Пур хыпар та

Çут çанталăк илемне туякан пысăк чĕреллĕ чăваш

Кĕлетки пĕвĕпе пысăках мар пулсан та чĕри пысăк-тĕр çак çыннăн. Çавăнпах уншăн çут çанталăк илемне хаклама пĕлни те, тăван кĕтесе юратса унăн малашлăхĕшĕн тăрăшасси те, çынпа чуна уçса калаçасси те пĕр вăхăтра пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Çав вăхăтрах çемьери çывăх çынсем çинчен те манмасть. Сăмах кунта Ермеккей районне кĕрекен Креппит (Богородское) ялĕнче пурăнакан Валерий Григорьев ял старости пирки пырать. Эпир унпа черетлĕ командировка вăхăтĕнче паллашрăмăр. Сăмах çăмхине сÿтнĕ май, вăл хуçалăх ĕçĕсене пăрахсах пĕчĕк ялăн çитĕнĕвĕсемпе тата нушисемпе паллаштарма кăмăл турĕ.

Чăн малтан калаçу çак таврара 400 çул ытла çитĕнекен юман пирки пычĕ. Çавна пулах вырăна çитсе темиçе ĕмĕре çыхăнтаракан патвар та çирĕп йывăçа хам куçпа курса хак парас килчĕ. Валерий Владимирович ман сĕнÿпе килĕшрĕ, Сĕвĕнче юхан шывĕ çывăхĕнчи хыр вăрманĕпе юнашар лапама унăн автомобилĕпех çитрĕмĕр. Чăн та, тĕлĕнмелле юман çитĕнет кунта. Пĕр-пĕччен. Сăрт-ту айлăмĕнче вырнаçнăскер вăл тавралăха тĕрлĕ усал-тĕселтен сыхлать тесен те юрать. Темле улăп-паттăра аса илтерет. Шăпах çак «улăпа» шефа илнĕ те Валерий Григорьев. Вăл пуçарнипе, ялти пĕр шухăшлă çынсемпе пĕрле, пĕччен юмана йывăç карта тытса çавăрнă, юнашарах ларма хыçлă сак вырнаçтарнă, çавра сĕтелĕ те тутлă апат-çимĕçпе техĕмлĕ ĕçмене кĕтсе илме хатĕр. Карта тулашĕнче кăвайт чĕртме ятарласа хатĕрленĕ вырăн, шÿрпе пĕçерме хурана çакмалли çекĕлне те шыраса хăшкăлмалла мар. Хуçа мана кашни япалапах тĕплĕн паллаштарать, калаçнă май ÿсе пуçланă çумкурăка таткаласа пăрахать.
- Вырăнĕ кунта питĕ илемлĕ. Çемьепе те, йышпа та канма пулать. Чылай чухне çамрăксем килсе тулаççĕ. Каннипе пĕрлех асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем тăваççĕ. Çут çанталăк илемне хаклама тата унпа пĕлсе усă курма çеç пĕлмелле. Юнашарах, ав, çăл юхса выртать. Кăмăлăр пулсан уçă та таса шывне ас тивсе пăхар, - сĕнет тăван тавралăхшăн чунне пама хатĕр Валерий Владимирович.
Çапах та хамăрăн улăп юман патнех таврăнар-ха.
- Юман 400 çул урлă каçнине мĕнле майпа пĕлме пултартăр? - пуçра çуралнă ыйтăва памасăр чăтаймарăм.
- Вăрман хуçалăх специалисчĕсем килсе кайрĕç. Вĕсем çакна çирĕплетрĕç, - хальхинче сăмаха тарават ял старости кĕскен хуравларĕ те юманăн туни çине тĕллесе кăтартрĕ.
Унта тимĕртен сварка аппарачĕпе ăсталанă самаях пысăк бирка çакăнса тăрать. Ăна вуласан ним пĕлмен çын та хăйне кирлĕ информацине ăша хывма пултарать. «Сарлака çулçăллă юман - çут çанталăк палăкĕ - 450 çулта. Патшалăх сыхлать. Явапли – В.В.Григорьев» тесе çырнă тимĕр çине.
Курни-илтнипе тĕлĕнсе те, çунатланса Креппите таврăнтăмăр. Çула май мана ял историне лайăх пĕлекен Валерий Владимирович хăй ача чухне лартнă хыр вăрманĕпе паллаштарчĕ, Граждан вăрçи вăхăтĕнче çак вырăнсенче хĕрлисемпе шуррисем хушшинче мĕнле çапăçусем пыни, хальхи вăхăтра унта патрон-гильзăсем тупни çинчен каласа пачĕ. Унăн кашни сăмахне итленĕ май вăл хăйĕн тăван кĕтесне чунпа парăннине, паянхи кунпа çеç мар, ыранхи çинчен те шухăшланине курма пулчĕ. Пуçра ирĕксĕрех «Кашни ялтах çавăн пек çынсем пулсан, çĕршыв кĕске вăхăт хушшинче юмахри тĕнчене çаврăннă пулĕччĕ» текен шухăш çуралчĕ. Шел те, хальлĕхе чăн пурнăç ÿкерчĕкĕ урăхларах.
Паянхи кун кирек мĕнле ялăн малашлăхĕ те кунта пурăнакансенчен нумай килет. Пысăках мар Креппит пирки те çавнах каламалла. Кунти халăх пуçне уснă тесе калаймăн. Вăй-хал çитерсе, укçи-тенкине тупса юсав ĕçĕсем ирттереççĕ, шыв пăрăхĕсене юсаççĕ. Халĕ акă патшалăх пулăшнипе ялти пĕр урама (1200 метр) асфальт çул сарма ĕмĕтленеççĕ. Апла пулсан 20-25 килĕллĕ ял пурăнать-ха. Паллах, кунта йыша тĕртсе, хыçалтан чышса пыраканни кирлĕ, пирĕн Валерий Владимирович пекки.
Валерий Григорьевра вăй-хăват тени виçесĕр. Унăн ылтăн аллисенче кирек мĕнле ĕç инструменчĕ те выляса тăрать. Çемье вара уншăн пĕрремĕш вырăнта. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче колхоз салансан вăл та ыттисем пекех ĕçсĕр тăрса юлнă, анчах пысăк укçа шыраса тăван ялтан тухса кайман, килти хуçалăха аслăлатса аталантарма пуçăннă. Паянхи кун та вĕсем мăшăрĕпе, Валентина Николаевнăпа, 4 пуç ĕне, 3 пăру тата ытти выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Паллах, çакăн чухлĕ килти выльăха алă вăйĕпе кăна тăрантаймăн, техники те кирлĕ. Вĕсене вара кил хуçи чылайăшне хăй аллипе пухса ăсталанă. Тĕрлĕ тимĕр-тăмăра чун кĕртсе кулленхи пурнăçра усă курмалли конструкцисемпе агрегатсем хатĕрленĕ. Кил картинче раритета тухнă ДТ-74 трактора курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм.
- Нумаях пулмасть моторне юсамалла пулчĕ. Кивĕ пулсан та хуçалăхра кирлĕ техника. Çавăнпа та çĕнетме, унтан-кунтан саплама тÿр килет. Пурри çукки мар, кашнинчех çынран тара илейместĕн, - пĕлтерчĕ ăстаçă манăн тĕлĕнĕве сирсе.
Малалли хаçатăн 41№.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Ермеккей районĕ,
Креппит ялĕ.