Пур хыпар та
Çын тата тĕн
28 Июлӗн , 11:39

Илья пророк кунĕ

Август уйăхĕн 2-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Илья е Илле пророк кунне паллă тăваççĕ.

Илья пророк кунĕ

Раççейре Илья пророк чи хисеплĕ те сăваплă çветтуйсен шутне кĕрет. Вăл - чи аслă пророксенчен пĕри, мĕн пĕчĕкрен пуш хирте типĕ тытса, кĕлĕ вуласа пурăннă. Унăн аллинче пуринчен те хăватлă вăйсем пулнă: çиçĕмсемпе аслатисем, çумăрсемпе çил-тăвăлсем. Унсăрăн Илья пророк çĕрпе тăпрана тухăçлăх парать, çимĕçсене тутлăхлăх кÿрет. Тен‚ çавăнпа чăвашсем Илья пророк кунне тепĕр майлă «Илем кунĕ» теççĕ.
Çулла вĕçленмест-ха, çапах кĕр кунĕсем çывхарса килни паллă ĕнтĕ. Утă çулса пухса кĕртесси вĕçленсе пырать. Вырăссем ăна ытарлăн çапла каланă: «Илья пророк - косьбе срок». Вырма ĕçĕсем пуçланаççĕ. Тырă вырма тухсассăн пирвайхи кĕлтене çаран çинчи чечексемпе тата хăюсемпе илемлетнĕ. Унтан çав кĕлтене ял урамĕсемпе йăтса çаврăннă та пÿртри чи лайăх кĕтесе кĕртсе хунă: «Ку кĕлте Илья пророка пирĕнтен парне пултăр»‚ - тенĕ. Çĕнĕ тырăран тутлă çăкăр пĕçерсе çиесси йăлара пулнă, унпа пурне те хăналанă. Сĕтел варринчи çавра çăкăра васкамасăр каснă, чĕллисене пурне те валеçсе тухнă. Пĕрремĕш чĕллине чи аслă та ватă арçынна - хисеплĕ мучие - тыттарнă, вăл вара çĕнĕ тырра (çăкăра) пехил те ырлăх суннă.
«Илья кунĕнче кăнтăрлаччен - çулла, кăнтăрла иртсен - кĕркунне» каларăш пур... Çак кун хурт-хăмăрçăсем вĕллесене тасатаççĕ, карассене касаççĕ, пыл астивсе пăхаççĕ. Илья пророк кунĕ ячĕпе чиркÿсенче хăватлă кĕлĕсем иртеççĕ.
Çынсем çумăр çутарма, йĕпе-сапа вăраха кайсан лайăх çанталăкпа савăнтарма уншăн кĕлĕ тăваççĕ. Çак кун ĕçлеме юраман, çапла туни Илле пророка хисеп тумасăр кÿрентерни шутланнă.
Чăвашсем мĕн ĕлĕкрен ку уява çĕнĕ çĕр улмипе кĕтсе илнĕ. Пирĕн асаннесемпе кукамайсем, асаттесемпе кукаçисем çĕнĕ тухăçа Илле кунĕччен çиме хăйман.
* Халăх сăнанă тăрăх‚ çак кунтан пуçласа кÿлĕри шыв çуллахи пек ăшă мар, сивĕнме тытăнать.
* Çумăр çусан пуян тухăç кĕтнĕ, типĕ пулсан пушара тенĕ.
* Илле кунĕнче пуçтарнă çумăр шывĕ сиплĕ.
* Çак вăхăтран кун самаях кĕскелме пуçлать.
* Илле кунĕнче мĕнле çанталăк тăрать, сентябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çăлаканăн чĕрĕ тăвакан Хĕресне çĕклесе кăтартнă кунра (Воздвижение Креста Господня) та çапла пуласса кĕт.
* Уявра çумăр айне пулакан çын çулталăк тăршшĕпех чирлемест.
* Август уйăхĕн 2-мĕшĕнчен вăрăмтуна çыртма пăрахать.
Ирида МАТНИЯЗОВА.

Автор:Ирида Матниязова