Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ылтăн туй
21 Ноябрӗн 2023, 10:11

Слакпуçĕнчи ылтăн мăшăр

2023 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче пурăнакан Анатолий Акимовичпа Галина Михайловна Федотовсем пĕрле пурăннин 50 çулхи юбилейне паллă турĕç. Çур ĕмĕр пĕрле. Сахал-ши вăл е нумай-ши? Камшăн мĕнле.

Слакпуçĕнчи ылтăн мăшăр
Слакпуçĕнчи ылтăн мăшăр

Анатолипе Галина – пĕр ял ачисем. Пĕр-пĕрне мĕн ачаран пĕлнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Анатолийĕн амăшĕ ывăлĕ валли хĕрне те маларах пăхса хунă. Анчах та Галина Анатолие хăй патне çывăха та ярасшăн пулман, каччăран тарса çÿренĕ. Каччă хăйĕнчен 5 çул аслă пулни уншăн чăрмав пулнă имĕш. Апла пулсан та Анатолий çамрăк хĕрĕн юратăвне çĕнсе илме пултарнă, 4-5 уйăх тĕл пулнă хыççăн çамрăксем туй туса пĕрлешнĕ. Хут купăспа, баянпа кĕвĕ калама тата юрăсем юрлама ăста каччă умĕнче мĕнле хĕрĕн чĕри çемçелмĕ-ха? Ахальтен мар-тăр Анатолий Акимовича паянхи кунччен те «Шаровка шăпчăкĕ» тесе калаççĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Шаровка ялĕнчи клубра ĕçленĕ. Галина Михайловна та çамрăк чухне вырăнти «Силпи» ансамбле юрлама çÿренĕ. Аслашшĕпе асламăшĕн юрлас пултарулăхне халĕ Савелий мăнукĕ малалла тăсать.
Анатолий Акимовичпа Галина Михайловна виçĕ ача: пĕр ывăл та икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Ачисем кашни хăй çемйипе пурăнаççĕ.
Ылтăн туй юбилейне Федотовсем тăван килĕнче ачисемпе, мăнукĕсемпе, тус-тантăшĕсемпе тата çывăх çыннисемпе паллă турĕç. Уявра сценарий хуçи тата ертсе пыраканĕ Галинăн тантăшĕ Маргарита Елизаровна Григорьева (çак йĕркесен авторĕ) пулчĕ. Савелий мăнукĕ аслашшĕпе асламăшне «Золотая свадьба» юрă юрласа савăнтарчĕ. Ылтăн туй хуçисене халалласа «Обручальное кольцо» юрă янрарĕ. «Çамрăксем» те парăмра юлмарĕç, пĕр-пĕрне савса тата хисеплесе уйрăмшар юрă шăрантарчĕç. Çав каç Федотовсене ырă сунса, юратса тата хисеплесе сăмах калакансем нумай пулчĕç. Мероприяти ертÿçи юбилярсене мăшăр акăш-сувенир, тутлă шăршлă супăньтен тунă чечек çыххи тата сăн ÿкерчĕк валли рамка парнелерĕ. Пухăннисем кăсăк вăйăсене, конкурссене хутшăнчĕç. Çемье уявĕ ырă та савăк лару-тăрура иртрĕ.
Маргарита ГРИГОРЬЕВА. Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: