.
Умра хамăр тĕрĕс-тĕкел, иксĕмĕрĕн те сывлăх пулсан, пĕрре савăнтарса, тепре хумхантарса, кевер (шур ылтăн) (утмăл çултан), тимĕр (утмăл пиллĕк), ырлăх (çитмĕл), юлашкинчен, чи сумлă, тÿпери сар хĕвел евĕр, корона (патшан пуç кăшăлĕ) (çитмĕл пилĕк çултан) туйсем пулĕç. Вĕсем хăйсен çутăлăхĕпе те инçетлĕхĕпе çÿçентереççĕ пулин те, анчах генерал ятне илме ăмсанман салтак – салтак-им вăл?! Ку ĕмĕт куççуль витĕр култарать.
Пурнăçра тĕрлĕ пăрăнăç тенĕшкел, чун та чĕм пурăнакан арçынпа хĕрарăм вăхăт-вăхăт улшăнса пыраççĕ пек: пĕрре – арçын ĕç хуçи, хĕрарăм – ĕç хатĕрĕ, тепре – кутăнла: арçын йĕп, хĕрарăм – çип, тепре – ылмашăнса тăраççĕ: арçын – сухаçă, хĕрарăм – ака пуç, унтан тепĕр майлă. Эпир те çапларах пурăнса ирттертĕмĕр иртнĕ вăхăта.
Училище пĕтернĕ хыççăн эпир, çамрăк мăшăр, хамăр суйласа илнипе республикăн пĕр хĕррине – Учалă текен хулана лекрĕмĕр те çавăнтах вăрахлăха тымар ятăмăр.Йывăрлăхсем, паллах, пайтах пулчĕç – малтанлăха ниçта выртса тăма, çывăх çынсемшĕн тунсăхлани, тăван таврана асра тытни…
Иксĕмĕр икĕ вăтам шкулта музыка вĕрентекенĕсем пулса ĕçлеме пуçларăмăр. Уроксем нумай – пĕрремĕшпе çиччĕмĕш классем, классем ултшар та çичшер, классенче вăтăр-хĕрĕх ача. Çитменнине обществăлла ĕçсем мăй таран.
Мăшăр йывăрлăхсене тÿсеймесĕр, тепĕр çултан ача садне музыка енĕпе ĕçлеме куçрĕ. Маларах иртсе кайса, юлташăм, Раиса Федоровна çинчен çавна хушса каласшăн. Учалă хулинче вăл вăтăр пилĕк çул ача садĕнче ĕçлесе хăйĕн çинчен асăнмалăх чылай паха та курнăçуллă ĕçсем турĕ. Унăн ачисем вырăнти, хулари тата районти, конкурссенче те концертсенче ялан малти вырăнсенче палăрчĕç. Сахал мар республика шайĕнчи ăмăртусенче сумлă Дипломсем те Хисеп хучĕсем илме тивĕçлĕ пулчĕç. Çамрăк артистсенчен хăшĕ-пĕри, тен, Раиса Федоровна çул кăтартнă тăрăх хăйĕн кун-çулне культурăпа çыхăнтарчĕ.
Эпĕ вара, самана лару-тăрăвне, укçа-тенкĕ енне пăхса та чамаласа, шкулта, вырăнти хаçатра тата шалти ĕçсен пайĕнче, хĕç-пăшаллă хуралта вăй хутăм. Пушă вăхăтра ачаран юратнă спортпа – кире пуканĕ те штанга йăтас тесе – килентĕм, спорт мастĕрĕн кандидатне çитрĕм, тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнтăм. Тен, тата та пысăкрах çитĕнÿсем тăвăттăм-и, анчах тепĕр «чир» – кĕнеке те хаçат-журнал вуласси, сăвă-калавсем çырасси айккинелле пăрса ячĕ. Ку ĕçе вăрахламасăр çанă тавăрсах тытăнмалла пулчĕ.
Эпир – эпĕ, мăшăр, хĕр те ывăл – çемье ансамблĕ йĕркелесе хула та республикăри ытти сценăсем çинче концертсене хутшăнса çÿрерĕмĕр. Вĕсенчен пĕри – 1988 çулта иртнĕ республикăри Пĕрремĕш çемье творчествин фестивалĕ.
Чылай çул «Атте, анне тата эпĕ – спорт çемйи» девизпа хĕлле йĕлтĕрпе, çулла çуран чупса ирттерекен вăйăсене те ăмăртусене хутшăннă. Хĕрпе ывăла вăтам шкул хыççăн ятарлă професси пĕлĕвĕ пама тăрăшнă – хăйсем тĕлленипе те шăпа çырнипе.
Хулари вăтăр ултă çулхи пурнăç ĕçре, вăйăсенче те ăмăртусенче, пахчара та концертсенче, институтра куçăн мар вĕренÿре, хĕрпе ывăла хăйсем ĕмĕтленнĕ пĕлĕве парас ăшталашура иртсе кайрĕ. Пирĕн юратнă чĕппĕмĕрсем çирĕп çунатланса, тăван йăваран вĕçсе тухса, хăйсем йăва çавăрса çамрăк ăрусем – мăнуксем ÿстере пуçларĕç.
Эпир, ватăсем, тивĕçлĕ канăва тухсан, хула ырлăхĕ йăлăхтарса çитернĕрен, тăван Урал тăвĕсен хĕвел анăç енне çул тытма канаш турăмăр. Мĕншĕн тесен эпир унта çуралнă та çитĕннĕ, пурнăç çавăрма пуçланă, тата çывăх çынсем пуррипе. Кунта сывлăш лĕп, çĕр те çемçе, тÿпе те кăвакрах, хĕвел те сарăрах, улма çимĕç те тутлăрах та сĕткенлĕрех, памитур та тымартах хĕрелет. Пĕрер терт-асап е савăнăç çитнĕ хушăра тăван-йышпа пайлама пулать.
Иглин салине куçса килсе çурт туяннă хыççăн та алă усса ларма вăхăт тупаймарăмăр, иксĕмĕр те ĕçе кÿлĕнтĕмĕр. Çав хушăра кил картине рете кĕртрĕмĕр, пахчана, çурта тулаш та шал енчен юсарăмăр та çĕнетрĕмĕр, пÿрт умне хăпартрăмăр, пÿлĕмсене, урай-маччана та стенасене, санузела та алăк-кантăксене çĕнетрĕмĕр, тулта – мунчапа гаража, карта-хурана.
Ку ĕçсене ертсе те шухăш парса пыраканни, паллах, «çĕн йĕрке прорабĕ» мăшăр пулчĕ, вăл ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртрĕмĕр. Вăл хăй тата вунă çул ачасене вĕрентсе ÿстерекен ĕçре, ача садĕнче, вай хучĕ.
Эпĕ малтанхи вăхăтра ача садĕнче кил карти тасатакан, каярахпа район администрацинче çаплах дворник та хуçалăх пайĕнче тăрăшрăм. Пĕррехинче, эпĕ баян каланине пĕлсе юлса, районти культура пайĕ мана Чăваш Кăпавĕ салинче чăваш ансамблĕ йĕркелеме ыйтрĕ. Çавăнтанпа эпĕ вунă çул «Пилеш» ятлă чăваш ансамблĕн хормейстерĕ пулса тăратăп. Çак вăхăтра юрăçсем виçĕ хут «Халăх ушкăнĕ» ята тивĕçлĕ пулчĕç. Ансамбль районти пĕр культурăллă фестиваль-концертсенчен юлмасăр чăваш юррисене шăрантарать, республика шайĕнчи конкурссенче хăйсене тивĕçлĕ енчен çеç кăтартать.
Вĕсен пурнăçĕнчи тата тепĕр ырă тĕслĕх. Раççейĕн тĕп хулинче, Мускавра, пурăнакан чăвашсен йышĕ йыхравланипе ансамбль икĕ хутчен – пĕрре – вĕсен Акатуйĕнче, тепре – Хĕрлĕ лапамра тĕрлĕ халăхсем пуçтарăннă çĕрте – хăйĕн ăсталăхне кăтартса алă çуптарчĕ, Дипломсемпе таврăнчĕ. Пирĕнпе хутшăнса арабсем те китаецсем, ытти халăх çыннисем асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем турĕç, ыйта-ыйта юрăсем юрлаттарчĕç.
Хальхи вăхăтра çамрăклăха аса илтерсе çемье çÿпçинче «Ĕç ветеранĕ» удостоверенипе пĕрле чупăшусенче, ытти ăмăртусенче те тупăшусенче, иртнĕ саманари пĕтĕм Союзри, республикăри, районсенчи юрă фестивалĕсенче хастар хутшăннăшăн саламланă Дипломсем, Хисеп те Тав хучĕсем, асăнмалăх парнесем те кубоксем тата ытти хатĕрсем упранаççĕ.
Аллă çулхи пурнăçра пулса иртнĕ ĕçсене те пулăмсене, паллах, аллă йĕркене шăнăçтарса пулмасть. Çапах та çак таранччен кăларнă çирĕм çичĕ кĕнекене кĕнĕ сăвă-калав-повеçсенче пирĕн кун-çул çинчен çырнă сыпăксем пайтах вырăн тупнă.
Паянхи кун çÿç-пуç тăкăнса, пит-куç пĕркеленсе, ал-ура хытса, куç çивĕчлĕхĕ те хăлха илтĕвĕ чакса та мăкалса пырать пулин те, ватăлатпăр тесе пăшăрханса, хурлăхлăн пуçа усса ларма мăшăрпа иксĕмĕрĕн пĕр сăлтав та çук тесе шутлатпăр. Çаплах хуçалăхра та кил-çуртра кăштăртататпăр, хаçат-журнал çырăнса илме тăрăшатпăр, çĕнĕ куна çĕнĕ ĕмĕтсемпе те хавхаланусемпе кĕтсе илме васкатпăр. Кашни саманта хаклама вĕренетпĕр.

Çапларах, пĕр-пĕриншĕн тунсăхласа, хушăран тăвăрланса, пĕрле кăмăллăн шÿтлесе, шухăшсемпе урлă та килсе, хурланса, чашăк-тирĕке шăкăртаттарса (пурнăç вĕт у!), йăнăшсене тÿрлетсе, йывăрлăхсене çĕнтерсе, анчах хăçан-тăр тĕл пулнишĕн ним чухлĕ те ÿкĕнмесĕр çитрĕмĕр ылтăн юбилее.
Ачасем те мăнуксем, тăвансем те çывăх çынсем пире савăнтарса килкелесех тăраççĕ. Ватлăхра тата мĕн кирлĕ?
Тĕрленчĕке икĕ çул каярах çырнă сăвăпа вĕçлес кăмăл пур.
Сан çинчен ман хайлавсем –
Сăвăсем те калавсем.
Пĕр çĕре енчен пухсассăн,
Пулĕç кĕнеке хăйсем.

Никама та ан питле,
Никама та ан итле.
Пĕр-пĕрне чунтан савсассăн,
Ĕмĕр пулăпăр пĕрле.

Юрату яш чух пулсан –
Хăнăху çеç ватăлсан.
Хĕрĕх сакăр çул пурнатпăр:
Эсĕ – манăн, эпĕ – сан.

Вĕт сăлтав пур савăнма,
Вĕт мехел пур мухтанма:
Хатĕр, икĕ çул иртсессĕн,
Эпир ылтăн туй тума.

Тав калар-ха иртнине,
Хĕпĕртер пулассине.
Пил парар хĕр-ывăла та
Каччă-хĕр мăнуксене.

Тутлă пулчĕ пурăнма,
Йÿçĕ пулĕ уйрăлма.
Ун çинчен, каçар та, мăшăр,
Иртерех-ха калаçма.
Аллă çул пĕр тÿпепе пурăнакан Раисăпа Василий АНТОНОВСЕМ. Иглин районĕ, Чăваш Кăпавĕ ялĕ.

Автор:Татьяна Иванова
Читайте нас: