Пур хыпар та
Ырă пуçару
10 Июлӗн 2019, 16:44

Ача-пăча лапамĕ – ял илемĕ

2018 çулта атте-анне патне Тÿртÿллĕ ялне хăнана килсессĕн (эпир яла кашни çулах килсе çÿретпĕр) хурăнсем ÿсекен вăрман хĕрринче тĕлĕнмелле ырă улшăнусем пулса иртнине асăрхарăмăр: чуччу çакăнса тăракан вырăнта клумбăсем ÿссе ларнă, ирпе тата каçпа ачасем чечек шăварма шыв йăтаççĕ. Çак ĕçе пуçараканĕ тата йĕркелесе пыраканĕ – педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ĕмĕрĕ тăршшĕпе вырăнти шкулта вырăс чĕлхипе литература учителĕ, пĕр вăхăт шкул директорĕ пулса ĕçленĕ Ю.Н. Захарова. Юлия Никитична ачасемпе пĕрле çĕр лаптăкне çÿп-çапран тасатнă, йăрансем туса чечексем лартнă.

«Ĕнерхи учительсем пулмаççĕ» тесе калаççĕ. Юлия Никитична пенсире пулсан та хăй пурнăçне ачасемсĕр куç умне кăларса тăратма пултараймасть. Çакă учитель ĕçĕ уншăн специальность çеç мар, чун туртни, пурнăç ĕçĕ пулнине питĕ лайăх çирĕплетет. Вăл хăй мăшăрĕпе, физика учителĕ пулса ĕçленĕ Валерий Васильевич Захаровпа (шел пулин те, иртнĕ çул вăл çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ) виçĕ ача, Татьяна, Владимир, Снежана çуратса, тивĕçлĕ воспитани парса ÿстернĕ. Ачисем вара ашшĕпе амăшне тĕлĕнмелле мăнуксем парнеленĕ.
Кăçал чуччусем ларакан вырăна эпир паллаймарăмăр та. Кунта чăн-чăн ача-пăча хули вырнаçнă тейĕн. Юлия Никитична çак ĕçе хăйĕн вĕренекенĕсене çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене те, ял çыннисене те явăçтарнă. Çапла вăрман уçланкинче, юмахри пек, асамлă хула ÿссе ларнă. Çакăн валли мĕн чухлĕ ăсталăх, илемлĕхе курма, туйма, чи пĕлтерĕшли - ачасене юратни, ăнланни, çынсен психологине, аслисемпе кĕçĕннисене пĕрлештерме пĕлни кирлĕ.
Ачасемпе аслисене валли тăватă тĕрлĕ чуччу, баскетбол корзинисем, хăйăр çинче вылямалли лапам, пĕчĕк çурт, юмахри сăнарсем (виçĕ упа тата Машенька, виçĕ сысна çури, ватă кинемипе 2 савăнăçлă хур, ÿплери илемлĕ йытă), кустăрмасенчен тунă спорт сукмакĕсем хатĕрленĕ. Вĕсем çине хăпарса утма та, чупма та пулать. Ман чунра тарăн йĕр хăварнă япаласенчен пĕри вăл – кивĕ, юрăхсăра тухнă партăсем. Ачасен ашшĕ-амăшсем вĕсене юсаса йĕркене кĕртнĕ, симĕс сăрпа сăрланă. Халĕ вĕсем çĕнĕ пекех курăнаççĕ. Парта пирки уйрăм сăмах калас килет. Вĕсем маншăн чăн-чăн парне вырăннех пулчĕç. Пирĕн ачалăхран, совет самани вăхăтĕнчен салам каланă евĕр туйăнчĕç. Эпир пĕчĕк чухне партăсене ачасен çÿллĕшне кура тата санитари нормисене пăхăнса суйлатчĕç. Парта çийĕнче тайлăм (наклон), ручкăсемпе чернил савăчĕсем лартма ятарласа тунă шăтăк пур, урана хурса лармалли урлине те тунă. Çакăн пек партăсем хушшинче эпир тăрăшса пĕрремĕш патаксемпе çекĕлсем çырма вĕреннĕ. Хитре пулсан тем пекех савăнаттăмăр.
Халĕ те вăрах чăтса тăраймарăм, ачалăхри парта хушшине кĕрсе лартăм. Епле меллĕ те канлĕ. Йĕри-тавра илемлĕ хурăнсем. Вĕсен сулхăнĕнче шăрăх мар. Вăркăш çилĕ тинĕсри бриз евĕр уçă та сулхăн сывлăш илсе килет.
Кайăксем юрлаççĕ, куккук авăтать. Кунта çăтмах евĕр. Пурне те тасатнă, кирлĕ мар тĕмсемпе хыт-хурасене кăкланă. Ачасем мана çавăрса илчĕç те эпĕ вĕсемпе викторина тата шухăшлава аталантармалли вăйăсем ирттерме пуçларăм. Шăпăрлансем хавхалансах ман ыйтусем çине хуравларĕç. Хăйсен черетне кĕтнĕ май тарзанка çинче çакăнса тăчĕç, спорт сукмакĕсем тăрăх чупрĕç. Мĕн тери меллĕ, ункайлă.
Ача-пăча лапамне тăвас, ăна тирпей-илем кĕртес ĕçе хутшăннă Юлия Никитичнăна, унăн вĕренекенĕсене, ашшĕ-амăшĕсене, Тÿртÿллĕ ялĕнче пурăнакансене пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Марина КИРИЛЛОВА (КОСОУРОВА).
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.
Читайте нас: