Мияки районĕнчи Кекен ялĕнче Константин Иванов ячĕллĕ музей пур. Хăй вăхăтĕнче çак çуртра чăваш классикĕ Константин Васильевич вĕреннĕ. Музейра вăл вĕреннĕ чухне ларнă парта та сыхланса юлнă. Çавăн пекех унта ял, шкул историйĕ, Граждан тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçисем çинчен сахал мар материалсем, XVIII-XIX ĕмĕрсенче усă курнă килти ăпăр-тапăр упранать. Нумай çул тăршшĕ музей валли экспонатсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă темелле. Шел пулин те, вăхăт иртнĕ май ун çинчен пурте мана пуçланă.
Тӗнче яланах пуçаруллă тата пулӑшу пама хатӗр, хастар та уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Пирĕн ялта та çавăн пек çынсем çителĕклĕ.Историллĕ пĕлÿ паракан вырăна çамрăк ăру валли сыхласа хăварас тесе Раиса Клавдиевна Яковлевапа Софья Ивановна Спиридонова музейра тĕплĕ тирпейлÿ (генеральная уборка) йĕркеленĕ, пулăшас текенсене те йыхравланă. Виçĕ пÿлĕмре тирпейпе илем кĕртнĕ, çунă, тасатнă, якатнă, биркăсем пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ. Музей йĕри-тавра çÿп-çапсене, типĕ курăк-патаксене те пухса тухнă. Çак ĕçĕ 15 çынна явăçтарнă. Вĕсен ячĕсене те асăнса хăварас килет: Н.В. Сергеева, Л.А. Филиппова, Р.К. Яковлева, Т.Н. Алексеева, М.С. Матвеева, З.С. Шуркова, Л.Е. Филиппова, И.Г. Шуркова, С.Н. Ефремова, А.В. Яковлева тата В.А. Сергеева ачисемпе. Çак хастарсене чĕререн тухакан чи ырă сăмахсене калас килет. Тавтапуç сире, пуçаруллă ял çыннисем, ырӑ кӑмӑлăршăн тата пирӗн музее сыхласа хăварма кӑмӑл тунӑшӑн. Эсир туса ирттернĕ ĕç пирĕн ял пурнăçĕшĕн сисӗнмелле пысӑк тӳпе тата пулӑшу пулса тăчĕ.
Черетлĕ халăх пухăвĕнче музей ыйтăвне хускатрăмăр. Хĕл лариччен унăн умне çĕнетме палăртрăмăр. Унсăр пуçне шкул ачисемпе ача сачĕсен воспитанникĕсем валли тĕрлĕ йышши пĕлÿ паракан экскурсисем ирттерме шут тытрăмăр. Çак ĕç çамрăк ăрăва аваллăха асра тытма, музея хаваспа çÿреме, ăна сыхлама хăнăхтарасса шанатпăр.
Валерий КОНСТАНТИНОВ, ял старости.
Мияки районĕ, Кекен ялĕ.