- Кама мĕнле те, мана вара кăçалхи çулла «Уяв» республика праçникне хутшăнакансемпе хăнасем умĕнче аван мар пулчĕ. Амфитеатр йĕри-тавра пĕр йывăç та çук. Хытă хĕртекен хĕвелтен пытанма пĕр сулхăн вырăн пулмарĕ. Манăн пуçра хунавсем лартас шухăш тахçанах çуралнă. Çак ĕçе тума алă кăна çитмен, – каласа пачĕ Алексей Яковлевич. – Ял Канашĕ пулăшнипе, тинех‚ ĕç вырăнтан хускалчĕ. Хунавсене Çтерлĕри вăрман хуçалăхĕн директорĕ‚ район Канашĕ-н депутачĕ Вазир Сагадиев уйăрса пачĕ. Çакăншăн ăна пысăк тав. Ял тата ун йĕри-тавра илемлĕ те хăтлă пултăр. Çуркунне пирĕн тавралăх панулми‚ чие тата çĕмĕрт çеçкисем айне путтăр... Кашни пÿрт умĕнчи пахчара чăрăшсем валли вырăн тупăнтăр. Мĕншĕн тесен вĕсем хĕлĕн-çăвĕн симĕс лараççĕ. Çакă вара яла хăйне евĕрлĕ капăрлăх сăнĕ кĕртĕ. Тавралăха илемлетме хамăр ял çыннисене чĕнсе калатăп. Нумайăшĕ мана ăнланни сисĕнет‚ çакă питĕ савăнтарать.