Пур хыпар та
Ырă пуçару
13 Июнӗн 2019, 13:44

Лайăх кÿршĕ тăвантан та çывăх

2000 çултан пуçласа май уйăхĕн вĕçĕнче пĕтĕм тĕнчипе Кÿршĕсен кунне уявлаççĕ. Кÿршĕсен кунĕ XXI ĕмĕрĕн çĕнĕ‚ хальхи самана ыйтакан праçник шутланать. Ăна французсем шутласа кăларнă.

Паянхи пурнăç «эпир хамăр кÿршĕсене пĕлетпĕр-и?» текен ыйту çуратать. Хуравĕ пĕрре - яланах мар. Хула çыннисем çÿлерех хутра‚ кÿршĕ подъездсемпе çуртсенче пурăнакан кÿршисене пачах та пĕлмеççĕ. Ял çыннисем те пĕр-пĕринчен ютшăнма тытăннă‚ хутшăнусем татăлма пуçланă.
Пĕтĕм тĕнчери кÿршĕсен кунне Сименкке ял Канашĕнче пурăнакансем ăшă та кăмăллă лару-тăрура уявларĕç. Мероприятие Гусаркино ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи лапамра йĕркеленĕччĕ. Кунта тахçанах праçник пулман. Çынсен чунĕсем уяв ыйтни палăрать. Çавăнпа ялта пурăнакансемпе унтан тухса кайнисем пĕр харăс та туслăн пухăнчĕç. Пурте пĕрле лапама плакатсемпе‚ чечексемпе илемлетрĕç. Кил хуçи арăмĕсем пĕçернĕ апат-çимĕçпе уяв сĕтелĕ хатĕрлерĕç. Праçник пуçланчĕ. Чăваш юррисемпе вырăс кĕввисем таврана саланчĕç. Чĕрĕ купăс сасси вара пухăннисене чăваш ташшине пухрĕ. Сименкке культура çурчĕн пултарулăх артисчĕсем гусаркинăсене хăйсен илемлĕ юррисемпе‚ сăввисемпе тата ташшисемпе савăнтарчĕç.
Тепĕр кунне вара сименккесем Кÿршĕсен кунне культура çурчĕн территорийĕнче савăнăçлă та хаваслă уявларĕç. Мероприяти йĕркелесси пирки пĕлтерĕве маларах çакса хунăччĕ. Анчах нумайăшĕ хыпара тăрăхласа, кулкаласа йышăнчĕç.Теприсем (хăшĕсем пĕр-пĕринчен ютшăнмаççĕ‚ туслă хутшăнусем тытса тăраççĕ) палăртнă вырăна вăхăтлă‚ уçă та ырă кăмăлпа килсе çитрĕç. Пĕр ял çыннисем праçнике тĕплĕн хатĕрленнĕ: кÿршисене хăналама вĕри апат‚ салатсем‚ тутлă кукăль-булкăсем‚ пылак апатсем тата компот илсе килнĕ. Пĕршухăшлăх тата пĕрлĕх лару-тăрăвĕнче кÿршĕсем пĕр-пĕрин сĕнĕвне шута илчĕç. Кашни хăйне пысăк коллективăн членĕ пек туйрĕ. Çавăн пекех пухăннисем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç‚ чăваш ташшисем ташларĕç‚ хаваслă вăйăсем вылярĕç. Праçнике йĕркелес ĕçре кашни çын май пур таран тăрăшрĕ. Çавăнпа Кÿршĕ кунне халалланă уяв питĕ кăмăллă иртрĕ. Ялта халăх юррисемпе ачасен кулли илтĕнсен çеç вăл сывă пулĕ ...
Кÿршĕ-аршăсем уяв сĕтелли хушшинче пухăнсан‚ сиплĕ те тутлă чейне ĕçсен Валериан Борисов пĕр ял çыннисене хăйĕн йăх-несĕл йывăççипе паллаштарчĕ. Вăл 16 сыпăкран тăрать иккен. Валериан Вениаминович ăру-йăх йĕркине тимлĕ тишкернĕ чух пирĕн ял историне те асăнса хăварнă. Питĕ шел‚ паянхи кун Сименкке ял историйĕ ытти ялсенчи пекех туллин те анлăн тĕпченмен. Унăн иртнĕ пурнăçĕ питĕ нумай тупсăм пытарса усрать. Иван Грозный вăхăтĕнчи христианизаципе çыхăннă йывăрлăхсене пула республикăри ялсен историйĕсене тĕплĕ тишкерсе пулмасть. Çавăнпа та ялсенче тахçанах пурăнакансем каласа пани пĕрре те ытлашши мар.
Надежда УХАТКИНА‚
вулавăш ĕçченĕ.
Пелепей районĕ‚ Кивĕ Сименкке ялĕ.
Читайте нас: