Урал сасси
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ылтăн туй
23 Кӑрлач , 14:10

Икĕ юратнă чĕрене çавра çула пĕрле кĕтсе илме Турă пилленĕ

Туйăмсем икĕ енчен те пĕр пек пулсан пурнăçра нимĕнле йывăрлăхсем те чăрмав мар. Пачах урăхла, пĕрлĕхлĕ ĕç, плансем икĕ çынна пĕрлештереççĕ, çыхăнăва çирĕплетеççĕ çеç тесе шутлаççĕ Петровсем.

Икĕ юратнă чĕрене çавра çула пĕрле кĕтсе илме Турă пилленĕ
Икĕ юратнă чĕрене çавра çула пĕрле кĕтсе илме Турă пилленĕ

– Çынна чăннипех юрататăн пулсан пĕр ăнтăлу çеç пур – савнишĕн кашни кун ыррине, лайăххине çеç тăвас килни, – телейлĕ çемье вăрттăнлăхĕпе паллаштарать Валентина Аверьяновна. – Мăшăру йывăр чух пулăшсан, кирлĕ чух ялан çумра, çирĕп тыл вырăнне пулсан, хăй вăхăтĕнче тĕрĕс йышăну тунине пурăна киле ăнланса илетĕн. Ун пек чухне пурнăç урапи тикĕс те чăрмавсăр чупать.
– Сăмах май каласан, эпĕ пурнăçра пĕрре те эрех-сăра ытлашши ĕçмен, – именерех каласа парать хăй çинчен Владимир Серафимович. – Хама хăçан ÿсĕр пулнине те астумастăп.
Пĕрре пăхсан кунта нимĕн çĕнни те çук. Анчах та çемье тăнăçлăхĕ ансат та пĕчĕк япаласенчен тăрать. Валентинăпа Владимир Петровсем аллă çул пĕрле пурăнса ирттерни çакна çирĕплетет çеç. Вĕсен ылтăн туйне Çĕнĕ çул умĕн пĕтĕм ял-йышпа паллă тунă.
Юбилярсемпе çывăхрах паллашар-ха. Валентинăпа Владимир Ермеккей районĕнчи Уйăлка ялĕнче çуралнă. Çут тĕнчене те вĕсем пĕр вăхăтра килнĕ тесе пулать. Çуралнă кунĕсем хушшинчи вăхăт виçĕ уйăх çеç. Вальăн кукамăшĕ мăнукне шкула иртерех ярас темен пулсан хĕр ачапа арçын ача пĕр класа вĕренме лекнĕ пулĕччĕç.
Çулсем иртнĕ. Владимирăн ашшĕпе амăшĕ Казахстана куçса кайма шутланă, темиçе çул çемье çавăнта пурăннă. Çак тапхăрта тата Владимир çар хĕсметĕнче тăнă чухне çеç çамрăксем пĕр-пĕринчен инçетре пулнă. Вĕсен малалли пурнăçĕ пĕтĕмпе ялпа çыхăннă-çке.
Шкул пĕтернĕ хыççăн Валентина Пелепейри педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Диплом илнĕ хыççăн тăван ялне ĕçе вырнаçнă. Ĕмĕр тăршшĕ пуçламăш классене вĕрентекен шкулта заведующий пулса тăрăшнă. Ĕç кĕнекинче шкула вырнаçни çинчен пĕлтерекен пĕртен-пĕр çырни çеç пур. Вăтăр çичĕ çул хушшинче чылай ачана пуçласа пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнă. Ĕçе тăрăшса, тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланăшăн Пушкăртстан Республикин Вĕрентÿ министерствин тата ытти Хисеп хучĕсемпе чысланă. Анчах та чи хаклă парне уншăн вĕренекенĕсен пархатарĕ, хăйне манманни, юратни.
Владимир Серафимовичăн çамрăклăхĕ колхозри комсомол ĕçĕпе çыхăннă. Пултаруллă качча çар служби хыççăн хуçалăхăн спорт ертÿçин ĕçне шанса панă тата комсомол организацийĕн çивĕч ыйтăвĕсене те ун çине тиенĕ. Çав вăхăтра вăл Челябинскри физкультура институтне куçăн мар мелпе вĕренме кĕнĕ. Унтан çамрăк специалиста Эрехĕрринчи шкула физкультура тата ĕç учителĕ пулма сĕннĕ. Тăватă çул тăршшĕ вăл Спартак шкулĕнче физкультура тата ĕç учителĕ пулса ĕçленĕ. Ăçта ĕçлесен те унăн вĕренекенĕсем спорт ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăннă. Хăй те ăмăртусене тăтăшах хутшăннă. Юлашки икĕ çул çеç вĕсене çÿремест. Талантлă вĕрентекене ачасем те юратнă, ĕçтешĕсем те хисепленĕ, анчах та 90-мĕш çулсем çăмăл пулманнипе Владимир Серафимович çемьери ачасене малалла вĕрентес, укçа чылайрах ĕçлесе илес тĕллевпе Çурçĕре тухса кайнă. Машинист-подъемник профессине алла илсен 1995 çултан пуçласа 18 çул вахта мелĕпе Сургут, Когалым тата ытти хуласенче тăрăшнă. Владимир Петровăн пухмачĕнче те Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем чылай пуçтарăннă.
Халĕ телейлĕ мăшăр тивĕçлĕ канура. Анчах та çамрăк чухнехи пек вĕсем хастар, пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшаççĕ, ял пуласлăхĕшĕн çунаççĕ. Сăмахран, вырăнти «Çăлкуç» фольклор ансамбльне çÿреççĕ. Унсăр пуçне Владимир Серафимович чылайранпа ял старости шутланать. Вăл пуçарнипе вырăнти масар çинче кĕлĕ тумалли çурт хăпартрĕç, пахчасен вĕçĕнче пĕве пĕвелерĕç, ту çинче йывăçсем лартрĕç.
Петровсем – ял историн управçисем те. Вĕсем ял пурнăçĕпе çыхăннă нумай пулăма пĕлеççĕ. Хăйсен ашшĕ-амăшне ырă та ăшă сăмахсемпе аса илеççĕ. Мăшăр нумай çул Владимирăн ашшĕ-амăшĕпе пĕр çуртра пурăннă. Валентина Аверьяновна хунямăшĕ çинчен ырă сăмахсемпе çеç аса илет, ачисене пăхма пулăшнăшăн, воспитани панăшăн тав тăвать.
Владимир Серафимовичпа Валентина Аверьяновна ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ, тивĕçлĕ воспитани панă. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе вĕрентнĕ. Петровсем ашшĕ-амăшĕн кивĕ пÿрчĕ вырăнне çĕнĕ çурт хăпартнă. Ачисем çак ĕçре аслисене нумай пулăшнă. Андрей ывăлĕ ашшĕпе амăшне хуçалăхра кирлĕ пулакан техникăпа пулăшас тесе инженер-механик профессине алла илнĕ. Каярах икĕ аслă пĕлÿллĕ пулнă, халĕ Норильскгазпромра цех ертÿçи пулса ĕçлет. Светлана хĕрĕ Мускав облаçĕнчи Дмитров хулинче суту-илÿ сферинче тăрăшать. Владимир Серафимовичпа Валентина Аверьяновнана 4 мăнук савăнтараççĕ. Петровсем ачисемпе мăнукĕсем пуррине чи пысăк пуянлăх тесе шутлаççĕ. Юбилярсем паянхи кун та çирĕп хуçалăх тытса пурăнаççĕ. Икĕ ĕне усраççĕ, хурт-хăмăр ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Кил таврашĕнче, çуртра вĕсен ялан тирпейпе илем, тасалăх хуçаланать.
Ылтăн туй уявланă чух чи пысăк кĕтменлĕх ывăлĕпе кинĕ килсе çитни пулнă. Вĕсем уяв вăхăтĕнче ашшĕпе амăшне саламлама ĕлкĕрнĕ. Петровсене официаллă çынсем, вырăнти тата кÿршĕ ялсенчи фольклор ушкăнĕсем чысланă. Хĕллехи сивĕ кунра ăшă та кăмăллă мероприяти иртнĕ. Владимир Серафимовичпа Валентина Аверьяновнан пурнăçĕнче малашне те çакăн пек телейлĕ уявсем ытларах пулччăр, миçе çул тултарсан та ватлăх вĕсене хуса ан çиттĕр.
Татьяна СЕРГЕЕВА.
Ермеккей районĕ, Уйăлка ялĕ.

Икĕ юратнă чĕрене çавра çула пĕрле кĕтсе илме Турă пилленĕ
Икĕ юратнă чĕрене çавра çула пĕрле кĕтсе илме Турă пилленĕ
Икĕ юратнă чĕрене çавра çула пĕрле кĕтсе илме Турă пилленĕ
Икĕ юратнă чĕрене çавра çула пĕрле кĕтсе илме Турă пилленĕ
Икĕ юратнă чĕрене çавра çула пĕрле кĕтсе илме Турă пилленĕ
Икĕ юратнă чĕрене çавра çула пĕрле кĕтсе илме Турă пилленĕ
Икĕ юратнă чĕрене çавра çула пĕрле кĕтсе илме Турă пилленĕ
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: