Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ылтăн туй
14 Ноябрӗн 2023, 10:46

Харсăр Геннадий хĕре алăран вĕçертмен

Геннадий Ефимовичпа Татьяна Арсентьевна (хĕр чухнехи хушамачĕ Яковлева) Исаевсем иккĕшĕ те Ермеккей районĕнчи Кăратмас ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вырăнти шкултан вĕренсе тухнă. Телейлĕ мăшăр ĕмĕр тăршшĕ тăван ялĕнче пурăннă, вырăнти хуçалăхра тăрăшнă. Нумай пулмасть вĕсем ылтăн туйне паллă тунă.

Харсăр Геннадий хĕре алăран вĕçертмен
Харсăр Геннадий хĕре алăран вĕçертмен

Геннадий Казахстанра механизатора вĕренсе тухнă хыççăн Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Виçĕ çул (1966-1969 çулсенче) Германире служба иртнĕ.
Татьяна вырăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Суккул ялĕнче вăтам пĕлÿ паракан шкулта ăс пухнă. Унтан Мускав облаçĕнчи Орехово-Зуево хулинче 1968-1969 çулсенче арлакан (прядильщица) профессине алла илнĕ. Пĕррехинче отпуск вăхăтне тăван ялне таврăнсан кунта ĕмĕрлĕхех юлма шутланă. Малтан Татьяна Арсентьевна колхоза ĕçе вырнаçнă, унтан фельдшерпа акушер пунктĕнче тивĕçлĕ канăва тухиччен санитарка пулса тăрăшнă.
Геннадий Ефимович темиçе çул Кăратмасри Салават ячĕллĕ (каярах «Новая жизнь») колхозра бригадир, механизатор пулса вăй хунă. Çуркуннепе хĕлле тракторпа ĕçленĕ, кĕркунне вырма вăхăтĕнче комбайн штурвалĕ умне ларнă.
Çамрăксем пуçласа ялти клубра тĕл пулнă. Çав каç культура çуртĕнче электричество та пулман, генератор ваннă. Вĕсем керосин лампи çутипе ташланă. Анчах тĕттĕм пулсан та çамрăксем пĕр-пĕрне курма пултарнă çав.
Исаевсен юрату историйĕ те пур. Пĕррехинче 5 ачаллă çемьере аслă хĕр пулса çитĕннĕ Татьяна патне евчĕсем килнĕ. Вĕсем хĕрĕн ашшĕ-амăшĕпе калаçса ăна хăйсемпе илсе каясшăн пулнă. Çав вăхăтра Геннадие кам-тăр çакăн çинчен пырса систернĕ. Каччă çиçĕмле хăвăртлăхпа мотоциклне утланса Татьяна патне килсе çитнĕ. Хĕр ункай тупса ун патне тухма пултарнă. Юратнă чĕресем хăйсен телейне çухатман, мотоциклпа ларса вырăнтан çухалнă. Пÿртре ларакан евчĕсем çакна сисмесĕрех тăрса юлнă. Çамрăксем икĕ çул пĕр-пĕринпе тĕл пулнă. 1973 çулхи ноябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче туй туса пĕрлешнĕ. Çулталăкран вĕсен Зина ятлă хĕрĕ çуралнă, 6 çултан Нина хĕрĕ, тепĕр 6 çултан вăрах вăхăт кĕтнĕ Сергей ывăлĕ çут тĕнчене килнĕ.
Аслă хĕрĕ Зинаида тăван ялĕнче çемйипе тымар янă, Ермеккей ялĕнче спорт шкулĕнче тренер пулса ĕçлет. Нина хĕрĕ çемйипе Пелепей хулинче никĕсленнĕ, Сергей Çурçĕрте ĕçлесе пурăнать, вăл та çемьеллĕ. Паянхи кун тĕлне Геннадийпе Татьяна Исаевсен çемйинче 5 мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук çитĕнет.
Халĕ сумлă ватăсем тивĕçлĕ канура. Апла пулсан та вĕсем ĕçсĕр тунсăхласа лармаççĕ. Пахча çимĕç ÿстереççĕ, чăх-чĕп ĕрчетеççĕ. Пушă вăхăтра Татьяна Арсентьевна ал ĕçĕ тăвать, ачисемпе мăнукĕсем валли алса-нуски, тапочкăсем çыхать. Геннадий Ефимовичăн кил хуçалăхра юсамалли, çĕнетмелли тупăнсах тăрать. Ачисемпе мăнукĕсем вĕсене çак ĕçсенче май çитнĕ таран пулăшаççĕ. Туслă çемье черетлĕ отпусксенче, канмалли кунсенче, уявсенче час-часах пĕрле пуçтарăнать.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: