Виçĕ çул ĕнтĕ Пишпÿлек районĕнчи Ситек ялĕ пирки республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те ырă хыпар çÿрет. Çакă пурте Иванпа Людмила Григорьевсен çемйипе çыхăннă.
Мăшăр 1984 çултах Нефтеюганск хулине ĕçлеме тухса кайнă пулнă. Пенси çулне çитсен вĕсене тăван кĕтес каялла туртса илнĕ. Вĕсем Ситек ялне таврăннă. Ашшĕ-амăшĕн çуртне юсаса çĕнетнĕ, сад пахчи ĕрчетме пуçланă. Кĕскен каласан ял пурнăçне хăнăхнă.
«Пиртен çынсем эсир мĕнле çурçĕрти хула пурнăçне пăрахса яла килме пултартăр тесе ыйтатчĕç. Ĕпхÿре е Пелепей хулинче те тымар яма пултарнă тетчĕç. Е тата район центрĕнче те пурăнма пултарнă. Эпĕ ялта çуралнă, çавăнпа та чун унтах туртнă. Хамăн çуртра, хамăн хуçалăхпа пурăнма килĕшет мана. Атте-анне килне юсаса çĕнетрĕмĕр, пахча çимĕç çитĕнтерме, чăх-чĕп тытма пуçларăмăр. Мана хамăн алăпа мĕнле те пулсан ĕç туни, ăсталани хавхалантарать», – каласа пачĕ «Башинформ» агентствăна Иван Кириллович.
«Тивĕçлĕ канăва тухсан тепĕр икĕ çул ĕçленĕ хыççăн яла таврăнма шутларăмăр. Çак йышăнăва, паллах, пĕрле тунă. Кирек мĕнле ĕçе те пĕрле канашласа пурнăçа кĕртетпĕр. Эпĕ яланах эпир пĕр çыхăра тесе çирĕплететĕп», - мăшăрĕн сăмахĕсем çумне хушса хурать Людмила Михайловна.
Пĕр шутласан тивĕçлĕ канăва кайсан ялта хăвăншăн çеç савăнса пурăнмала пек, анчах та Иван Кирилловичăн чун-чĕри пысăк ĕçшĕн çуннă. Çавна пулах мăшăр ял пурнăçне хастар хутшăнма тытăннă: çăлкуçсене тирпей-илем кĕртнĕ, субботниксене çÿренĕ, йывăçсем лартнă, ял халăхĕ валли уявсем йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах хăй хыççăн ырă йĕр хăварас текен шухăш пуçран тухман. Малтанах ялта чиркÿ е кĕлĕ çурчĕ лартма ĕмĕт çуралнă. Каярах ялти аслă ăрăва асра тытса тата чăваш культурине ăша хывса музей йĕркелеме шут тытнă.
2018 çулта ялти колхоз кантурĕ çĕнĕ çурта куçсан кивви пушаннă. Иван Григорьев Юрий Ивановпа (кивĕ кантурăн хуçи) калаçса пăхнă. Колхоз председателĕ çурта укçасăрах пама килĕшнĕ. Унсăр пуçне çуртăн тăррине çĕнетме пулăшнă, паянхи кун та коммуналлă тăкаксене саплаштарма майсем тупать.
«Хамăр ялта мĕн те пулсан интересли, чуна савăнтарма куçа курăнмалли тăвас килетчĕ. Çав пулăм чăваш йăли-йĕркине, юрри-кĕввине асра тытма пулăштăр теттĕм. Çынсем пирĕн аслă ăру мĕн ĕçлесе пурăннине, мĕнле юрă-кĕвĕ инструменчĕсемпе тата ĕç хатĕрĕсемпе усă курнине пĕлччĕр. Йăла-йĕркене ан манччăр. Хамăн хыççăн ырă йĕр, ырă аса илÿ хăварас килет. Тăван ял ан пĕттĕр, ял çыннисем унпа мăнаçланччăр», – чунне уçса калаçрĕ Иван Григорьев.
Экспонатсене килсем тăрăх çÿресе пĕчĕккĕн пуçтарнă. Ял çыннисем авалхи япаласене кăмăлтан панă. Çулталăк хушши музее çуса тасатса йĕркене кĕртнĕ. Паллах, ялти çынсем те çак пархатарлă ĕçрен пăрăнса юлман, кам мĕнпе пулăшма пултарнă çавăнпа пулăшнă. Çапла майпа Ситек ялĕнче «Асанне арчи» музей уçăлнă.
«Музей ятне ăнсăртран çапла паман. Ĕлĕк-авал пирĕн асанне-кукамайсем хаклă япаласене арчара тытнă. Вăл ламран-лама куçнă. Шăпах çавăнпа çакăн пек ят панă та. Эпир хамăрăн «Асанне арчинче» ял историне, кунта пурăннă çынсем çинчен ырă астăвăм упратпăр», – тет Людмила Григорьева.
Пуян экспозици центрĕ темиçе пайран тăрать. Кил картинче шыв арманĕ, тимĕрçĕ станокĕ, лаша урапи, икĕ суха, пусă, кивĕ вĕллесем вырнаçнă.
