А.Г. Николаев тивлечĕпе эпир хамăр халăха тата та ытларах юратма, хисеплеме, хамăр чăваш пулнишĕн мăнаçланма пуçларăмăр. Анчах идеологи ĕçĕнче Андриян Николаев ячĕпе сайра хутра çеç усă куратпăр çав. Вăл вара наци геройĕн ятне тивĕç. Чăвашсем пурăнакан ялсенчи урамсене, шкулсене (тĕслĕхрен, вăл пĕр хутчен çеç мар пулнă Толбазă ялĕнче) Андриян Григорьев ятне памалла. Вĕçевçĕн çар биографийĕнчи нумай самант пирĕншĕн паллă мар. Вăхăт иртнĕçемĕн ун çинчен ытларах информаци тупăнасса шанатпăр.
Пирĕн тăрăхра наци геройĕсене чыслама пĕлеççĕ. Анчах республикăра ку таранччен А.Г. Николаев музейĕ пулман-ха. Телее, пăр вырăнтан тапранчĕ темелле. Çак ĕçĕн пуçаруçи – ПР чăваш культура обществи. Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулĕ музей валли 23№ шкулта (вăл ЧВШ филиалĕ шутланать) 25 тăваткал метр вырăн уйăрнă. Çулталăк тăршшĕпе 30 яхăн экспонат, 370 сăн ÿкерчĕк, видеофильм, А.Г. Николаевăн чĕрĕ сассине пуçтарнă. Музее малалла аталантармалла. Ун валли кирлĕ документсем хатĕрлемелле. Кăçалхи июнь уйăхĕн 21-мĕшĕнче ПР регионти чăвашсен наципе культура автономийĕпе Чăваш Республикинчи Космонавтика музейĕ пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси çинчен алă пусрĕç. Унпа килĕшÿллĕн Ĕпхÿри А.Г. Николаев ячĕллĕ музей Космонавтика музейĕн филиалĕ шутланĕ. Çак килĕшÿ ăна малалла аталанма пулăшса пырĕ. Килĕшĕве ПР чăваш культура обществин председателĕ Ю.П. Михайловпа космонавтика музейĕн директорĕ А.Н. Тукмаков тунă.
Çывăх вăхăтра общество правленийĕн ларăвĕнче музея аталантармалли çул-йĕре сÿтсе явĕç, унăн директорне палăртĕç. Музей ертÿçи Андриян Николаев хĕсметре тăнă çăлтăрлă хуласенче пулса курĕ, Чăваш Енре çуралса ÿснĕ, халĕ Мускав хулинче пурăнакан «Тăван çĕршыв ывăлĕсем» офицерсен пĕрлешĕвĕн ертÿçисемпе тĕл пулĕ. Музей валли уйăрнă вырăна йĕркене кĕртсе, унта тĕнче уçлăхĕнче пулнисене хисеплекенсем тăтăшах килсе çÿрессе шанатпăр.