Акă, сăн ÿкерчĕк çинчи çуртах хамăр куçпа хак парар. Чăн малтанах вăл пĕр-пĕр чаплă ресторана е казино çуртне аса илтерет пек. Анчах та йăнăшатпăр. Ку вăл Мияки районĕнчи Еспуç ялĕнче çак кунсенче уçăлнă çĕнĕ те капмар лавкка. Унăн хуçи – çак ялта çуралса ÿснĕ Сергей Ефремов предприниматель, «Ефремов и Ко» компани ертÿçи. Сергей Геннадьевич мăшăрĕпе, Инна Вениаминовнăпа, тата хĕрĕпе Çтерлĕ хулинче пурăнать пулсан та тăван ялне манмасть.
Лавкка уçăлнă ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă митинга (вăл октябрь уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртрĕ) хуçасен савăнăçне пĕрле пайлама еспуçсемсĕр пуçне район администрацин пуçлăхĕн çумĕсем Светлана Атангуловапа Рустэм Нургалеев, районти депутатсен Канашĕн председателĕ Александр Петров тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Вырăнти «Еспуç çăлкуçĕсем», «Мерчен» ушкăнсемпе Çĕнĕ Хурамалпа Тимешри «Сувар» тата «Çăлкуç» халăх ансамблĕсем уява чăвашлăх сĕмĕ кĕртрĕç, пухăннисене юрă-ташă картине йыхравларĕç. Çак церемоние хутшăннă май мана пĕр ыйту шухăша ячĕ: «Юмахри пек кермене урăх вырăнта, калăпăр çав Çтерлĕрех, лартнă пулсан тупăшĕ ытларах пулмĕччĕ-ши?» Каярах уява хутшăнакан ытти хăнасен хушшинче те çакăн çинчен калаçнине илтме тÿр килчĕ. Анчах та эпир йăнăшнă иккен, ĕç-пуçĕ укçара çеç тытăнса тăмасть - ялăн малашлăхĕпе çыхăннă. Çакна Сергей Геннадьевич лавккана уçас умĕн хăю каснă вăхăтра чунне уçса çирĕплетрĕ.
- Хаклă ял-йышсем, хисеплĕ хăнасем тăван ял маншăн чи хаклă кĕтессенчен пĕри. Унăн пуласлăхĕ пирĕн алăра. Паян эпĕ çакăн пек çурт хăпартма пултартăм пулсан, тепĕр 10-15 çултан çамрăксем манăн тĕслĕхе асра тытса тепĕр çĕнĕ объект хута ярĕç. Çакна эпĕ шанатăп. Тупăшшăн мар, тăван ял малашлăхĕшĕн ĕçлемелле пултăр, - терĕ «Ефремов и Ко» компани ертÿçи.
Çуртăн ăш-чикĕпе паллашнă май çакна каласа хăвармалла. Строительсем кунта виçĕ çул çурă тăрăшнă. Тар тăкни сая кайман, пÿлĕмсемпе цехри илемпе хăтлăх Европа шайĕнчен нимпе те кая мар. Виçĕ хутлă «керменри» (путвала шута илсен) 700 тăваткал метр çинче суту-илÿ залĕ, çăкăр пĕçермелли тата кондитер таварĕсем хатĕрлемелли цех, хатĕр продукципе чĕрĕ тавар упрамалли склад, администраци пÿлĕмĕсем тата душпа сауна вырнаçнă. Кĕскен каласан, шала кĕрсен, часах тухас килмест, пурне те тытса е уçса пăхас килет.
Ялти лавккана уçнă хыççăн тавар туянас кăмăллисем унта васкарĕç. Унтан юнашарти культура çуртĕнче савăнăçлă концерт иртрĕ. Лăк тулли залра хăйпултарулăх ушкăнĕсемпе, вырăнти уйрăм юрăçсем - Марина Павлова, Татьяна Захарова, Николайпа Сергей Порожейко, Гузель Сафиуллина, Ульяна Васильева вĕренекен - Республика кунне тата ялти пĕлтерĕшлĕ пулăма халалланă уявра хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.