Музейре яла халалланă кĕтес пур. Стендсем çинче ял мĕнле пуçланса кайса аталанни çинчен каласа паракан информаци вырнаçтарнă. Ситек ялĕн гербĕпе гимнне те кунтах курма пулать. Çарпа патриотизм пÿлĕмĕнче фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсен сăн ÿкерчĕкĕсем, наградисем, çырăвĕсем, докуменчĕсем упранаççĕ. «Ялăн паллă çыннисем» стенда пултаруллă ентешсене халалланă.
Ĕç хатĕрĕсен пÿлĕмĕнче мăн асаттесемпе асаннесен вăхăтĕнче усă курнă экспонатсем упранаççĕ. Вĕсене ялти килсем тăрăх çÿресе пуçтарнă. Унсăр пуçне ал ĕç ăстисем тунă япаласене курма пулать: тĕрĕсем, авнă карçинккасем…
Тепĕр пÿлĕме совет саманинчи шкула халалланă. Экспозици ялти вĕрентÿ тытăмĕн историйĕ, директорсемпе вĕрентекенсем çинчен каласа парать. Кунтах шкулти хатĕрсене – кĕнеке-журналсене, чернилница – курма пулать. Унсăр пуçне сентресем çинче пĕрремĕш телевизорсемпе радиоприемниксем, фотоаппаратсем, утюгсем вырнаçнă.
Хăнасемшĕн чăваш çуртне кĕрсе курасси те кăсăк пулмалла. Унăн ăшĕнче кил-çуртри япаласем нумай. 150 çул каялла хатĕрленĕ хĕрарăмсен пуçа тăхăнмалли япаласем те хаклă экспонатсем шутланаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан музейре курмалли, хак памалли экспонатсем çителĕклех.
«Мĕнпур экспонат хаклă, кашнин хăйĕн историйĕ пур. Тĕлĕнмелле те çав япаласене мĕнле тунă-ши, вĕсемпе мĕнле усă курнă-ши? Акă, сăмахран шыв арманĕ. Унпа тырă авăртнă. Мĕн чухлĕ çынна вăл усă кÿмен-ши? Халĕ вăл музей картишĕнче ларать. Интереслĕ экспонатсем пирĕн çителĕклех», – паллаштарать Иван Кириллович.
«Асанне арчи» ялăн центрĕ пулса тăнă, унта пурнăç вĕрет. Музее килсе çÿрекенсем вăл хăйне евĕрлĕ пулнине палăртаççĕ. Экскурсисене Иван Кириллович тата истори учителĕ пулнă Людмила Романова ирттереççĕ.
«Экскурсисене районти вĕренекенсем, çемьесем килеççĕ. Ял витĕр иртсе çÿрекенсем чарăнса кĕрсе тухаççĕ. «Асанне арчине» артистсемпе блогерсем килеççĕ. Америка çынни те пулнăччĕ. Çавăнпа та тунсăхлама пирĕн вăхăт çук, тулли пурнăçпа пурăнатпăр», – пĕтĕмлетрĕ Людмила Михайловна.
Çапах Григорьевсен çемйи çакăнпа çеç чарăнса тăмасть. Музей вăхăт иртнĕ май наци культура центрне çаврăннă. Кунта «Çеçпĕл» фольклор ушкăнне йĕркеленĕ. Унăн хастарĕсем чăваш халăхĕн юрри-кĕввине шăрантараççĕ, ташшине ташлаççĕ, вăййисене выляççĕ. Халăх коллективĕн репертуарĕ пуян та анлă, ăна анлăлатма ялти ватăсем пулăшаççĕ.
Людмила Михайловнан ĕç опычĕ те вырăнлă пулса тухнă. Вăл ĕмĕрĕпех культура сферинче ĕçленĕ. Сăмах май, вăл Хушăлка ялĕнчен. 1978 çулта Ситеке клубра илемлĕх ертÿçи пулса ĕçлеме килнĕ. Шăпах çав вăхăтра Иван Кирилловичпа паллашнă.
Фольклор ансамбльне тăтăшах тĕрлĕ шайри фестивальсене йыхравлаççĕ. Вĕсенчен коллектив тивĕçлĕ наградăсемпе таврăнать. «Çеçпĕлĕн» пултарулăх çулĕ аталанать. Вăл чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварас тĕлĕшпе пысăк ĕç тăвать.
Пирĕн республикăра Григорьевсем пек çемье пур чухне Пушкăртстанра нумай нациллĕ эткерлĕх упранса юласси пирки иккĕленме кирлĕ мар.
«Ярзам – ырă ĕçсен вăхăчĕ» проекта «Башинформ» агентство Пушкăртстан Пуçлăхĕн гранчĕпе пурнăçа кĕртет. Çавăн пекех çак ĕçе Пушкăртстан Республикинчи «Маскат» регионти çамрăксен обществăлла организацийĕ те хутшăнать.
Ляйсан ЗАКИРОВА.
Пишпÿлек районĕ, Ситек ялĕ.