1990 ҫул вăрҫă паттăрĕсене чысласа Слакпуҫ ялĕнче мемориал паркĕ уҫнăччĕ. Унта вăрҫăра хăрушă тăшманпа кĕрешнĕ паттăрсен ячĕсене ҫырнă хăма ҫинче 337 ят кăначчĕ. Çулсем иртнĕ май, паттăрсен шучĕ ӳссе пычĕ. Мĕнле майпа? Пĕри кĕрсе вулать те калать: «Эпĕ хамăн асаттен ятне тупаймарăм», – тет. Çапла кашни хăйĕн ашшĕн е кукашшĕн ятне ҫырса хăварать. Ялти ветерансен Канашĕн председателĕ В.П. Павлова ертсе пынипе вăрҫă архивĕпе тата хуҫалăх кĕнекисене тĕрĕслесе тухнă хыҫҫăн вăрҫăра пулнă салтаксен ушкăнĕ 743 ҫынна ҫитрĕ. Вĕсенчен 438-шĕ вăрҫăран таврăннă, 305-шĕ вăрҫă хирĕнче выртса юлнă. Çĕнтерӳ кунĕ тĕлне 743 паттăр ятне ҫĕнĕрен гранит хăма ҫине ҫырса хутăмăр.
Паллах, вăхăт иртнĕҫемĕн мемориал паркĕ те кивелсе пырать. Асăну хăми ҫакнă кирпĕчĕсем «ак, ишĕлетпĕр» тенĕн туйăнать. Çавăнпа пурне те ҫĕнетмелле е тӳрлетмелле.
Январь уйăхĕн 21-мĕшĕнче халăх культура çуртне пухăнчĕ. Унта вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна (ППМИ) хутшăнасси тата ялта мĕнле вырăна ҫĕнетмелли пирки ыйту хускатрĕç. Пулăшу кирлĕ вырăнсем: культура çуртне юсамалла (маччаран шыв каять, чӳречисене улăштармалла), шкулăн чӳречисене улăштарса пĕтермелле (тата 10 чӳрече юлнă), мемориал паркне тирпей-илем кĕртмелле.
Пухăннисем пурте программăна хутшăнма кăмăл турĕҫ. Çĕнетсе юсамалли вырăна (мемориал паркне) суйласа илчĕҫ, алă ҫĕклесе сасăларĕҫ – хирĕҫ пулакан пулмарĕ.
Мемориал паркĕнче тумалли ĕҫсем пайтах: гранит хăмана ҫакмалли вырăна ҫĕнĕрен хăпартмалла, хӳмине тӳрлетмелле, ҫутă ирттермелле, плакачĕсене ҫĕнетмелле тата ыт.те.
Пирĕн ĕмĕтсем пурнăҫланасса шанатпăр. Ялта мемориал паркĕ пулни питĕ кирлĕ. Хăрушă вăрҫă ҫинчен пĕлекен ҫынсем кашни ҫул сахалланса пыраҫҫĕ. Çак таса та сăваплă вырăн пулас ҫамрăк ăрăва яланах паттăрсем ҫинчен аса илтерсе тăрĕ.
Эпир паттăрсене яланах чĕрере усратпăр, пуҫ таятпăр! Чыс та хисеп ялăн паттăр ывăл-хĕрĕсене!
Елена ДАНИЛОВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.