Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ылтăн туй
27 Июнӗн 2023, 11:35

Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем

Ермеккей районĕнчи Уйăлка ялĕнче пĕр вăхăтра виçĕ çемье 50 çул пĕрле пурăннин юбилейĕсене палăртнă.

Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем
Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем

– Пĕр ялта пĕр кунта виçĕ ылтăн туй йĕркелесси районта халиччен те пулманччĕ-ха, – пĕлтернĕ районти ветерансен канашĕн председателĕ Шамиль Галимов.
Кашни ылтăн туй юбилярĕсене саламлаканскер вăл çак сăмахсене каланă чух пĕртте йăнăшмасть. Чăнах та, çур ĕмĕр каялла, кун пек пулăм сайра хутра çеç пулсан та, пĕр кунра 4 хĕрпе 4 каччă мăшăрланăвне регистрациленĕ. Çак савăнăçлă пулăм Уйăлка ялĕнче пулса иртнĕ. Паянхи кун тĕлне виçĕ мăшăра пĕрле пурăннин 50 çулхи юбилейне паллă тума шăпа пÿрнĕ. Çак ятпа Шамиль Хазиевич Борис Михайловичпа Людмила Михайловна Егоровсене, Юрий Николаевичпа Тамара Петровна Мурзаковсене, Юрий Николаевичпа Галина Александровна Сидоровсене республика пуçлăхĕ ятĕнчен салам сăмахĕсене вуласа пачĕ. ЗАГС заведующийĕ Гюзель Сирбаева Мендельсон маршĕн кĕввипе мăшăрланăвăн ылтăн юбилейне регистраци ирттерчĕ. Юбилярсене чыслани вара ял çыннисемшĕн кăна мар, пĕтĕм таврари ялсемшĕн те чăн-чăн уява çаврăнчĕ. Мĕншĕн тесен мероприятие çывăхри ялсен фольклор коллективĕсем те хутшăнчĕç. Юрă-кĕвĕ номерĕсене вырăнти «Çăлкуç» ансамбль, Енкрелĕнчи «Тантăшсем», Эрехĕрринчи «Илем» ушкăнсем хатĕрленĕччĕ. Вĕсем тата асăннă мăшăрсен ачисемпе мăнукĕсем, тăванĕсемпе юлташĕсем тăрăшнипе уяв ĕлĕк хут купăс каласа ирттернĕ туйсен вăхăтне аса илтерчĕ. Çулсем иртнĕ май юрату хĕлхемĕ сÿнменнине мăшăрсем уяв вăхăтĕнче пĕр-пĕринпе аллисенчен тытăнса тăни те çирĕплетрĕ. Вĕсем çур ĕмĕр тăршшĕ юнашар алла-аллăн тытăнса иртме пултарнă-çке!
Çемьесемпе çывăхрах паллашар-ха. Вĕсем çинчен педагогика ĕçĕн ветеранĕ Валентина Петрова каласа пама кăмăл турĕ. Вăл ÿсĕмĕпе юбилярсемпе пĕр тан пулнă май кашни çемье çинчен лайăх пĕлет, унăн кашнин валли ăшă сăмахсем тупăнчĕç.
Сумлă мăшăрсем ял çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ, пурăннă, ĕçленĕ. Механизаторсем, водительсем, сахăр кăшманĕ, выльăх-чĕрлĕх ÿстерекенсем, бригадирсем, сварщиксем, бухгалтерсем, йăла ыйтăвĕсене татса паракан комбинатра (КБО) тăрăшакансем, склад заведующийĕсем, сутуçăсем пулса пурнăç валли укçа-тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Пур ĕçре те ĕлкĕрсе пынă, социализмла ăмăртусене хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă, Хисеп хучĕсемпе медальсене тивĕçнĕ. Çав вăхăтрах сумлă мăшăрсем чун апачĕ çинчен те манса кайман, халĕ те вырăнти хăйпултарулăх ушкăнĕсене çÿреççĕ, ял-йыша юрă-кĕвĕпе савăнтараççĕ. Кашни çемье хăтлă çурт лартнă, çирĕп хуçалăх тытаççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Анчах та çемьесен чи пысăк çитĕнĕвĕ вăл – вĕсен ăрăвне малалла тăсакан ачисем.
Егоровсем пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕ пек тивĕçлĕ çынсем пулса çитĕннĕ. Кил хуçи арăмĕ Людмила Михайловна Ача амăшĕн медальне тивĕçнĕ. Хĕрарăм-аннешĕн ку - чи пысăк награда. Çемье пуçĕ Борис Михайлович талантлă çын, хут купăспа выляма та, юрлама та ăста. Чылай юрă конкурсĕсене хутшăнса мала тухнă. Ашшĕн пултарулăхĕ ачисене те куçнă. Çакна вĕсем уяв каçĕнче ашшĕпе амăшне юрă-кĕвĕ номерĕ парнелесе çирĕплетрĕç. Егоровсен икĕ мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук çитĕнет.
Мурзаковсем виçĕ ывăл çитĕнтернĕ. Вĕсем пурте çемйисемпе Çурçĕрте пурăнаççĕ. Кашниех ĕçĕнче яваплă должность йышăнаççĕ, карьера картлашкипе çÿлелле хăпараççĕ, ял çыннисене те пулăшма манмаççĕ. Юрий Николаевичпа Тамара Петровна ывăлĕсен ĕçĕ кал-кал пынишĕн çеç мар, çичĕ мăнукĕпе виçĕ кĕçĕн мăнукĕн çитĕнĕвĕсемшĕн те савăнаççĕ. Пĕрисем университетран вĕренсе тухнă, теприсем унта вĕренме кĕнĕ, шкулта ăс пухаканнисем те пур. Мурзаковсен йышлă çемйинче спорт гимнастикипе спорт мастерĕн кандидачĕсем те çитĕннĕ.
Сидоровсем икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса ура çине тăратнă. Халĕ вĕсене 5 мăнук пурри савăнтарать. Вĕсен хуçалăхне ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне илсе кăтартма пулать. Çулла сад пахчипе кил картишĕ çеçке ăшне путать. Галина Александровнăна ял-йышсем «çеçке королеви» теççĕ . Çавăн пекех вăл алă ĕçне те ăста. Халĕ хăй ăсталăхне мăнукĕсене хăнăхтарать.
Хăйпултарулăх ушкăнĕсен хастарĕсем такмаксем, хĕр юрри, туй юррисем, çамрăксене пехил сăмахĕсем калани, ĕлĕк туй вăхăтĕнче тăхăннă тумсене хатĕрлени пурне те аваллăх вăхăтне илсе çитерчĕ, йăла-йĕркесем çинчен аса илтерчĕ.
Мăшăрсене ылтăн туй ячĕпе ял Канаш пуçлăхĕ Ольга Зарянова, хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçи Виктор Николаев, ялти ветерансен канашĕн председателĕ Лидия Ванюшина саламларĕç. Сумлă мăшăрсем хăйсем те сăмах илчĕç, кашни çемье хăнасене юрă юрласа савăнтарчĕ.
Статьяна вĕçлесе çакна каласшăн, ĕлĕк туйсене çурхи ĕçсене вĕçлесен кĕрлеттернĕ пулсан, халĕ вĕсене Раççей кунĕ тĕлне ирттерме тăрăшаççĕ. Паянхи кун пирĕн çĕршыва пĕрлĕх, пĕрлешÿ, пĕр тĕвве пухăнни тем пекех кирлĕ. Тăван кил ăшши çак тĕллеве тивĕçлипе пурнăçлать. Чăн-чăн патриотсем, çĕршыва хÿтĕлекенсем çакăн пек çирĕп те туслă çемьесенче çитĕнеççĕ. Çак уяври ăшă туйăмсем, çынпа çын хутшăнни, кулленхи пурнăçра ĕлĕкхи йăласене аса илни пире малалла пурăнма вăй парать.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Уйăлка ялĕ.

Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем
Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем
Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем
Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем
Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем
Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем
Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем
Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем
Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем
Пĕчĕк ялăн пысăк чĕрисем
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: