Урал сасси
+4 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Ырă пуçару
27 Июлӗн 2022, 09:00

Эпир – хастар пенсионерсем

Эпир, Пишпÿлек тăрăхне кĕрекен Хушăлка ялĕнчи Çамрăксен урамĕнче пурăнакан пенсионерсем, Н.С. Васильев, В.В. Гаврилов, А.И. Петров (вăлах çак йĕркесен авторĕ), Г.В. Семенов, В.И. Яковлев, хамăр урам пуçламăшĕнче спорт лапамĕ йĕркелерĕмĕр.

Эпир – хастар пенсионерсем
Эпир – хастар пенсионерсем

Çак ĕçе икĕ çул каяллах тытăннăччĕ. Ун чухне футбол тата баскетбол вăййисем вылямалли лапам валли юпасем лартрăмăр. Кăçал футбол хапхин юписене ылмаштартăмăр, турник турăмăр, волейбол сетки карма юпасем лартрăмăр. Юписене пурне те В.А. Сергеев илсе килсе пачĕ. Çавăн пекех баскетбол лапамĕ валли те тепĕр тимĕр юпа лартрăмăр. Волейбол сеткипе вырăнти шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçлекен И.В. Газизов тивĕçтерчĕ. Пире, тивĕçлĕ канури çынсене, çак ĕçре çамрăксем те – Г.А. Женжуров, Н.А. Женжуров, В.И. Гурьянов, Э.В. Гаврилов - пулăшрĕç.
Çу кунĕсем пуçлансан спортплощадкăри курăка çулса тасатрăмăр. Ăна пирĕн мăнуксем пуçтарчĕç. Кăçал волейбол площадкине хăйăр турттарса тикĕслеме шутларăмăр. Тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă ĕç Н.С. Васильев, В.В. Гаврилов, В.Е. Линев, Г.П. Петров, В.И. Яковлев тăрăшнипе пурнăçланчĕ.
Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хушăлка ял Канашне кĕрекен Çирĕклĕтамак паççулккинче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ И.К. Степанов çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Ăна халалласа çамрăксем спорт лапамĕнче мини-футбол ирттерчĕç. Эпир, аслă ăрурисем, юнашар паркра саксемпе сĕтел вырнаçтарса лартрăмăр. Пушă вăхăтра сулхăнра ларса канма питĕ аван. Пирĕн ĕç çитĕнекен ăрăва спортпа туслашма, сывлăхлă пурнăç йĕрки илсе пыма, ĕçе хăнăхма вĕрентессе шанас килет.
Анатолий ПЕТРОВ.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.

Эпир – хастар пенсионерсем
Эпир – хастар пенсионерсем
Эпир – хастар пенсионерсем
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: