Çĕр – пирĕн кил-çурт. Кашни çын хăй çуралса ÿснĕ вырăна ытларах килĕштерет. Тăван тавралăх пурнăç тăршшĕпех асран тухмасть. Çут çанталăк пире яланах пулăшма хатĕр. Канма та чĕнет, çимӗçне те парнелет, сывлăшпа шыв та парать, сиплет те. Пирĕн те уншăн тăрăшмалла.
Эпир çĕр аннемĕрĕн, мĕн пур чĕрĕ çут тĕнчен пусмăрçине çаврăнмастпăр-и капла? Юхан шывсем, çăлкуçсем типеççĕ, тÿремлĕхсем çырма-çатрана куçаççĕ, ката вăрмансем хăраççĕ, çĕр пулăхлăхĕ чухăнланать, кайăк-кĕшĕкпе чĕр чун сасси илтĕнме пăрахать... Çакна кулленхи пурнăç çаврăмĕнче асăрхамастпăр та вĕт.
Çын хӑйне çӗрӗн хуçи тесе шутлать. Ахальтен мар чăваш литература классикĕ К.Иванов та çак йĕркесене шăрçаланă:
«Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен.
Шывсем çинче, çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать…»
Юрӗ, хуçи этем пултӑр. Апла пулсан вӑл тавралӑха упрама тивӗç. Мӗншӗн тесен, çын çут çанталăкăн уйрăлми пайĕ. Ăна тĕп тусан епле тата ӑçта пурӑнас тет-ши вӑл?
Çакна ăнланакансем Федоровка районĕнчи хастар çынсем çăвĕпех пуçтарăнса ялти пĕвесемпе кÿлĕсене тасатаççĕ.
Акă кĕрхи ăшă кунсем тăнă чух вĕсем хăйсен çемйисемпе тухрĕç. Пуçараканĕ кашнинчех пĕри – Анатолий Ринатович Митрофанов. Хăй халĕ Эрĕнпур тăрăхĕнчи Шарлык ялĕнче пурăнать пулсан та, вăл Пушкăртстанри Уралпа Ашкатар ялĕсенче çуралса ÿснĕ. Тăван тăрăх патриочĕ хăйпе пĕрле ыттисене Ашкатарпа Урал ялĕнчи шывсене тасатма йыхравланă.
Йĕри-тавра выртакан пушă савăт-сапасене, пакетсене, ванчăк-канчăксене хутаçсем ăшне пуçтарнă. Хальхинче те çак ĕçе хутшăнакансем йышлăн пулчĕç – Анатолий Митрофанов, Константин Федоров, Александр Русаков, Анатолий Русаков, Владимир Рыбаков, Владимир Семенов, Иван Максимов тата вĕсен çемйисем.
Арçынсем мӗн пӗчӗкрен хăйсен ачисене те тӑван тавралӑха упрама, тасатма, унӑн илемӗпе киленме вӗрентеççĕ.
Çут çанталăк илемĕ çын чунне çĕклентерсе, хавхалантарса тăрать, канăçлăх кÿрет, хуйха-суйха сирет. Çавăнпа та хаклă ял-йышсем, канакансем, пулăçсем хăвăр хыçăртан тархасшăн çÿп-çапа пуçтарăр! Хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Хамăрăн çĕр çинчи çак тивĕçе манас марччĕ.
Ирина СЕМЕНОВА.
Федоровка районĕ, Ашкатар ялĕ.