Пур хыпар та
Ырă пуçару
8 Сентябрӗн 2021, 10:19

Кинчеккейсен стели тĕслĕх вырăнне

Юлашки вăхăтра яла пырса кĕнĕ çĕрте стелăсем (ял юписем) вырнаçтарасси анлă сарăлса пырать. Пушкăртстанра çеç мар, тĕрлĕ регионсенче те. Хуласенче вăл тахçанах пурнăçа кĕнĕ. Çакă ял-хула сăнне илем кÿрет тата истори страницисене тарăнрах тишкермеллине асăрхаттарать. Ытларах çак пулăма вырăнти халăх ял юбилейĕсемпе çыхăнтарать.

Кинчеккейсен стели тĕслĕх вырăнне
Кинчеккейсен стели тĕслĕх вырăнне

Федоровка районĕнчи Кинчеккей ял юписем пирки те çавнах каламалла. Вĕсене çак кунсенче вырнаçтарнă (пĕрне Денискино ялĕ енчен пырса кĕнĕ çĕрте, теприне - Атяшево енчен). Çитес çул Кинчеккей 95 çул тултарать. Татса калаймастăп, тен, ял хастарĕсем 100 çула кĕтсе илме те хатĕрленеççĕ-тĕр.
Çак пархатарлă ĕçе пуçараканни вара Федоровка салинче пурăнакан Аркадий Русаков çыравçă пулнă. Вăлах кирлĕ строительство материалĕсене тупса хатĕрленĕ, ĕçе тума пултаракан ăста электросварщика тупнă. Ыттине вара, хатĕр юпасене вырнаçтарма, ял халăхĕ Валерий Семенов старостăпа нимене пухăннă, пĕр эрне хушшинче палăртнă ĕçе вĕçне çитернĕ. Пархатарлă ĕçе Петр Русаков, Тимофей Ерохин, Юрий Данилов, Михаил Савельев тата ытти ял хастарĕсем кăмăлтан хутшăннине палăртмалла. Паллах, ял халăхĕ тата Кинчеккейре çуралса ÿссе урăх çĕре тухса кайнисем те пăрăнса юлман. Вĕсем тăкаксене саплаштарма 100 пин тенкĕ ытла нухрат пухнă. Çакă та ĕçе кал-кал тума, пысăк пахалăхпа пурнăçа кĕртме пулăшнă.
Стела эскизĕ те хăйне евĕрлĕ пулса тухнă. Ăна туса хатĕрлес ĕçе Аркадий Русаков, Вячеслав Ерохин тата Саратов облаçĕнчи Балаково хулинче пурăнакан Василий Якушов чăваш хастарĕсен пуçару ушкăнĕ хутшăннă. Вĕсем чăваш паллисене (элеменчĕсене) тĕпе хуни куç кĕрет. Сăмахран, сарă тĕс чăваш ялавне аса илтерет, вăл пирĕн халăхăн чи илемлĕ тĕсĕ пулнă. Пурнăç йывăççиллĕ чăваш тĕрри те чĕрере мăнаçлăх туйăмĕсем çуратать. Пурнăç йывăçĕ чăваш халăхĕн авалхи пурнăç çулне кăтартса панă. Йывăçăн хĕрлĕ тĕсĕ чăвашсем яланах хăйсен ирĕклĕхĕшĕн пулнине, хăйсен йăла-йĕркине упраса хăварнине пĕлтернĕ.
Çак илеме курса савăннă май, ирĕксĕрех кинчеккейсен стели ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнне пулса тăнă темелле. Вĕсен пуçарăвĕпе тăван ял малашлăхĕшĕн тăрăшакан ытти вырăнсенчи йăхташсем те «чирлесен» питĕ те аван пулмалла.
Юрий МИХАЙЛОВ.
Федоровка районĕ
Кинчеккей ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: